Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫсене (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петӗр Филипчӑ, вӗсем пирки шухӑшласа пуҫсене ыраттарар мар-ха, иксӗмӗр пӗр чӗлхе тупса калаҫма тӑрӑшар.

Помоги переводом

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Ӳлӗм тумалли те сахал мар, чи кирли пирӗн халӗ пуҫсене сыхласа хӑварасси….

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пире халиччен те хура хурамаран кӑна ҫакман, пире шывра та путарнӑ, ҫӗре те чӗрӗллех чавса чикнӗ, ӳте-тире те сӗве-сӗве илнӗ, пуҫсене, каса-каса илсе, шалча ҫине лартнӑ.

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫичӗ ял ҫыннипе эп курап, Хастарлӑ пуҫсене ыр сунап.

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пур пухӑннӑ хӑна шӑкӑрах тӑчӗҫӗ, Хисеплесе ӑна пуҫсене тайчӗҫӗ.

Помоги переводом

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Ҫӳренех утсем пур чухне Ҫӳресе юлар-ха ҫулсене; Аттепе апи пур чухне Чысласа юлар-ха пуҫсене».

Помоги переводом

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хайхи водительпе Федя енчи нимӗҫ автоматчикӗ лӑш! ҫеҫ пуҫсене усрӗҫ, тепӗр енчи автоматчик кюветалла сикрӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпир пурте харӑсах пуҫсене сасӑ илтӗннӗ еннелле палт пӑртӑмӑр та куҫсене ҫавӑнталла вӑнк вӗҫтертӗмӗр — анкартине атте кӗрет иккен.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пуҫсене юсаса, хӗртсе илер-ха пӗрре кутанасене те…

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ӗҫ нормисене эпир хакламастпӑр, ҫавӑнпа та кирлӗ-кирлӗ маршӑнах пуҫсене минретсе ан ҫӳрӗр.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пуҫсене усма кирлӗ мар, хӗрсем, мӗн тӑвас тетӗн, ҫутҫанталӑк саккунӗ.

Помоги переводом

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пуҫсене усар мар, хуйхӑрса ларар мар, туссем нумай пирӗн тӗнчере.

Помоги переводом

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑна илтсен ҫынсем пурте пуҫсене усрӗҫ.

Помоги переводом

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пачӗҫ тулли курка ан сим пылне Пирӗн ҫамрӑк пуҫсене сӑнама…

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫавӑнпа ҫак пуҫ чӗрӗ те, — асӑрхарӗ Биг, — пурте ытти пуҫсене пенӗ, ҫиччӗмӗшсӗр пуҫне.

— Поэтому она и жива, — заметил Биг, — все стреляли по остальным, кроме седьмой.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Вулӑсен хыҫӗнче е ҫӳллӗ курӑк хушшинче унта та кунта мӗлтлетекен хура пуҫсене асӑрхать.

То тут, то там он замечал черную голову, показывающуюся из-за ствола или из высокой травы.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент ҫаврӑнса тӑчӗ, анчах кӑштахран ҫав арабсемпе тӗл пулчӗ, — вӗсем усӑнчӑк, тачка туталлӑ хура пуҫсене ҫӳҫӗнчен сӗтӗрсе пыраҫҫӗ; пуҫсенчен тусан ҫине юн тумлать, чӑмаккаланса юлать.

Гент отвернулся, но немного спустя встретил тех же арабов, тащивших за волосы черные головы с отвисшими большими губами, из голов капала на пыль кровь, катясь шариками.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тӳртен пенисем пире пырса тивме пултарайман, анчах пирӗн те пуҫсене ҫӗклемесӗр мӑрье хыҫӗнчех пытанса лармалла пулчӗ.

Правда, за нею нас не могли достать прямые выстрелы, но зато и мы должны были сидеть не высовываясь.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хӗр ачасем ашшӗне тата ытларах юратма пуҫларӗҫ; вӑл ҫак лару-тӑрушӑн арӑмне сивлемест, пач урӑхла — ӑна тӳрре кӑларма тӑрӑшать, хирӗҫлемесӗр чӑнлӑхпа килӗшрӗ те — чӑнах та ҫапла килсе тухма тивнине ӗнентерчӗ ҫамрӑк пуҫсене; ҫапла вара — виҫҫӗшне те танлӑх палли ҫыхӑнтарса тӑрать.

Девочки еще больше полюбили отца, а когда ему удалось вполне понятно для юных голов доказать им неизбежность такой развязки, не осуждая жену, даже оправдывая ее, — всех трех соединил знак равенства.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хушӑран оруди кӗмсӗртетнӗ сасӑпа ҫеҫ ҫынсем пуҫсене ҫӗклесе пӑхнӑ.

Когда изредка прокатывался удар орудия, люди только поднимали головы.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней