Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пушшех сăмах пирĕн базăра пур.
пушшех (тĕпĕ: пушшех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунтан, ҫутӑ пӳлӗмрен, каҫ пушшех тӗттӗммӗн, пушшех тарӑннӑн, пушшех вӑрттӑннӑн туйӑнать.

Отсюда, из освещенной комнаты, ночь казалась еще темнее, еще глубже, еще таинственнее.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Курчӗ те вӑл пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑмсене, илтрӗ те вӗсен шӑнкӑрав пек сассисене — пушшех ҫуталса-илемленсе кайрӗ тӑват енлӗ ҫутҫанталӑк, пушшех хавассӑнрах та уҫҫӑнрах янрама тытӑнчӗҫ кайӑк юррисем.

Помоги переводом

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл, патька-патша патне кайма хатӗрленекен йӗкӗтсене курса, пушшех те хӗпӗртет, пушшех те ялкӑшарах ҫиҫет.

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрӑм куҫ тӗкӗсем айӗн куҫ шӑрҫисем пушшех хуран, куҫ шуррисем пушшех тасан, пӗчӗк ачанни пек курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Куҫӗ кӑна, пысӑкскер, пушшех ҫавракаланнӑ пек, пушшех ҫулӑмлӑрах пек.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫӗсем, каҫпалахи тӗттӗмре, пушшех те пысӑккӑн курӑнаҫҫӗ, илемлӗ пичӗ ҫинчи ҫӳллӗ куҫхаршийӗсем пушшех хуралса тӑраҫҫӗ.

В сумерках темнели ее широкие глаза, чернели высокие брови на красивом лице.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эсӗ хӑвӑн сӑмахусемпе манӑн чӗрене ҫурса пӑрахрӑн, манӑн асаплӑ пурӑнӑҫӑм халӗ ӗнтӗ пушшех асаплӑ пулса тӑчӗ, ҫамрӑк ӗмӗрӗме тата ытларах шеллемелле пулса тӑчӗ, ӗнтӗ маншӑн вилӗм те пушшех хӑрушраххӑн туйӑнӗ, ӗнтӗ эпӗ сана, манӑн усал шӑпа, тата сана, таса турӑ амӑшӗ, — каҫар мана ҫылӑха кӗнӗшӗн, — вилес умӗн ытларах ӳпкелетӗн!

Нужно, чтобы он речами своими разодрал на части мое сердце, чтобы горькая моя участь была еще горше, чтобы еще жалче было мне моей молодой жизни, чтобы еще страшнее казалась мне смерть моя и чтобы еще больше, умирая, попрекала я тебя, свирепая судьба моя, и тебя — прости мое прегрешение, — святая божья матерь!

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ҫире пурри Натальйӑна пушшех те шухӑшлӑрах, пушшех те чӗмсӗртерех тунӑ; вӑл, чӗре айӗнче ҫӗнӗрен ҫуралакан пурнӑҫ тапнине асӑрхаса тӑрса, хӑйӗн ӑшне тата та шаларах кӗнӗн туйӑннӑ.

Наталью же беременность сделала еще более сосредоточенной и молчаливой; она глубже ушла в себя, поглощенная биением новой жизни под сердцем своим.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кӑнтӑрла та ҫын хӗвӗшӗвӗпе кӗрлесе, шавласа тӑманскер, вӑл, каҫ сӗмлӗхӗнче пушшех те ют, пушшех те пушӑ.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Акӑ пысӑк хулана та ҫитрӗҫ, анчах кунта, ҫын шӑв-шавӗ хушшинче, вӗсем хӑйсене хӑйсем пушшех те пӗччен пек туяҫҫӗ, пушшех те хӑраҫҫӗ; ку туйӑм вара пӑрахут ҫинчинчен те вӑйлӑрах.

Ко вот они приехали в большой город и здесь, среди людского шума, испытывали еще большее одиночество и страх, чем на пароходе.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Ильсеяр кӑштах лӑпланчӗ, ҫав вӑхӑтрах мучи уншӑн пушшех те ӑнланмалла мар, пушшех те шанчӑксӑр ҫын пулса тӑчӗ.

Хотя страх Ильсеяр и поубавился, старик приобрел в ее глазах еще большую загадочность.

III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Уҫланкӑра пушшех те хӑтлӑрах, пушшех те хаваслӑрах пулса кайрӗ.

На полянке сразу сделалось еще уютней и веселей.

8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Арман чулӗ пек пысӑк та кӗмсӗрккескер, латсӑр та вӑрахскер, арҫын чӗри ҫинче халтӑрт та халтӑрт ҫаврӑнса, унӑн больницӑра уйӑх ытла вырӑнпа выртса хавшамаллипех хавшаса ҫитнӗ шухӑш-кӑмӑлне пушшех те пӑркӑчларӗ, пушшех те тертлентерчӗ.

Большой и громоздкий, как мельничный камень, нелепый и медленный, с хрустом и треском поворачиваясь на сердце мужчины, он еще более измучил, изнурил расслабленную от лежания более месяца в больнице мысль.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӑмсах тинӗселле чылай шала кӗрет, ҫил кунта пушшех ашкӑнать-мӗн, тинӗсе пушшех хытӑ пӑлхатать.

Мыс выдвигался далеко в море; ветром здесь развило очень большое волнение.

Сюркум сӑмсахӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 139–147 с.

Кайран пушшех те начар, пушшех намӑсрах асаилӳсем пуҫланчӗҫ.

Потом пошли воспоминания еще хуже, еще позорнее.

XLIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Вӗсем кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ, ку вара Санина пушшех ҫиллентерчӗ, пушшех пӑшӑрхантарчӗ…

Разговор между им и Марьей Николаевной происходил вполголоса, почти шепотом — и это еще более его раздражало и волновало его…

XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Ҫыру йӗркин механики вара пушшех тӗлӗнмелле те пушшех ӑнланмалла мар.

Еще более удивителен и непонятен механизм почерка.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кӗҫех вара ҫутӑрах сарӑ офицер шинелӗ тӑхӑннӑ вилене, пӗренене кустарнӑ пек, ещӗксен шаршанӗ патнелле йӑвантарса кайрӗҫ те, пӑрахут кӗпер-пусми патӗнче кӗпӗрленсе тӑнӑ халӑх ушкӑнӗ пушшех те ытларах пӑтранма тытӑнчӗ, черетре унчченхинчен те хаяр тӗркешӳ тапранчӗ, беженецсен хӑркӑлти ҫиллес сассисем пушшех те тискеррӗн янӑрашма пуҫларӗҫ.

Труп в светло-серой офицерской шинели ногами, как бревно, откатили к штабелю ящиков, и возле сходен еще гуще закипел народ, еще яростнее вспыхнула драка в очереди, еще ожесточеннее залаяли хриплые, озлобленные голоса беженцев.

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хуйхӑ кӑшт тамалсанах вӑл пушшех те пурӑнса юласшӑн, пушшех те чиперленесшӗн ӑнтӑла пуҫларӗ.

И, чуть оправившись от перенесенного горя, она стала еще жаднее к жизни, еще внимательнее к своей наружности…

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗвел хулан аякри ҫурчӗ тӑррисем хыҫне анса ларчӗ, каҫ шуҫӑмӗн хӗрлӗ ярӑмӗнче вара вӗсем пушшех хуран та пушшех пайӑрланса чӑмӑрланнӑн курӑнчӗҫ.

Солнце село за дальними городскими крышами, и они черно и четко выделялись в красной полосе зари.

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней