Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулӑн (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эпӗ сана Российӑна илсе каятӑп, эсӗ унта манӑн именине Рим хули пек илемлетсе пӗтерӗн, ун хыҫҫӑн эпӗ сана патша ҫарне тытса ярӑп, унта эсӗ генерал пулӑн», — тетчӗ вӑл, ӗҫме юратаканскер, кӑштах ӳсӗрӗлсенех.

Помоги переводом

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Вара эсӗ ҫӗнӗрен ҫуралнӑ пек пулӑн, ун чух сана Шупашкарти юлташусем те ҫийӗнчех палласа илеймӗҫ….

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

А эсӗ, ачаллӑ хӗр, кама кирлӗ пулӑн?

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Госпиталь начальникӗ пулӑн

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Малтанлӑха манӑн заместитель пулӑн, завхоз.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паянтан эсӗ ман ал ҫитмен ҫӗрте пулӑшаканӑм пулӑн! —

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ унпала такамран та телейлӗрех пулӑн.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун тӗлне ҫитсен, хӑрӑк турат ҫинче ҫакӑнса тӑракан сӳрене асӑрхаса: «Ватӑ тус-йышӑм, лаша илеймесен ҫакӑнтах хӑрса саланӑттӑн. Акӑ, лаша илӗп те, эсӗ те кирлӗ пулӑн. Шӑрӑҫтарса шӑлусене ҫирӗплетме паянах кӳлле кайса ярӑп:», — тесе шухӑшларӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра пӗр матросӗ пычӗ те, Ҫтаппан Атӑлкасси пристанне ҫити каясса пӗлсен: — Степа, эпир пурӑнакан пӳлӗме кӗр. Хаклӑ хӑна пулӑн! — терӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнен, Степан Иванович, пӗрер эрне ӗҫлесен, каллех укҫаллӑ пулӑн.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патша килне каялла таврӑннӑ чух вӑрманта пиҫсе ҫитнӗ ҫырласем тӗл пулӑн.

Помоги переводом

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Кайсан-кайсан йӗс-тимӗр витнӗ пӳрт тӗл пулӑн.

Помоги переводом

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Пулӑн-ха, темле маҫтӑр та пулӑн, — качча хулпуҫҫинчен лӑпкаса илчӗ Арсентьев.

Помоги переводом

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тен, эсӗ качча — сана юратакан илеме тӗл пулӑн.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эсӗ ӳсӗн, утма пуҫлӑн, вӗренесшӗн пулӑн.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ырӑ хыпарпа ҫӳретӗн пулсан — маншӑн чи ҫывӑх тус пулӑн, усал шухӑшу пулсан — манран ыррине ан кӗт!

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Тен, каллех телейлӗ пулӑн хӑвӑн выльӑхусемпе.

Помоги переводом

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Мана качча тух, вара ылтӑн ӑшӗнче пулӑн.

Помоги переводом

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑна ҫисен эсӗ тӗнчене ҫӑлакан пулӑн.

Помоги переводом

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эсӗ маншӑн яланах тус пулӑн.

Ты всегда будешь мне другом.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней