Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пухӑнӑпӑр (тĕпĕ: пухӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫакӑнта, сан патӑнта, тайгара, тен, леш эсӗ пулнӑ тата эп халь кӑна пулса курнӑ вырӑнта пухӑнӑпӑр.

Помоги переводом

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Эпир пурте пӗрле пухӑнӑпӑр, юрать-и?» — тесе ыйтрӗ Завьялов.

Помоги переводом

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пирӗн патра пухӑнӑпӑр эппин, Марья Ивановна кӗҫӗр дежурствӑра пулать, — терӗ Таня.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Юрӗ, ҫакӑнта пухӑнӑпӑр.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир вырӑссен Улатимӗр хулине илме каятпӑр, пухӑнӑпӑр Юрий княҫӑн ҫӗрӗсем ҫинче.

Помоги переводом

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Матви пичче, енчен эпир, калӑпӑр, ниме ушкӑнӗ… пӗрле пухӑнӑпӑр та, ҫын ярса, ҫӗрулми пурин валли те вакунпах илсе килӗпӗр, э? — сӗнчӗ Ванькка.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Халь пирӗн умра — тӑшман, ҫавӑнпа Кассие ҫӗмӗрсе тӑкиччен эсир пурте мана пӑхӑнатӑр; ун хыҫҫӑн эпир канашлӑва пухӑнӑпӑр та пӗрлехи ӗҫшӗн малашне мӗн тумалли ҫинчен калаҫса татӑлӑпӑр.

— Сейчас перед нами неприятель, и вы все будете мне повиноваться, пока мы не разобьем Кассия; затем мы устроим совещание и решим, что лучше для нашего блага.

XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ыран каллех кунта пухӑнӑпӑр.

А завтра утром соберемся здесь».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Клубра пухӑнӑпӑр.

— Собираемся в клубе.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗҫ тӑвас пулать, вӑл ҫынна усӑ парать пулсан — ӑна тӑвӑр, кайран пухӑнӑпӑр та ирчченех шавласа кулӑпӑр.

Нужно дело вершить, будет человеку из этого выгода — вершите, а опосля соберемся и начнем хоть до утра разговоры устраивать.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Эпир ҫул ҫинче 30 кун ытла пулӑпӑр, 35 пин ытла километра парӑнтарӑпӑр, 150 ял-хулана кӗрсе тухӑпӑр. Акци харӑсах 5 тӑрӑхра — Севастопольте, Архангельскра, Вырӑс утравӗнче, Дербентра, Брестра — старт илчӗ. Эпир пурте пӗрле ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Владимир хулинче пухӑнӑпӑр. Унтан пӗрлехи колонна Мускава каять. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче эпир Хӗрлӗ тӳрем тӑрӑх «Вилӗмсӗр полк» колонна пуҫӗнче Ҫӗнтерӳ Ялавне йӑтса утӑпӑр», — палӑртрӗ акци командирӗ.

Помоги переводом

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней