Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пытаратчӗҫ (тĕпĕ: пытар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗмӗртенхи ватӑ хырсем пирӗн строительствӑна ҫӳлтен пытарса тӑратчӗҫ, ҫӑра вӗтлӗхпе ҫулҫӑллӑ вӑрман лагере ансӑр чугун ҫулӗ енчен тата унпа юнашар иртекен мӑн ҫул енчен пытаратчӗҫ.

Вековые сосны прикрывали наше строительство с воздуха, а густые кустарники маскировали лагерь со стороны узкоколейки и большой дороги, идущей параллельно ей.

Ҫӗнӗ лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Тахҫан разведчикла е тата «вӑрӑ-хурахла» вылянӑ чухне вӗсем кунта пӗр-пӗринчен донесенисем пытаратчӗҫ.

Когда-то здесь прятали донесения, играя в разведчики или «казаки-разбойники».

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Малтан Олегпа Коля пичче вӗсене пытаратчӗҫ, кайран уҫҫӑнах пӳрт ҫумне таянтарса хуракан пулчӗҫ.

Сначала их Олег и дядя Коля прятали, а потом в открытую стали приставлять их к дому.

Хӗрлӗ ялавсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Анчах хуҫасем хаҫата манран пытаратчӗҫ, эпӗ Сидоровран: «Мӗншӗн патшана вӗлернӗ?» тесе ыйтсассӑн, вӑл хуллен ответлерӗ:

Но хозяева прятали газету от меня, а когда я спросил Сидорова — за что убили царя, он тихонько ответил:

IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ вӗсем приказчикпа иккӗшӗ хуҫанне вӑрланине пӗлеттӗм: вӗсем кӑмака труби ӑшне пӗр мӑшӑр ботинка е туфли пытаратчӗҫ, кайран, магазинтан тухнӑ чухне, ӑна пальто ҫаннисем ӑшне пытарса тухатчӗҫ.

Я знал, что он и приказчик обкрадывают хозяина: они прятали пару ботинок или туфель в трубу печи, потом, уходя из магазина, скрывали их в рукавах пальто.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хырӑмӗсем выҫсан, вӗсем тирексем патне апатланма чупатчӗҫ; шӑрӑхпа турткӑшса сывлакан сурӑхсем пӗр ҫӗре кӗпӗрленетчӗҫ те пуҫӗсене пӗр-пӗрин хырӑмӗ айне пытаратчӗҫ; ачасем, вӗсен ҫывӑхне ларса, хӑйсен качака ҫӑмӗнчен тунӑ сумккисене курӑк ҫине саркаласа хуратчӗҫ, хурӑн хуппинчен тунӑ пӗчӗк ещӗксенчен чӑкӑт кӑларатчӗҫ те, кукуруз ҫӑкӑрне сӑхӑмлӑн чӑмла-чӑмла, чӑкӑта алран алла куҫакан сухан пуҫӗпе пӗрле ҫыртса ҫиетчӗҫ.

Проголодавшись, ребятишки бегут обедать в тополя, овцы стоят, сбившись в кучу, тяжело дышат от жары и прячут головы друг другу под брюхо, мальчишки садятся возле овец, разложив на траве котомки из козьей шерсти, они вытаскивают маленькие заструги.

20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хӑратнине, облавӑсем тунине пӑхмасӑр, ҫынсем листовкӑсене вулама тӑрӑшатчӗҫ, пытаратчӗҫ, пӗрне-пӗри паратчӗҫ.

Несмотря на облавы и угрозы, люди читали их, передавали друг другу, прятали.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ӗлӗкрех нимӗҫсем партизансем ҫинчен калаҫмастчӗҫ, вӗсем сиен тунисене пытаратчӗҫ, халӑха партизансене пӗтернӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшатчӗҫ.

Раньше немцы избегали открыто говорить о партизанах, скрывали их подрывную работу и старались убедить население, что партизаны уничтожены.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Дарья: «Сывӑ юлӑр, йӑмӑксем!» — тесе кӑшкӑрнине илтнӗ Обнизовсен кинӗсем кун ҫинчен никама та шарламан пулсанах, ӑна лӑпкӑ та шӑв-шавсӑр пытаратчӗҫ.

Если б не рассказы баб Обнизовых, слышавших, как Дарья крикнула: «Прощайте, бабоньки!» — похоронили бы утопленницу тихо и без шума.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней