Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пурӑнатӑп (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку этем, Шӑнкӑрч тенӗскер, вӗҫӗмсӗрех Кульккаран та лайӑх пурӑнатӑп тесе систеркелерӗ; унӑн ҫурчӗ те ҫакнашкалах-мӗн, анчах ӑшне кӗрсе курсан такам та тӗлӗнмелле.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ун чухне эпӗ вунпилӗк ҫултаччӗ, кӳршӗ ялти ҫиччӗмӗш класран вӗренсе тухрӑм та, малалла ӑҫта вӗренме каяс шухӑшпа пӑтранкаласа пурӑнатӑп.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Эпӗ васкакан арӑмӗнчен савӑнман текен шухӑша асра тытса пурӑнатӑп.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам вара упа пек пӗр шӑтӑкра пӑнтӑхса пурӑнатӑп.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫем ҫырлахтӑр, ваше благороди, ҫутҫанталӑкра эпӗ хӗрӗх ҫул ытла пурӑнатӑп, никампа та ятлаҫса курман.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Григорий Петрович, илтетӗн-и, пӳлӗхҫӗ хушнӑ пек пурӑнатӑп тет!

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вашнах мар та, ҫав юлташ патӗнче пурӑнатӑп.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, эпӗ ӗнтӗ Санюк патӗнче миҫемӗш ҫул пурӑнатӑп.

Помоги переводом

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ, акӑ, ниҫта тухмасӑр, никама курмасӑр, ҫак шӑтӑкра пурӑнатӑп.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эп хамшӑн пурӑнатӑп, ҫынсемшӗн мар.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ тӳре-шара ҫынни мар, сана вӗрентеймӗп, ҫӗрпӳ, анчах мӗн чухлӗ пурӑнатӑп ҫӗр ҫинче, ял ҫыннисене те пурне те лайӑх пӗлетӗп, ку таранччен ун пек ҫынна курман.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан пулса тӑнӑ хыҫҫӑн пире хирӗҫ кӗрешместӗп, сирӗнпе туслӑ пурӑнатӑп тесе сӑмах патӑн — халь хӑвӑн сӑмахна тытмастӑн терӗ.

Помоги переводом

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпӗ Иван патшана санпа яланах туслӑ пурӑнатӑп, тӑшманусемпе кӗрешме пулӑшса тӑратӑп тесе сӑмах панӑ.

Помоги переводом

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑншӑн пурӑнатӑп.

Помоги переводом

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпӗ шариат йӗркипе пурӑнатӑп, сирӗн пек христос тӗнне сутӑнман.

Помоги переводом

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑтӑр ҫул вӗсем хушшинче пурӑнатӑп, — сӑмах-юмах шала каяссине пӗлсе ҫывӑхри каска пуканне хӑй айне персе чикрӗ Северьян.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак ман ниҫта та кайма ҫук та, пурӑнатӑп упа пек пӗччен.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп виличченех кунта пурӑнатӑп.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ миҫе ҫул, кашкӑр пек, ҫеҫен хирте пурӑнатӑп.

Помоги переводом

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлташсене сутаканӗ кайран ҫут тӗнчере пурӑнатӑп тесе ан шутлатӑр.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней