Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарӑнать (тĕпĕ: пуҫтарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулленех акатуя е уява пин-пин ҫын пуҫтарӑнать.

Помоги переводом

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Инҫетре ӗҫлесе килнӗ ҫынсен пӗр-пӗрне каласа памалли те тем чухлех пуҫтарӑнать.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫленӗ ҫӗрте тусанӗ те, тӑпри те, тырри те пуҫтарӑнать пуль.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шухӑшлӑр-ха хӑвӑрах: кашни ял пӗрер танк парсассӑн та, мӗн чухлӗ вӑй пуҫтарӑнать усал тӑшмана хирӗҫ!

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паллах, кунӗпе ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ хыҫҫӑн каҫхине юлташсемпе тӗл пулма, дискотекӑра ташлакалама ял клубне каҫхине чылай хӗрпе каччӑ пуҫтарӑнать.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ятарласа типӗтнӗ, вӗттӗн-вӗттӗн чӗрнӗ хӑйӑ ялтӑртатса ҫунсан та, вӑрмантан паян ҫеҫ йӑтса килнӗ вутӑ ниепле те тивсе каясшӑн мар: пуленкке пуҫӗнче пӑчӑртатса-кӑпӑкланса тумлам-тумлам шыв пуҫтарӑнать.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра Барака тӑрӑран шыв анать, вырӑна йӗпетет, урайне кӳлленчӗк пуҫтарӑнать, ниҫта выртса е ларса канма типӗ вырӑн юлмасть.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫавсене пӗрле хушсан, уйӑхра вун пилӗк — ҫирӗм сехетрен кая мар пуҫтарӑнать.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫук, паян унта чарӑнмастпӑр, мӗншӗн тесен унти пур халӑх та паян кунта — Юратай планети ҫине — савӑнма пуҫтарӑнать.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Утравсен чуллӑ ҫыран хӗррисене темӗн чухлӗ кайӑк вӗҫсе пуҫтарӑнать.

На прибрежные скалы островов слетается множество птиц.

Поляр утравӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Василевӑри карап юсакан заводра митинг пуҫтарӑнать.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Утнӑ май тӑвӑр платйи, текех ҫӳлелле сиксе, хыҫалти пилӗк тӗлнелле хутламланса пуҫтарӑнать.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Талӑк хушшинче Анатолий Семеновичӑн Бианка пирки каласа кӑтартмалли самаях пуҫтарӑнать.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл пилӗкне авмасӑр-хуҫмасӑрах вӗллесенчен чашки-чашкипе пыл юхать, улмуҫҫисенчен лавӗ-лавӗпе панулми пуҫтарӑнать тенӗ пуль, анчах тар юхтармасӑр ҫӗр ҫинче ним те туса илейместӗн.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Май уявӗсенчи канмалли кунсенче ятарласа пур тӑванӗ уйра пуҫтарӑнать.

Помоги переводом

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Ҫапах та акатуйӗнче халӑх пуринчен ытларах утсемпе ӑмӑртнӑ ҫӗре пуҫтарӑнать.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Меня, Сӑр, Атӑла юхса кӗрекен шывшӑн малашне никамӑн та пӑшӑрханма кирлӗ мар, пӗтӗмпех кирлӗ пек шайра шыв тасалса вӑл юхан шывсене пуҫтарӑнать.

Помоги переводом

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

Тимахви ӗҫе кайма пуҫтарӑнать: ҫур литр кӗленчинчен сӗт ӗҫнине асӑрханӑ арӑмӗ каллех янӑрать:

Помоги переводом

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Ҫуркунне каллех Атӑл ҫине кайма пуҫтарӑнать.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫсрпӳ пасарӗ Ҫавал ҫырми ҫумӗнчен, икӗ хутлӑ чул ҫурт картишӗ йӗри-тавра таҫтанах купаласа: ҫавӑрнӑ чул хӳме хыҫӗнчен пуҫланакан лапам вырӑнта пуҫтарӑнать иккен.

Помоги переводом

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней