Поиск
Шырав ĕçĕ:
Давыдов ҫывӑхарахри кӗлет умне улӑхса тӑчӗ те Райполеводсоюз хушнипе вӑрлӑхлӑх тырра мар, тырӑ хатӗрлевӗ йӗркипе пухнинчен юлашки юлнине парса яма ирӗк пани ҫинчен лӑпкӑн ӑнлантарса пачӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
16. Ӑслӑлӑх пухни таса ылтӑн пухнинчен лайӑхрах, ӑс-хакӑл тупни таса кӗмӗл тупнинчен пахарах.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӳрӗлӗхпе сахал туни тӳрӗлӗхсӗр нумай тунинчен ирттерет; ылтӑн-кӗмӗл пухнинчен чухӑн ҫынна пулӑшни лайӑхрах, 9. мӗншӗн тесессӗн чухӑн ҫынна ырӑ туни вилӗмрен хӑтарать, кирек епле ҫылӑхран та тасатать.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ Эпӗ сирӗн валли тӳперен ҫӑкӑр ҫутарса тӑрӑп, халӑх тухтӑр та кунсерен — пӗр куна мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ — пуҫтарса тӑтӑр; Эпӗ ӑна ҫапла сӑнаса пӑхам, вӑл Манӑн саккун тӑрӑх пурӑнассипе пурӑнмассине пӗлем; 5. улттӑмӗш кунне мӗн илсе килнине пухса хуччӑр, ытти кунсенче пухнинчен икӗ хут ытларах пулӗ, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1