Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Госхатӗрлевсене пурнӑҫламаншӑн законпа айӑплаҫҫӗ».
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Эппин, савӑнмалла ҫеҫчӗ-ха вӑл ман приказа пурнӑҫламаншӑн? — вӗчӗрхенсе ыйтрӗ Сидоркин.
XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Асӑннӑ килӗшӳсене тумалли йӗркене тата сроксене пӑснӑшӑн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫав килӗшӳсенче палӑртса хӑварнӑ тивӗҫсене пурнӑҫламаншӑн явап тыттармалли мерӑсене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртать тата вӗсемпе тивӗҫлӗ поселени хӑйӗн тивӗҫӗсене отчетлӑ финанс ҫулӗнче пурнӑҫланин кӑтартӑвӗсене шута илсе иртсе пыракан финанс ҫулӗнче усӑ кураҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Муниципалитет пӗрлӗхӗн бюджетне субсидисем уйӑрса памалли услови муниципалитет пӗрлӗхӗн бюджетӗнче (вырӑнти бюджетӑн пӗтӗмлетнӗ бюджет ҫырӑвӗнче) муниципалитет пӗрлӗхӗн тӑкак тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫителӗклӗ бюджет укҫи-тенки пурри, субсидине, Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑрса пама палӑртакан субсиди виҫине кӗртсе, ҫав тӑкак тивӗҫӗсене пурнӑҫлама кирлӗ калӑпӑшпа пӗрле укҫа-тенкӗ уйӑрма параҫҫӗ, ҫавӑн пекех тата Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен вырӑнти бюджета муниципалитет пӗрлӗхӗн тӑкак тивӗҫӗсем валли пӗрле укҫа-тенкӗ уйӑрас тӗллевпе субсиди уйӑрса парасси ҫинчен калакан килӗшӳ туни тата асӑннӑ килӗшӳре пӑхса хӑварнӑ тивӗҫсене пурнӑҫламаншӑн яваплӑх палӑртни пулса тӑрать.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Асӑннӑ килӗшӳсене тумалли йӗркене тата сроксене пӑснӑшӑн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫав килӗшӳсенче палӑртса хӑварнӑ тивӗҫсене пурнӑҫламаншӑн явап тыттармалли мерӑсене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫирӗплетет тата вӗсемпе иртсе пыракан финанс ҫулӗнче тивӗҫлӗ муниципаллӑ район (хула округӗ) хӑйӗн тивӗҫӗсене отчетлӑ финанс ҫулӗнче пурнӑҫланин кӑтартӑвӗсене шута илсе усӑ кураҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
9) Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн шанӑҫӗнчен тухнине пула, хӑйӗн тивӗҫӗсене (ҫав шутра Раҫҫей Федерацийӗ панӑ полномочисене пурнӑҫлас енӗпе) кирлӗ пек пурнӑҫламаншӑн, ҫавӑн пекех федераци саккунӗпе палӑртнӑ ытти тӗслӗхсенче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ должноҫран хӑтарсан.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
2. Официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ нормативлӑ право актне пӗлменни ӑна пурнӑҫламаншӑн яваплӑхран хӑтармасть.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Ҫавна пурнӑҫламаншӑн хаяррӑн асаплантарса вӗлернӗ: чӗрӗллех ҫӗр айне пытарнӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Ҫапӑҫури задание пурнӑҫламаншӑн эсӗ, каччӑ, комиссар умӗнче ҫеҫ мар, пӗтӗм рота умӗнче ответле.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Элӗк районӗнче Прокопьев усламҫа контракта вӑхӑтра пурнӑҫламаншӑн штрафланӑ.
Вӑхӑтра юсайманшӑн Элӗк районӗнче вырӑнти усламҫа штрафланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/26483.html
Хӑйне итлеменшӗн тата приказа пурнӑҫламаншӑн вӑл Суворова суда пама шутланӑ.Решил он отдать Суворова под суд за ослушание и невыполнение приказания.
Туртукай // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Приказа пурнӑҫламаншӑн — персе пӑрахмалла! — хӗрӳленсе кӑшкӑрчӗ Кривошлыков.За невыполнение боевого приказа — расстрелять! — горячился Кривошлыков.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Приказа пурнӑҫламаншӑн — «губана» сана!
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑваш Республикинче террора хирӗҫ кӗрешекен комисси йышӑнӑвне пурнӑҫламаншӑн е пӑснӑшӑн – асӑрхаттараҫҫӗ е граждансене – пӗр пинрен пуҫласа виҫӗ пин тенкӗ таран; должноҫри ҫынсене – пилӗк пинрен пуҫласа вун пилӗк пин тенкӗ таран; юридически сӑпатсене аллӑ пинрен пуҫласа ҫӗр пин тенкӗ таран административлӑ штраф тӳлеттереҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №8 от 13 февраля 2018 г.
Чичикин канашлу-пухура е куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чухне йӗркесӗрлӗхшӗн, производствӑпа ҫыхӑннӑ ҫитменлӗхшӗн, тӗллевсене пурнӑҫламаншӑн ертӳҫӗсене питӗ хивре ятланӑ, анчах хаярлӑхне хӗвӗнче тытса пурӑнман.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Ахӑртнех, Муркаш хӗрарӑмӗн предписание вӑхӑтра пурнӑҫламаншӑн та явап тытма тивет.
«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
- 1