Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пырӗн (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳсӗре-ӳсӗре Тильс сывлаймиех пулнӑ, хавшак пырӗн юн тымарӗ татӑлнӑ; ватӑскер халсӑрланнӑ, вырӑнпах выртнӑ та икӗ кунран урӑх тӑрайман.

Тильс кашлял и задыхался так долго, что в его слабом горле лопнул кровеносный сосуд; старик ослабел, лег и через два дня не встал.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Ҫут ҫанталӑк ӑна ҫивӗч ӑс панӑран — вӑл «Тар ҫинчи фитиль» тинӗс пырӗн ҫыранӗ хӗррине яккӑр ярсанах кӑткӑс лару-тӑруран чыслӑн тухрӗ.

Изобретательный от природы, он с честью вышел из затруднительного положения, как только «Фитиль на порохе» бросил якорь у берегов пролива.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вӑл мана ҫырмапа тинӗс пырӗн тата Тӑвӑл сӑмсахӗн схемине кӑтартрӗ.

Он показал мне схему реки, залива и Бурунного мыса.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Тинӗс пырӗн тепӗр енче, тӗтре витӗр, Чушка ятлӑ хӑйӑрлӑ ҫыран хӗрри, унта зенитнӑй орудисен кӗпҫисем тӑрӑнтарса лартнӑ патаксем евӗр курӑнса тӑраҫҫӗ.

На той стороне, в лиловатом дымчатом прибое, виднелась песчаная коса Чушка, где, как палочки, торчали еще стволы зенитных орудий.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Керчь шыв пырӗн тӗксӗм шывӗ ман куҫ умӗнчех чӳхенсе тӑрать.

Темные воды Керченского пролива катились у моих ног.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Тинӗс пырӗн сулахай енчи ҫыранра та тӑшман пулнӑ.

На левом берегу пролива тоже был враг.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Тинӗс пырӗн леш енче пурне те пӗлме кирлӗ.

На том берегу все должны знать.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Кирлӗ пулсан, ҫав кимӗсемпе тинӗс пырӗн тепӗр енне каҫса, хамӑр ҫынсемпе ҫыхӑну тытма шутланӑччӗ.

Эти лодки я намеревался в случае необходимости использовать для связи с советским берегом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Хамӑр тӑракан ансӑр чул ҫинчен пӗшкӗнсе пӑхсан, эпӗ вулкан пырӗн вӗҫӗ-хӗрри те курӑнманнине асӑрхарӑм.

Нагнувшись над краем узкой площадки, я убедился, что дна пропасти еще не видно.

XVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ытарайми сӑн-сӑпатлӑ Гретхен та хампа пӗрле ҫакӑнтах пулнӑ пулсан, эпир унпа пӗрле епле аван уҫӑлса ҫӳренӗ пулӑттӑмӑрччӗ, ҫакӑнта лӑпкӑн тӑракан икӗ палубӑллӑ карапсемпе фрегатсен гаванӗсем тӑрӑх, тинӗс пырӗн ешерсе ларакан йывӑҫ-курӑклӑ ҫыран хӗррисем тӑрӑх, крепость башнинчи хура ӑшлӑ кӗпҫисене бузинӑпа йӑмрасен турачӗсен хушшинчен тӑсса тӑракан тупӑсене башни мӗнӗпех пытарса хупланӑ лапсӑркка йывӑҫсем хушшинче уҫӑ сывлӑша тулли кӑкӑрпа ҫӑтса ҫӳренӗ пулӑттӑмӑр.

Какие превосходные прогулки могли бы совершать мы, с моей прелестной Гретхен, вдоль гавани, где двухпалубные корабли и фрегаты мирно дремлют; по зеленеющим берегам пролива, в тенистых кустарниках, скрывающих цитадель, пушки которой вытягивают свои длинные черные жерла среди ветвей бузины и ивы…

VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

10 сехет те 15 минутра якӑра ҫӗклерӗҫ те, пӑрахут Бельта тинӗс пырӗн хура хумӗсене касса малалла хӑвӑрт шӑва пуҫларӗ.

Пятнадцать минут одиннадцатого мы снялись с якоря, и пароход быстро пошел по темным водам Большого Бельта.

VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Шӑмма ҫити шӑнтакан кӗрхи пӗр сивӗ каҫ ӗҫхалӑхӗн темиҫе теҫетке пин ывӑлӗсем, ҫӗр каҫа Сиваш урлӑ каҫса тӑшмана хыҫалтан пырса ҫапас шутпа, тинӗс пырӗн сивӗ шывне кӗрсе кайнӑ.

И осенней, промозглой ночью десятки тысяч сынов трудового народа вошли в холодную воду пролива, чтобы в ночь пройти Сиваш и ударить в спину врага, зарывшегося в укреплениях.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тата аяккарах, тӗтре витӗр, кӑшт ҫеҫ Керчь тинӗс пырӗн леш енчи ҫыранӗ — юратнӑ Тамань хӑмӑррӑн курӑнать.

Там, далеко в дымке, чуть виднелся, а больше угадывался противоположный берег Керченского пролива — Тамань, желанная, своя…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах тинӗс пырӗн леш енче тӗтре витӗр Тамань палӑрса тӑрать.

Но там, в тумане, по ту сторону пролива, прорисовывались контуры Таманского берега.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кашни ир шӑп пӗр вӑхӑтра тинӗс пырӗн леш енчи Войков ячӗпе тӑракан заводӑн хулӑн баспа кӑшкӑртакан гудокӗ илтӗнетчӗ.

По утрам, точно в положенный час, слышался густой бас гудка на заводе имени Войкова, по ту сторону бухты.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней