Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кирек хӑш урампа кайӑр, анчах ӑҫталла кайнине пурпа ӑҫта та пулин ухӑ йӗппи туса хӑварӑр.
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫӳрессе те вӑл ытти студентсенчен тирпейлӗрех, шукӑльрех ҫӳрет: китель тӳмисене, пурпа шӑлса, йӑлтӑртатакан пуличчен ҫутатать, аттине кунне виҫҫӗ тасатать, эрнере пӗрре кӳршӗри прачечнӑйне кайса ҫи-пуҫне утюгпа якатать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пысӑк сӗтел ҫинче пӗчӗк радиоприемник, тӗкӗр, будильник; этажерка ҫинче — кӗнекесем, хаҫатсем; стена ҫинче — колхоз ҫӗрӗсен пӗчӗк картти; пурпа шуратнӑ путтупка хыҫӗнче ансӑр тимӗр кравать ларать, тӳшекпе минтерне кӑвак ҫӑм утиялпа витсе хунӑ, ун айӗнчен чӑлт шурӑ простынь курӑнать.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Кашниех камӑн мӗн пурпа капӑр тумланса килме тӑрӑшнӑ, анчах нимле уйрӑмлӑхах та ҫук вӗсен хушшинче.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Эпӗ пурпа пурӑнма хӑнӑхман та…
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ма пурпа ҫук пӗрлешмелле мар-ши?А почему бы не пожениться богатому на бедной, высокому — на низенькой?..
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ялан вӑл пурпа ҫук хушшинче.
Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Косинус угла 90 градусов равен нулю! — пурпа хулӑн ҫырса пачӗ Герман Тихомирнов: Соs. 90°= 0, Sin 90°= 1.
Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Синус угла 90 градусов равен нулю, — класс доски ҫине пурпа ҫыра-ҫыра Павел Эльгеев переменӑра геометри урокне хатӗрленет.
Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫурӑмӗсене, ҫаннисене — пурне те пурпа ҫырса цифрсемпе паллӑ туса тухнӑ.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Парике ҫилӗмпе сирсе пурпа сапса шуратнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Мана хамӑр малалла шуни майӗпе чарӑнса пынӑ пек, вӑл пачах чарӑнса ларас самант ҫав тери ҫывӑх пек туйӑнать, — вара пароход мӑкӑртатма, унӑн кустӑрми ҫунаттисемпе ҫӑра шыва ҫапса пыма чарӑнать, пур сасӑсем те йывӑҫ ҫинчен ҫулҫӑсем тӑкӑннӑ пек тӑкӑнса пӗтеҫҫӗ, пурпа ҫырса хуни шӑлӑннӑ пекех ним палӑрми пулаҫҫӗ те мана ним хускалман сывлӑш, шӑплӑх хӑватлӑн ҫавӑрса илмелле пек туйӑнать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Йывӑррӑн хашлатса та мӑшлатса, Ключников хӑрах куҫ ҫине — светки чухне юмӑҫ пӑхакан автана пурпа йӗрлесе ҫавӑрнӑ пек — пӑхса ҫаврӑнать те, — ӳркевлӗн ҫапла каласа хурать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Макаровкӑран лагере ҫитиччен ҫул ҫинче Митя ачасене Яковпа иккӗш вӗсен йӗрӗ ҫине епле ӳкнине, шыв хӗррипе шыв арманӗ патне ҫитиччен пынине, пурпа ҫырнӑ сӑмахсене вуланине каласа кӑтартрӗ, ҫул ҫинче пӗрремӗш паллӑна курсан, ҫав тери хаваслантӑмӑр, терӗ.
57 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Халӗ хӑмаран тунӑ стенасене илсе пӑрахнӑ, вӗсен вырӑнне пурпа шуратнӑ юпасем тӑнӑ, вӗсем урлӑ хунӑ тимӗр каштасене аялтан тӗкӗленӗ.
14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Авдотья хушнӑ тӑрӑх ҫав фильтрсене Ксюша ферма ҫывӑхӗнчи кӑтарту хӑми ҫине ҫапса хучӗ те вӗсен айне пурпа тӑрӑшса ҫапла ҫырчӗ:
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӗр ачасем шкул картишне сарнӑ асфальт ҫине пурпа клеткӑсем ҫырнӑ та вӗсене сике-сике выляҫҫӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Калама ҫук тӑрӑшса тасатнипе, юнашар пукан ҫинче ҫакӑнса тӑракан Валя кӗпине пурпа пӗрӗхтерчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах ӑна сӑмса тӑрах, унтан малалла сӗтел тӑрӑх та шурӑ пурпа йӗр туса тухаяҫҫӗ ҫеҫ, вӑл вара, темле тӗнчере ҫук пысӑк хӑрушлӑха лекнӗ евӗр, куҫне чарса пӑрахса та хӑйне ҫыхса хунӑ пек шутласа, ҫавӑнтах шӑпланса ларать, пӑнч хускалмасть.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ганко пӳрнипе тӗллесе маччи ҫинелле кӑтартрӗ, унта вӑл йӑлтах пурпа ҫыра-ҫыра тухнӑ.Ганко показал пальцем на потолок, который был испещрен отметками, сделанными мелом.
VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1
- 2