Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӳремри чӑпар та шавлӑ-кӗрлевлӗ куҫӑм хушшинчи капӑр хура автомобиль — питех те авӑк: вут ҫавӑрса хӗмлетекен, ҫунма пуҫлайман ҫӗр кӑмрӑкӗлле.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кӑшт аяккарахра, ешерме пуҫлайман пахчасем шыв хӗрринелле авӑнса кӗнӗ ҫӗрте, лутра хӳмесем хыҫӗнче, абрикоссем, чиесем, сливӑсем чечек тӑкма пуҫларӗҫ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Халлӗхе чӳречесем хӗвелпе ҫунса тӑрайман-ха, турбина та кӗрлеме пуҫлайман, ҫийӗ цинкпа йӑлтӑртатман, шыв та сикме пуҫламан, йӗри-тавра ӗҫлекенсене ҫӳреме ҫапса тухнӑ хӑмасем витӗр шурӑ стропиллӑ тӑваткал ҫурт ҫеҫ курӑнса тӑнӑ, — ҫавах пӗтӗм тавралӑх улшӑннӑ: Кубань ҫыранӗ те сӗвекрех, тусем те лутрарах та кӑмӑллӑрах пек, шыв та хавасрах юхать пек, Усть-Невински хӑй те, ҫӗнӗ тум тӑхӑнса, ҫамрӑкланнӑ пек.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑйсен сӑмахне пуҫлайман ҫынсене чӗнмесӗр пурӑнма та ҫӑмӑл, ансат…Для людей же, которые не начинали своих речей, — для них молчанье просто и легко…
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Страницы:
- 1