Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пушарсем (тĕпĕ: пушар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
юлашки виҫӗ ҫул хушшинче вӑрмансенче пысӑк пушарсем пуласран сыхӑ тӑнипе;

недопущения за последние три года крупных лесных пожаров;

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманни час-часах пушарсем тухасси патне илсе ҫитерет, ҫынсем суранланнин тата вилӗм сӑлтавӗ пулса тӑрать.

Несоблюдение правил пожарной безопасности нередко приводит к возникновению пожаров, становится причиной травмирования и гибели людей.

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнмалла // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... la-3481670

Ҫавӑнпа пирӗн пушарсем те час-часах тухса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

«Эпир ӗнтӗ, темле профилактика тусан та, пушарсем тухма чарӑнмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Хутса ӑшӑтмалли тапхӑра кӗнӗ май пушарсем тӗлӗшпе кӑткӑс тапхӑр пуҫланчӗ.

Помоги переводом

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере те пушарсем пулнӑ, вӗсем кил-ҫуртпа ҫыхӑнман.

В Алатыре и Шумерле тоже зафиксировано возникновение возгорания, произошедших не в жилых помещениях.

Иртнӗ талӑкра 8 пушар пулнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30624.html

Тӗрӗссипе каласан, эпӗ ун ҫинчен маларах та асӑннӑччӗ, утрав тӗпӗ икӗ ҫӗр ярд хулӑнӑшлӗ пӗр алмазран тӑрать пулсан та, хыттӑн пырса ҫапӑннипе тата хулара пушарсем тухнипе унӑн тӗпӗ ҫуркаланса пӗтме, пӑсӑлма пултарать.

Правда, это основание, как я уже говорил, состоит из одного цельного алмаза толщиной в двести ярдов, но все же при сильном толчке оно может расколоться или потрескаться от вспыхнувших при разрушении зданий пожаров.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Предприятисенчи пушарсем, нимӗҫсен офицерӗсене вӗлерни — ҫаксем пурте вӑрттӑн ӗҫлекен патриотсем тунӑ ӗҫсем пулнине ӑнланма йывӑрах мар.

Нетрудно было понять, что пожары на предприятиях, убийства немецких офицеров — дело рук подпольщиков.

Суя хуҫасемпе чӑн-чӑн хуҫасем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вӑрмансенчи вӑйлӑ пушарсем, шыв илни, выҫлӑх, ҫурҫӗр енчен капланса килнӗ пӑрсем е пушхиртен хӑйӑр хупӑрласа ҫитерни — ҫак сӑлтавсене пула ҫынсем час-часах вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳренӗ.

Людей заставляли переходить с места на место лесные пожары, наводнения, голод, спускавшиеся с севера ледники или пески, надвигавшиеся из пустынь…

Ҫӗр мӗн евӗрлӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

— Кусем вара шӑп кӑна питех кӗтмен вырӑнсенче сасартӑк сике-сике тухнӑ; вӗсем ҫитсен пурин те ҫавӑнтах пурнӑҫпа сывпуллашмалла килнӗ: ялсене пушарсем ярса илнӗ; ҫар хыҫҫӑн хӑваласа кайман лашапа ытти выльӑха вырӑнтах вӗлерсе пӗтернӗ.

И часто в тех местах, где менее всего могли ожидать их, они появлялись вдруг — и все тогда прощалось с жизнью. Пожары охватывали деревни; скот и лошади, которые не угонялись за войском, были избиваемы тут же на месте.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ялкӑшса ҫунакан пушарсем курӑнаҫҫӗ: каялла чакакан нимӗҫсем ҫуртсене, станцисене, складсене вут тӗртсе хӑвараҫҫӗ.

Видны пожары: немцы, отступая, жгут дома, станции, склады.

8. Командировка // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Биткувпа Яблоновори промыселсенче темиҫе каҫ умлӑ-хыҫлӑн пушарсем кӗрлесе тӑчӗҫ.

Несколько ночей подряд бушевали пожары на нефтепромыслах Биткув и Яблонов.

Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вырӑнти партизансене хӗҫпӑшаллантар, вӗсене ху мӗн пӗлнисене пӗтӗмпех вӗрентсе хӑвар, — ху ыран аякка урӑх вырӑна куҫсан, сан хыҫӑнтан пушарсем ялкӑшма ан чарӑнччӗр, хӑватлӑ взрывсем те пӗр самантлӑха та ан лӑпланччӑр.

Вооружай местных партизан, учи их своему опыту, чтобы завтра, когда будешь далеко, позади тебя не затухало пламя пожаров, не умолкал грохот взрывов.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Юлашки пушарсем сӳнчӗҫ.

Догорали последние пожары.

Юлашки кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Тата асӑрха-ха — пушарсем

— А еще приметь — пожары…

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ун чухне передовой ытти вырӑнсенчен нимпе те уйрӑлса тӑмастчӗ, ӑна ҫывӑхри пушарсем пӗлӗте хӗретнипе, автоматсем шатӑртатса тӑнипе, нимӗҫсен сӳнме пӗлмесӗр йӑлтӑртатакан ракетисен кӑвакрах ҫутипе ҫеҫ чухласа илме пулатчӗ.

Которая никак особенно тогда не обозначалась, а скорее угадывалась по близкому зареву пожаров, по автоматной трескотне да по непрерывному мерцанию синеватых немецких ракет.

Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.

Каллех хир тӑрӑх та ҫырма-ҫатра тӑрӑх, юр шӑлса кайнӑ ялсем тӑрӑх, килтен киле совет чаҫӗсем пурӑнма пуҫлани ҫинчен, кӗтмен ҫӗртен пулакан тапӑнусем, пушарсем, сирпӗнтерӳсем ҫинчен, сутӑнчӑксене вӗлернисем ҫинчен хыпар ҫӳренӗ.

И опять, по степи, по занесённым снегом деревням, из уст в уста передавались вести о появлении советских частей, о внезапных налётах, пожарах, взрывах, казнях предателей.

145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.

Ҫапӑҫу темиҫе пӗчӗк тытӑҫӑва пайланса каять те вӑрмансенче уйрӑм пушарсем пулса сӳнсе пӗтет.

Бой, распавшись на несколько мелких стычек, догорал в лесах отдельными пожарами.

XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Тӑшман хуларан тухса тарнӑ, анчах унӑн йӗрӗ халӗ те ҫухалман-ха: тӗттӗм хула хӗррисенче пысӑк пушарсем ялкӑшаҫҫӗ.

Немцев в городе уже не было, но следы их еще не выветрились: темные городские окраины мрачно полыхали огромными пожарами.

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫеҫенхирсенче пушарсем ялкӑшаҫҫӗ.

Степи пылали пожарами.

XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней