Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пултӑрӗ (тĕпĕ: пултӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улькка ҫи-пуҫне тӳрлеткелесе пултӑрӗ патне пычӗ:

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Слюсарев Баратынскин пултӑрӗ пулать-ҫке, епле ӑна та шанмаҫҫӗ? — тӗлӗнчӗ Эльгеев.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫенӗкӗнне те, пӳртӗнне те алӑкӗсене ҫӑрапах питӗрнине, вӗсене пултӑрӗ уҫҫипех уҫнине, алӑк хӑлӑпӗнчен тирпейлӗ ҫака-ҫака хӑварнине курсан, вӑл пӑртак лӑпланчӗ, ҫапах сыхлӑхне чакармарӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑматкун хайхискер тӳсеймерӗ, тулта пӗрремӗш ҫил-тӑман алхаснине пӑхмасӑр, пултӑрӗ патне тухса утрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун пултӑрӗ Ехрем пулӑшать те-ха ӑна, ҫынни, темшӗн, шанчӑклах пек туйӑнмасть…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун пултӑрӗ, Ҫекӗл Павӑлӗн ывӑлӗ Ехрем, ял Советӗнче ӗҫлет-мӗн.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Агафья Федосеевна Иван Никифоровичшӑн тӑван мар, пултӑрӗ те, кумӗ те мар.

Агафия Федосеевна не была ни родственницей, ни свояченицей, ни даже кумой Ивану Никифоровичу.

III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Тата манса кайрӑм: пирӗн ялта Стах таврӑнчӗ, сулахай алли ӗҫлемест, Микулай пултӑрӗ урасӑр, атӑ-пушмак ҫӗлет…

Еще забыла — у нас пришел Стах, левая рука не действует, и Миколин шуряк без ноги, сапожничает…

VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

А тульккӗ Шӑмӑршӑри пултӑрӗ патне мар, ҫавна хам пӗлетӗп…

Но только не у деверя в Шемурше, это я знаю точно…

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑйсен те йышлӑ килйышне шӑл хушшине хумалӑх тутӑ тӗпрӗнчек ҫук-ха, хӑйматлӑхӗсен пултӑрӗ имӗш ӗҫчен Пикмӑрсана вутӑ татса ваклама пулӑшнӑшӑн тӑпӑрчӑ хутасси пе кӑштах хуратул кӗрпи пачӗ, тет те, ҫав кӗрперен те пулин пӑтӑ пӗҫерсе илсе килнӗ.

У самого семья огромная, на зуб положить нечего, и крупу-то ему дал шурин за то, что дров ему наколол, вот он сварил из нее кашу и с Шерккеем поделился.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗрремӗш Наполеон пултӑрӗ Францири иккӗмӗш революцие 1851 ҫулхи декабрӗн 2-мӗшӗнче пӗтерсе лартсан, Гюго поэт ҫӗнӗрен ларнӑ императора, Виҫҫӗмӗш Наполеона хирӗҫ татӑклӑн кӗрешӳ хускатса ярать.

Когда племянник Наполеона I задушил (2 декабря 1851 года) так называемую Вторую республику во Франции, поэт повел решительную борьбу против этого новоявленного французского императора, Наполеона III.

I // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

— Асанне пултӑрӗ.

— Свояк бабушке.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пирӗн юлташсенчен пӗрин пултӑрӗ тӗрмере надзиратель пулса ӗҫлет.

Шурин одного из наших товарищей служит в тюрьме надзирателем.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шӑп кӑна ҫак вӑхӑтра пӗр аван кӑна вӑтӑр ҫулхи хӗр — Мак-Набсӑн хӗр пултӑрӗ, — пӑртак ҫулланнӑ пулин те юратмалла илемлӗскер, хисеплӗ географа юратрӗ те, ӑна качча тухма сӑмах пачӗ.

Как раз в это время одна очень милая тридцатилетняя девица — кузина Мак-Набса, — немного эксцентричная, но добрая и ещё довольно красивая, влюбилась в почтенного географа и предложила ему свою руку.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ вӑл ҫитес кунсенче часах, пушӑ вӑхӑт тупса, тӑванпа калаҫса ӑшне вырттарма пултӑрӗ патне кашни кунах кӗрсе тухасси ҫинчен ӗмӗтленчӗ.

И уже мечтала о том, как в скором будущем, улучив свободную минуту, станет каждый день забегать к невестке, чтобы отвести с ней душу в родственном разговоре.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл пур, пултӑрӗ чӑнах та пурнӑҫа ӑнланакан ҫын пулса ҫитрӗ тенӗччӗ.

А он-то думал, что племянница на самом деле прозрела.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл Керчьре, хӗр пултӑрӗ патӗнче.

В Керчи она, у свояченицы пока.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

«Ҫакна староста каласа пынипе унӑн пултӑрӗ Демка Кривой ҫырнӑ».

«А писал со слов оного старосты шурин его, Демка Кривой».

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

8. Иуда вара Онана каланӑ: пиччӳн арӑмӗ патне кӗр, унӑн пултӑрӗ пулнӑран ӑна качча ил, пиччӳн вӑрлӑхне пӗтмелле ан ту, тенӗ.

8. И сказал Иуда Онану: войди к жене брата твоего, женись на ней, как деверь, и восстанови семя брату твоему.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней