Поиск
Шырав ĕçĕ:
пуҫтарӑнсассӑн (тĕпĕ: пуҫтарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пур йышпа тӑван киле пуҫтарӑнсассӑн анне, асанне, кукамай чӗри савӑнӑҫпа тулать.
Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/
Эпир каҫхине пурте вут хӗррине пуҫтарӑнсассӑн, Лойко та пычӗ пирӗн пата.Когда собрались все мы вечером вокруг костра, пришел и Лойко.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Зимцовсем пӗрле пуҫтарӑнсассӑн кил-ҫурт ача-пӑча сассипе тулать.
Кӑмӑлӗ - ырӑ, алли - ылтӑн // А.ЕЖЕРГИНА. «Каҫал Ен», 09.06.17
3. Эпӗ ӳтӗмпе сирӗн патӑрта пулмасан та, сывлӑшӑмпа сирӗнпе пулса, сирӗнпе пӗрлех тӑнӑ пек, ҫапла тума йышӑнтӑм: 4-5. эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе пӗрле пуҫтарӑнсассӑн, — сывлӑшӑмпа эпӗ те сирӗнпе пӗрле пулӑп, — ҫавӑн пек ӗҫ тунӑ ҫынна Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗпе сирӗн шуйттан аллине памалла: ӗнтӗ ӳчӗ ҫылӑха пула асаплантӑр, чунӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче ҫӑлӑнса юлтӑр.
1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗренекенӗсем ун тавра пуҫтарӑнсассӑн, вӑл тӑнӑ та хулана таврӑннӑ; тепӗр кунне вара Варнавӑпа пӗрле Дерви хулине тухса кайнӑ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сунтӑхра кӗмӗл чылаях пуҫтарӑнсассӑн, ӑна патша ҫыруҫипе аслӑ священник уҫса илнӗ, шутласа тухса, хутаҫсене чиксе ҫыхса хунӑ, ҫапла Ҫӳлхуҫа Ҫуртне панӑ пӗтӗм кӗмӗле шута илсе тӑнӑ; 11. шута илнӗ кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсама уйӑрса лартнӑ ҫынсене, ӗҫ тӑвакансене панӑ, лешӗсем вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсакан ӗҫлевҫӗсене, пуртӑ-сава ӑстисене ӗҫшӗн тӳлесе тӑнӑ, 12. ҫавӑн пекех чул касакансемпе кирпӗч купалакансене те тӳленӗ, йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянма, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи юхӑннӑ вырӑнсене сиплеме, Ҫурта тытса тӑма та панӑ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1