Поиск
Шырав ĕçĕ:
1922 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче политехника факультетне уҫнӑ, унӑн деканӗ пулма А. Дидебулидзе профессора шанса панӑ, факультетра виҫӗ уйрӑм пулнӑ — ҫурт тӑвасси, механика тата ту тӑпри, абитуриентсен шучӗ пысӑк пулнӑ пирки университетра пӗрремӗш хут вӗренме кӗмелли экзаменсем йӗркеленӗ.
Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97
Совет влаҫӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн университет ҫӗнӗрен аталанма пуҫланӑ, агрономи факультетне йӗркеленӗ, yнӑн деканӗ пулма П. Еликишвили профессора шанса панӑ.
Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97
В. Г. Егоров профессора хисеплесе ҫырнӑскерсенче, тӗл пулаҫҫӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
— Ну, Петя, эпӗ те профессора тухас тетӗп.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑл хӑйне халӗ чӑнахах та профессора тухнӑ пек, Хӗлимун мучие тахҫанах маннӑ пек туйрӗ.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кун хыҫҫӑн ӑнсӑртран тенӗ пек пӗр-пӗр кун телефонпа шӑнкӑравлатчӗ: «Профессора качча тухатӑп, саламла».
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӗсем профессора хӑйне яланах хавхалантарма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах ун пӳлӗмӗнчен тухсан вара, такама ӳпкеленӗ пек, пуҫӗсене ҫеҫ сулкаласа илеҫҫӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Кӗҫех профессора тухатӑп пулӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Тарье, пуҫне тайса, профессора тав тунӑ та ывӑлне ыталаса илнӗ.
Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Василий Александрович кумӑш сӑмахӗсене вырӑсла профессора пӗлтерсен, лешӗ сухалне сиктерсе кулса илнӗ, тем каланӑ.
Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хусан университетӗнче Василий Александрович нимӗҫ чӗлхине вӗрентекен профессора ҫӑмӑллӑнах шыраса тупнӑ.
Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хурамал ачисем Анаткасри Микишпа унӑн тусӗсем пек мар, паллӑ профессора питӗ хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.
Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.
Пурӗ пӗр куратпӑр эпир вӑл профессора.
Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.
— Мӗнле курас вӑл профессора?..
Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.
Ачасем хӑйсем вара профессора, Степан Лукичпа Палюк мучие шкула килсе кайӑксем ҫинчен каласа панӑшӑн тав турӗҫ.
Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.
Сирӗн, Лев Борисович, — терӗ Степан Лукич профессора, — Палюк мучирен ыйтса пӗлмелли питӗ нумай.
Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.
Сире хӑвӑра ҫавнашкал клеткӑра усрас пулсан, мӗнле, аван пулӗ-и е питех мар-и?.. — тесе, профессора мӗнле те пулин парӑнтарма хӑтланнисем те тупӑнчӗҫ.
Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.
Ординатура пӗтерсен вӑл кунтах та юлма пултарать (профессора унӑн наука ӗҫӗ килӗшес пулсан) е Шупашкара таврӑнма та хирӗҫ мар.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Унччен те пулмарӗ — ҫамрӑксем Луньяк профессора ал вӗҫҫӗн ҫӗклесе кӗчӗҫ, пӗчӗк сӗтел ҫине тӑратрӗҫ.
Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Профессора ҫул парать, кама мӗнле эмел пама хушнине палӑртма хатӗр тӑрать.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.