Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пултарӗ (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пуянсемпе чухӑнсем, пусмӑрҫӑсемпе пусмӑртисем пур ҫӗрте мӗн ирӗклӗхӗ пулма пултарӗ? — лӑпкӑн тавӑрчӗ старик.

Помоги переводом

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

2006 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Нату-Ла ту каҫҫинче Индипе Китай хушшинче чикӗ урлӑ каҫӑ уҫни Сикким экономикине вӑйлӑ аталантарса яма пултарӗ, анчах та ҫак аталану хӑвӑрт пулса иртмест-тӗр.

Открытие пограничного перехода между Индией и Китаем на перевале Нату-Ла 6 июля 2006 года, как ожидается, даст новый импульс развитию экономики Сиккима, хотя едва ли это развитие произойдёт быстро.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Вӑл сана ним чухлӗ те пулӑшмӗ, сиен ҫеҫ кӳме пултарӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каҫпала, тен, ҫанталӑк улшӑнма та пултарӗ, анчах халӗ ҫаплах пӗҫертет.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем юнанине тумӗҫ тесе кам шантарма пултарӗ?

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта тем те пулма пултарӗ: е ачусене хӗвел хӗртсе анратӗ, е сире ачусем-мӗнӗпех таптаса вӗлерӗҫ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтмен ҫӗртен тӗл пулса, ҫын курман ҫӗрте ҫӗр ирттересси такама та ухмаха ертме пултарӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрле ӗҫлекен тус-йыш патӗнче ҫӗр каҫнӑшӑн кам мӗн калама пултарӗ?

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тунсан инкек иртме пултарӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫумӑр ҫусан пӗтӗмпех ҫӗртме пултарӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сехмет такама та пӗтерме пултарӗ вӑл.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарӗ, вӑл вӑраха тӑсӑлакан романтика хутшӑнӑвне ҫаврӑнма пултарӗ.

Может случиться очень интересная встреча, которая перерастёт в долгие романтические отношения.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑмӑл-туйӑм тӑкӑнма пултарӗ, ҫавӑнпа шалти сасса ан итлӗр, туссен сӗнӗвӗсене шута илӗр.

Ваши эмоции могут перехлёстывать через край, поэтому не нужно доверять интуиции, прислушайтесь к советам друзей и здравому смыслу.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Финанс министерстви шутласа пӑхнӑ: ҫак ҫӑмӑллӑхпа 20 пин ҫын патнелле усӑ урма пултарӗ, ҫавна май бюджетӑн тухса ӳкекен тупӑшӗ ҫулталӑкра 28,3 миллион тенкӗпе танлашӗ.

Помоги переводом

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Пӗчченнисене паллашу кӗтет, ку хутшӑну малалла аталанма пултарӗ.

Одиноких представителей знака ожидает новое знакомство, которое имеет шанс перерасти в нечто большее.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ыранхи номертех сирӗн заметка кун курма пултарӗ.

Помоги переводом

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

«Ванюша пӗлтермелле, унсӑрӑн темӗскер шутлама пултарӗ», — сӑтӑрса илчӗ вӑл аллипе палӑрма пуҫланӑ хырӑмне.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак хӑйне евӗрлӗхпе вӑл ӑна ытти ҫӗршер ҫынран та уйӑрса илме пултарӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Республика кунӗн кашни хӑни «Эпир — пӗрле» акцие хутшӑнаканӗ пулса тӑрӗ, чӑваш туйӗн илемне, хӑйнеевӗрлӗхне курса савӑнма пултарӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин кунӗ пулать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%87%d3%9 ... %82%d1%8c/

Шупашкарти Ленин районӗнчи пӗр участок Василий Чапаев ячӗллӗ пулса тӑма пултарать, Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи тепӗр суйлав участокӗ вара Андриан Николаев ячӗпе хисепленсе тӑма пултарӗ.

Один из участков Ленинского района Чебоксар может получить имя Василия Чапаева, а другой избирательный участок из Мариинско-Посадского муниципального округа — имя Андриана Николаева.

Суйлав участокӗсене Чӑваш Республикин паллӑ ҫынсен ячӗсене парасшӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36728.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней