Поиск
Шырав ĕçĕ:
Калӑр ҫынсене: ыран кӑнтӑрла тӗлне воеводӑсен ҫурчӗ патне пуҫтарӑнччӑр.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Кала хӑвӑн ҫыннусене, кунтарах пуҫтарӑнччӑр.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Эпӗ ӑна тав турӑм та килӗшрӗм, пӗрле вӗренме килӗшнине эпӗ ӑна хисеп тунӑ вырӑнне хурса, хампа ун хушшинче тухнӑ хирӗҫӳшӗн вӑл каҫарасса шантӑм, анчах эпӗ: ман хваттер лайӑх, кирек епле пулсан та кашни хутрах пурте ман патӑма пуҫтарӑнччӑр, терӗм.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пурте унта пӗчченшерӗн пуҫтарӑнччӑр.
VI. Граждан вӑрҫин ӑнсӑртлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кунпа пӗрле, ачасем, тата поселокрисене систерӗр, ҫутӑласпа пурте кунта пуҫтарӑнччӑр.А заодно, хлопцы, вы там передайте в поселке, чтобы наши все к рассвету сюда подтягивались.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
2. Вара Навуходоносор патша, хӑй лартнӑ кӗлетке-йӗрӗхе чаплӑн уҫнӑ ҫӗре пуҫтарӑнччӑр тесе, сатрапсене, ҫӗршыв пайӗсен пуҫлӑхӗсене, хула пуҫлӑхӗсене, канашҫӑсене, ҫарпуҫсене, аслӑ тӳресене, хысна управҫисене, саккун йӗркине тытса пыракансене, сут ӗҫӗн ҫыннисене, тӗрлӗ ҫӗрсен тӳри-шарине чӗнме ҫын янӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ҫырура патша иудейсене харпӑр хӑй пурӑнакан хулара пӗрле пуҫтарӑнса хӑйсен пурӑнӑҫне хӳтӗлеме ирӗк панӑ: ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та вӗсем ҫак ҫӗрти халӑхсем хушшинчи мӗнпур вӑйлӑ ҫынсене, хӑйсемпе тӑшманла хирӗҫекенсене, вӗсенӗн ачисене те, арӑмӗсене те пӗтӗмпе тӗп туса-вӗлерсе-пӗтерсе тухччӑр, вӗсен кил-ҫурчӗсене ҫаратса аркатчӑр, 12. ҫакна вӗсем пӗтӗм Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пӗр кунра, вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, туччӑр, тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид пинпӳсемпе, ҫӗрпӳсемпе тата мӗнпур ҫулпуҫпа канашланӑ та 2. пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарса ҫапла каланӑ: эсир килӗшсессӗн тата ҫакна тума Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ирӗкӗ пулсассӑн, хамӑрӑн ытти тӑванӑмӑрсем патне ҫынсем ярар, пӗтӗм Израиль ҫӗрне ҫитчӗр, ҫавӑн пекех священниксемпе левитсем патне те, вӗсен хулисене, вӗсем пурӑнакан пур вырӑна та ҫынсем ярар — пурте пирӗн пата пуҫтарӑнччӑр; 3. вара Туррӑмӑр саккунӗн арчине хамӑр пата куҫарса килӗпӗр, ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче эпир ӑна мансах пурӑнтӑмӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1