Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пултараймастӑмччӗ (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи ҫул хушшинче эпӗ хамӑн арӑмпа ачасен сӑнне те тӳсме пултараймастӑмччӗ.

В течение первого года я не мог выносить вида моей жены и детей.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ тӳссе пурӑнмашкӑн пултараймастӑмччӗ, хӑш чухне эпӗ выльӑх-чӗрлӗхӗн, йывӑҫӑн, чул таврашӗн ырӑ енне палӑрткаланӑ пулсан та ӑна эпӗ хама-хам сӑнас тесе тата хам вӑйсен запасне, ҫӗр ҫинче хам мӗн таран тӗреклӗ тӑнине пӗлес тесе ҫеҫ палӑрткаланӑ.

Я был плохо приспособлен к терпению, и если иногда проявлял эту добродетель скота, дерева, камня — я проявлял ее ради самоиспытания, ради того, чтобы знать запас своих сил, степень устойчивости на земле.

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Анчах кайран каҫ пулатчӗ те йывӑрланса каятчӗ: эпӗ ҫывӑрма пултараймастӑмччӗ.

А потом наступала ночь, и вот тут становилось худо: спать я не мог.

65 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ӗненсен ӗненӗр, ӗненмесен — ан ӗненӗр, юн ҫине лӑпкӑн пӑхма пултараймастӑмччӗ, унта пирӗн пурте сунарҫӑсем, тепӗр чух тайгана апат-ҫимӗҫӗпех тухса каяҫҫӗ.

Хотите — верьте, хотите — нет, на кровь просто смотреть не мог спокойно, и если уже охотиться и доводилось, а у нас там все охотники, да и с едой иной раз в тайге припирало.

Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.

Ун ҫинчен кам та пулин усал каланине эпӗ тӳсме те пултараймастӑмччӗ.

Я не мог допустить, чтобы кто-нибудь сказал о ней плохое слово.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Эпӗ инҫене кайма пултараймастӑмччӗ.

Далеко я уехать не мог.

Аэродром ҫинчи конюх // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Тӗп йывӑрлӑх акӑ мӗнре пулчӗ: эпӗ час-часах чирлеттӗм, ҫавӑнпа та сцена ҫине тухма пултараймастӑмччӗ.

Главное затруднение было в том, что я часто бывал болен и в таких случаях не мог выходить на сцену.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Астӑватӑп-ха, хам хӳтӗлекен пӗр-пӗр шухӑш маншӑн ытлашши хаклах та марччӗ, эпӗ вӑл шухӑша тепӗр чухне пӑрахма та пултарнӑ, анчах арӑм шӑп кӑна манӑн шухӑша хирӗҫ пулатчӗ те, эпӗ ӑна ниепле те пӑрахма пултараймастӑмччӗ, мӗншӗн тесен парӑнни — арӑма парӑнни пулса тухать.

Как я теперь вспоминаю, мнения, которые я отстаивал, были вовсе мне не так дороги, чтобы я не мог поступиться ими; но она была противного мнения, и уступить — значило уступить ей, а этого я не мог.

XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней