Поиск
Шырав ĕçĕ:
пусичченех (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Микула пӳрт алӑкне хупса тӗпелле пӗр утӑм ярса пусичченех: — Атте, ҫӗр хамӑрӑн! — терӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫак вӑхӑтра пӳлӗме кая юлнӑ хӑна ҫитсе кӗрет; ку — ытлашши ҫӳллӗ мар, хыткан этем, пысӑк хура куҫлӑ ҫамрӑк, хӗвелпе шупка-хӗрлӗ тӗс пусичченех пиҫсе кайнӑскер, Царицын ӗҫтӑвкомӗн председателӗ Яков Зиновьевич Ерман пулнӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Итлекенсене ытама илсе вӗсене ҫак ним мар ҫуртран таҫта инҫете ҫӗклесе каякан ытарайми кӑмӑл-туйӑм арканать, пӗчӗк пӳлӗм тӑвӑрланать, музыкант ҫӗнӗ вӑй пухса клавишсем ҫине тепӗр хут пусичченех тӗттӗм каҫ кӑна кантӑксем витӗр пӳлӗмелле тинкерет.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
1. Вара Вӑл мана каларӗ: ҫӗр чӑмӑрне пултаричченех, тӗнче чиккине палӑртичченех, ҫилсем вӗрме пуҫличченех, 2. аслати сасси илтӗничченех, ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫличченех, рай никӗсӗ ҫирӗпленичченех, 3. хӳхӗм чечексем курӑничченех, ҫӑлтӑрсенӗн ҫулне йӗркелекен вӑйсем ҫирӗпленичченех, ангелсен имсӗр-сумсӑр ҫарӗсем пуҫтарӑничченех, 4. ҫӳллӗ тӳпене пултаричченех, тӳпепе ҫӗр чиккине палӑртичченех, Сион никӗсне ҫирӗплетичченех, 5. ҫак ӗмӗр пуҫланса кайичченех, ҫылӑхлисен усал шухӑшӗсене уйӑрса иличченех, ӗненӗве чи хаклӑ мула упранӑ пек тытса тӑракансем ҫине пичет пусичченех 6. Эпӗ пултарма шухӑшларӑм та — пурне те никам урлӑ та мар, пӗр Эпӗ Хам пултартӑм; ҫавӑн пекех вӗҫӗ те никамран та мар, Манранах пулӗ, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1