Поиск
Шырав ĕçĕ:
пурӑнӑҫупа (тĕпĕ: пурӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӗмӗрте пӗрре пӗрре ҫеҫ килет, ӑна пӗлсе пурӑнса ирттермелле, — нимӗн тӗлсӗр иртнӗ ҫулсемшӗн чӗрене ыраттарса ӳкӗнмелле ан пултӑр, иртнӗ кунсенчи йӗрӗнчӗк те вак ӗҫсем сана намӑслантарса ан ҫунтарччӑр, вилес умӗн санӑн: пӗтӗм пурӑнӑҫупа пӗтӗм вӑйна тӗнчери чи ырӑ ӗҫе — этемлӗхе ирӗке кӑларассишӗн кӗрешес ӗҫе патӑм — тесе калама тивӗҫ пултӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
10. Эсӗ вара вӗрентессӳпе те, пурӑнӑҫупа та, кӑмӑлупа та, ӗненӳпе те, ырӑ чунупа та, юратупа та, асапсене мӗнле тӳсесси тӗлӗшпе те ман пек пултӑн; 11. Антиохире, Иконире тата Листрӑра мана епле хӗсӗрленине, асаплантарнине эсӗ пӗлетӗн — эпӗ ҫавна пурне те тӳссе ирттертӗм, Ҫӳлхуҫа мана пуринчен те хӑтарчӗ.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Урия Давида каланӑ: [Турӑ] саккунӗн арчи те, Израиль те, Иуда та — чатӑрсенче, Иоав хуҫамӑм та, хуҫамӑн чурисем те — хирте, манӑн вара килӗме ӗҫме те ҫиме тата арӑмӑмпа ҫывӑрма каймаллаччӗ-и? санӑн пурӑнӑҫупа, санӑн чунун пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп, эпӗ ҫапла тӑваймастӑп, тенӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1