Поиск
Шырав ĕçĕ:
Гамбург бизнесменӗ, Арне Вебер строитель, темиҫе ҫул ӗнтӗ тӗп утравпа Дюне утравӗ хушшинчи шыв пырне ҫӗрпе хупласа хурас шухӑшпа ҫӳрет.
Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4
Унӑн пырне темскерле хытӑ япала пырса капланчӗ, куҫӗсенчен куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ, пилӗкрен чиксе илчӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Тавах ӗнтӗ, — тесе тавӑрма ҫеҫ пултарчӗ вӑл, пырне темскер хытти ларчӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Автанӗ, хуҫалла темӗн асӑрхаттарса, пырне чӑрр ярӑнтарса, сас парать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эрех унӑн пырне ҫунтарса анса кайрӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лишайкин ура ҫине сиксе тӑчӗ, кӑрн! та кӑрн! тутарчӗ пырне, тӳрре тухма тӑрӑшрӗ, Арсентьева хӑйне кирлӗ-кирлӗ марпа варалама пӑхрӗ, анчах ӗҫӗ тухмарӗ ун.
31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Пирӗн куҫҫульсем пырне лараҫҫӗ-ха унӑнне, — хушса хучӗ Санюк.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пырне тем муклашки капланчӗ.
XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫакна илтсен, Андронов пырне темскер кӗрсе ларнӑ пек пулчӗ Пӗр-икӗ хут ӳсӗркелесе илчӗ вӑл.
2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Тепӗр чух, хӑнара-мӗнре ак ҫакӑ… — кукша пуҫ пырне шаккаса илчӗ, — ытлашширех пулсан ҫеҫ мӑкӑртатать.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Шӑпчӑксем юрлама пӑрахни те чылаях ӗнтӗ, куккук пырне те хӑлчӑк ларнӑ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Калас сӑмахӗ пырне ларчӗ тейӗн — шӑпӑрт пулчӗ Таранов.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Акӑ ӑҫта лакса ларнӑ хӑта вӑл маншӑн! — пырне тытса кӑтартрӗ Сулагаев.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Ӳсӗртерехчӗ-им Никифор Варламович? — пырне тем ларнӑ пек мӑйне хыпашларӗ Виссарион Игнатьевич.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Сирӗн патра ҫын пур-ҫке? — пырне шӑмӑ ларнӑ пек антӑхса ыйтрӗ Шанаров.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ял хутран-ситрен сысна нӑрхлатнипе, теме пула шуйхӑннӑ хур аҫи пырне «ҫурса» кикаклатнипе, ӑшӗ вӗҫнӗ чӑх какаланипе таткаланакан шӑплӑха хупӑннӑ: унта ҫулӗсен шучӗпе пуянланнӑ ватӑ-хытӑ, сывлӑх-кӗрлӗх тӗлӗшпе туя та хул ай таран кукӑрӑлнисем-пусӑрӑннисем, «ешӗл хунав» — вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча -ҫеҫ юлнӑ, пур вӑйпитти арҫынӗ-хӗрарӑмӗ, яшши-ҫамрӑкки уйра, вырмара.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Чӗлхине йӑнкӑлт ҫӑтнӑ пек, пырне лӑнкӑрт тутарчӗ Полбутылкин-ҫур кӗленче.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Пухусенче ҫав кутсӑр-пуҫсӑр шалак, чара, палка ҫӑвар — сӑнчӑрти йытӑ «хам! хам! хам! хамлатнипе» янӑраса тӑнах илетчӗ: никама та ум памасӑр тем чанкать, тем паврать, тем кӑранклатать, пырне те шеллемест.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
«Ҫур кӗленче!» — хӑй патне чӗнсе, пырне хыртарать ҫакскер.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Эпир Кӗркури пӑсӑлнӑ ҫимӗҫе ҫӑвартан сурса пӑрахасса кӗтрӗмӗр, вӑл вара ӑна, куҫне пирӗн тавра ансухла, таракан пек чуптаркаласа, шалти мӗнпур вӑйне пухса, пырне хыртара-хыртара, йӗклене-йӗклене, куҫҫуль тумлата-тумлата, лӑнкӑрт! ҫӑтрӗ те ячӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.