Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пултарса (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем часах урай сӗрсе пӗтерчӗҫ, вут пултарса лӳшкесене хупрӗҫ.

Помоги переводом

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче шӑпам хӑйсене алла илме пултарса йывӑрлӑхсене кун хыҫҫӑн кун ҫӗнтерсе пыракан чылай ҫынна тӗл пулма пӳрчӗ.

Помоги переводом

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Е мӑн аслашшӗсемех тупма пултарса тахӑмӗсем валли хӑварнӑ-ши ҫав тер чаплӑ хушамата?» — терӗм.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ӑҫта васкать ҫамрӑк ҫын? — йӗрӗннине ҫапах та кӑшт сирсе яма пултарса ыйтрӗ вӑл.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Карлай темиҫе хутчен те Укаслупа Шӑхале пӗр-пӗр вӑйӑра тӗл пултарса калаҫтарас тесе пӑхрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах хӑйне алла илме пултарса, Якур сӑмахӗсем уншӑн ниме те пӗлтермен пек кӑтартма тӑрӑшрӗ:

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акнине шӑтарӑр, шӑтнине пултарса ҫитӗнтерӗр…

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ачусем мар, ачасем, — ҫав-ҫавах хӑйне тытса чарма пултарса, лӑпкӑн калама тӑрӑшрӗ Илемпи.

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫывхарса килекен ҫулталӑк пире тӑван вучах ӑшшипе ӑшӑттӑр, тӑвансемпе, ҫывӑх ҫынсемпе ырӑпа кӑна тӗл пултарса савӑнтартӑр, манӑҫми самантсемпе тата ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑмпа пуян пултӑр.

Пусть год наступающий согреет нас всех теплом родного очага, сопровождается добрыми встречами с родными и близкими нам людьми, наполнится незабываемыми мгновениями и атмосферой радости.

Олег Николаев Ҫӗнӗ 2022 ҫулпа саламлани // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2021/12/30/glava-chu ... et-s-nastu

Тӑван ҫӗршывшӑн кар тӑнӑ салтаксем, хамӑр ҫӗре, пурнӑҫа юратса этем виҫинчен тухнӑ хӑрушӑ вышкайсӑр вӑя хирӗҫ тӑма пултарса, пулас пурнӑҫшӑн, тӑнӑҫлӑхшӑн тытӑнса тӑни пире утӑмӑн-утӑмӑн ҫӗнтерӳ патнелле ҫывхартнӑ, пире паянхи пурнӑҫа парнеленӗ…

Помоги переводом

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Иван Николаевичпа тӗл пултарса шӑпа мана чӑн-чӑн парне кӳчӗ.

Помоги переводом

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

10. Асту, тӗп туса та тустарса, пӗтерсе те аркатса, пултарса та ӗрчетсе пымашкӑн ҫакӑ кун Эпӗ сана халӑхсемпе патшалӑхсен пуҫне лартрӑм.

10. Смотри, Я поставил тебя в сей день над народами и царствами, чтобы искоренять и разорять, губить и разрушать, созидать и насаждать.

Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Эсир вара Эпӗ мӗн пултарса тӑнипе ӗмӗрех савӑнатӑр та хӗпӗртенетӗр: акӑ Эпӗ савӑнӑҫлӑ Иерусалим пултаратӑп, унта хаваслӑ халӑх пултаратӑп.

18. А вы будете веселиться и радоваться вовеки о том, что Я творю: ибо вот, Я творю Иерусалим веселием и народ его радостью.

Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней