Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паллӑ, хӑвӑр тупа тунинче пытанакан вӑй сире вӗренӳре, ӗҫре те вӑй парса тӑрӗ, пулӑшса пырӗ.
Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir
Пӗтӗм пит-куҫӗ пытанакан мӑн алӑ тӗтреллӗн аса килни Тома чарӑнса тӑма, тепӗртакран вара килнелле тӗк те ҫил тапса сикме хистерӗ.
Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.
Августӑн 22-мӗшӗнче эпӗ тӑшмантан пытанакан ҫара тӗл пултӑм, декабрьте ҫар юлашкисемпе тӑшман чикӗ урлӑ тарать…».
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Партизансем сӑрт тӳпине йышӑнса илчӗҫ, таракан, тӗмесем хушшине пытанакан, тайлӑма аялалла шуса анакан четниксене ҫунтарчӗҫ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Татах кӑшт тӑхтасан ҫав юрсем, хӑйсенчен те пытанакан хӗвел пайӑркисемпе ҫуталса, хӗрлӗ тӗспе ялкӑшма тытӑнаҫҫӗ.Ещё немного — и эти снега начинают гореть ярким румянцем под лучами заходящего и для них солнца.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Иккӗмӗш эрне вӗҫӗнче анчах вӑл нимӗҫ пытанакан юр шӑтӑкне сӑнаса илнӗ.Только к исходу второй недели удалось ему разглядеть снежную нору немецкого снайпера.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Ҫапла анса ларсан, сивӗрен юр айӗнче пытанакан хир чӑххисем пекех, ҫынсем, юртан шӑтӑксем туса, кӗрсе выртнӑ.
«Хир чӑххилле пурӑнни» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Том, Бат, Остинпа Актеон Бенедикт пичче палуба ҫине тухсанах, унран тарса пытанакан пулчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Полк ҫил-тӑман ӑшне кӗрсе пытанакан гайдамак отрячӗсене хӑйӗн умӗнче хӑваласа пырса ҫавра ҫил пек вӗҫнӗ.И полк мчался дальше, как вихрь, гоня перед собой гайдамацкие отряды, исчезавшие в метели.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Вӑл, тавракурӑм хыҫне пытанакан пӑрахут ҫине темле чуна хӗсекен туйӑмпа ытарайми пӑхса тӑрать, тӗтреллӗ инҫелӗхе каякан телейлӗ ҫынсем ҫинчен тӗмсӗлсе шухӑшлать.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Инҫет унӑн хӑлхинче шӑпланса-сӳнсех пыракан юрӑ пек илтӗннӗ; хӑйӗн кӗрлевӗпе пӗтӗм тавралӑха тултарса, ҫиллессӗн кӗмсӗртетсе пӗлӗтсем хыҫне пытанакан ҫуркуннехи аслати тӳпе тӑрӑх кӗрлесе-ҫӗмӗрсе кайсан, суккӑр ача ҫав сасса темӗнле хисеплесе-хӑраса итленӗ те, чӗри сарӑлса кайнӑн туйнӑ, пуҫӗнче вара тӳпе айӗнчи анлӑхӑн улӑпла сарлака тӗнчи ҫуралса тӑнӑ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах кунта амӑшӗсен ачаш ывӑлӗсем мар, маттур ҫынсем кирлӗ, ҫапӑҫура, ҫутӑран хӑраса ҫурӑксене пытанакан таракансем пек ҫынсем мар, ҫирӗп йышши халӑх, пӗр хӗрхенӳсӗр ҫапма пултаракансем кирлӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Халь ӗнтӗ вӑл хусах, отставкӑна тухнӑ, вӗҫкӗнленме те пӑрахнӑ, мухтанмасть те, чӑркӑшланмасть те, чей ӗҫме тата пули-пулми ҫинчен сӳпӗлтетме ҫеҫ юратать; пӳлӗмӗ тӑрӑх уткалать, ҫунакан ҫуртасене майлакалать; кашни уйӑх иртмессерен хӑй ҫуртӗнче пурӑнакансем патне хваттер укҫи ыйтма ҫӳрет, аллине ҫӑраҫҫи тытса пӳрчӗ тӑррине пӑхма тесе тухкаласа кӗрет; кунне темиҫе хутчен дворнике ҫывӑрма пытанакан хӳтлӗхӗнчен хӑваласа кӑларать; пӗр сӑмахпа каласан, халь вӑл отставкӑна тухнӑ ҫын, унӑн шавлӑ пурнӑҫ хыҫҫӑн тата почта ураписем ҫинче кисренсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн ниме юрӑхсӑр хӑнӑхусем ҫеҫ юлнӑ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пепе юлташӗсем хыҫалтан, чӑтайманнипе хырӑмӗсене тыта-тыта, кулса пыраҫҫӗ, вӗсем енне ҫав юлхав ҫын тӗссӗр куҫӗпе лӑпкӑн ҫаврӑнса пӑхсан, ачасем, тӗм хыҫне пытанакан шӑшисем пек, кӗтессене тара-тара пытанаҫҫӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вара вӑл хаяр учитель пытанакан ача ҫине пӑхнӑ пек пӑхрӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тревога вӑхӑтӗнче пытанакан ҫӗрте эпӗ яланах салхуланаттӑм, акӑлчансем каларӗшле, «пӳрмен пулсан», ан тив, вилсен те таса сывлӑш ҫинче, Ленинград тӳпи айӗнче пулса ирттӗр, теттӗм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр самант каялла ҫак пӗр пытанакан, пӗр куҫ умне тухакан ҫынсем чӗрӗ ҫынсем иккенне е ҫакӑ вӑл вӑйӑ ҫеҫ пулнине каласа пама та май ҫукчӗ-ха, анчах акӑ ҫутӑ ялкӑшса кайрӗ, вӗсем пурпӗрех куҫ умӗнчен ҫухалмарӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1