Поиск
Шырав ĕçĕ:
40. Сире хапӑл тӑвакан Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑваканӗ Мана Яракана хапӑл тӑвать; 41. пророка пророк ячӗшӗн хапӑл тӑвакан вара пророк сӑвапне илӗ; тӳрӗ ҫынна тӳрӗ ҫын ячӗшӗн хапӑл тӑвакан тӳрӗ ҫын сӑвапне илӗ.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иеремия пророк Турӑ Ҫуртӗнче тӑракан священниксемпе мӗнпур халӑх умӗнче Анания пророка каланӑ, 6. ҫапла каланӑ Иеремия пророк: ҫавӑн пек пултӑрах, Ҫӳлхуҫа ҫапла тутӑрах!
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа вара мана каларӗ: вӗсем [сана] мӗн калани аван; 18. Эпӗ вӗсене хӑйсен тӑванӗсем хушшинчен сан пек Пророк кӑларса парӑп, Унӑн чӗлхи-ҫӑварне Хамӑн сӑмахӑмсене хывӑп, Вӑл вӗсене Эпӗ мӗн хушнине пӗтӗмпех каласа тӑрӗ; 19. кам та кам [ҫав Пророк] Ман ятӑмран калакан сӑмахӑмсене итлемесӗр тӑрӗ, Эпӗ унран шыраса илӗп; 20. анчах та Эпӗ калама хушманнине Ман ятӑмран каламашкӑн чӑрсӑрланса урӑх турӑсен ячӗпе калаҫакан пророка вӗлерме тытса парӑр.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эхер те санӑн хушшунта пророк е тӗлӗк ӑсти тупӑнсассӑн, вӑл сана тӗлӗнмелле паллӑ е кӗтрет кӑтартсассӑн, 2. сана кӑтартнӑ ҫав паллӑ е кӗтрет чӑна килсессӗн, ҫитменнине тата вӑл: «эсӗ пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн каяр, вӗсене пӑхӑнса пурӑнар» тесессӗн, 3. ҫав пророкӑн е тӗлӗк ӑстин сӑмахне ан итле: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, эсир Ӑна пӗтӗм чӗрӗртен, пӗтӗм чунӑртан юратнине пӗлмешкӗн сире ҫавӑн урлӑ сӑнать; 4. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, ҫулӗпе ҫӳрӗр, Унран хӑраса тӑрӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене тытса пырӑр, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑр, Ӑна ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 5. леш пророкне е тӗлӗк ӑстине вара хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, хӑвна чуралӑх ҫуртӗнчен хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑрӑн Туррӑра, пӑрахма хистенӗшӗн, сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хушнӑ ҫултан пӑрса ярас тенӗшӗн вӗлерме тытса памалла; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтер.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тискер кайӑка ярса тытрӗҫ, унпа пӗрле суя пророка та тытрӗҫ — тискер кайӑк умӗнче ҫав суя пророк кӗтретсем кӑтартнӑ, ҫапла вӑл тискер кайӑк паллине йышӑннисене, унӑн сӑнне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ.
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хамӑра панӑ тивлетпе эпир тӗрлӗ хастар илнӗ: санӑн пророк хастарӗ пулсан, эсӗ ху ӗненнине кура пророк ӗҫне ту; 7. ыттисене ӗҫлесе тӑрас хастар пулсан — ҫавна ту; вӗрентекен пулсан — вӗрент; 8. ӳкӗтлекен пулсан — ӳкӗтле; валеҫекен пулсан — таса кӑмӑлпа валеҫ; пуҫлӑх пулсан — тӑрӑшакан пуҫлӑх пул; ырӑлӑх тӑвакан пулсан — савӑнса ырӑлӑх ту.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Аттемӗрсене Моисей ҫапла каланӑ: «мана кӑларнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире хӑвӑр тӑванӑрсем хушшинченех Пророк кӑларса парӗ; Вӑл сире мӗн калать, пӗтӗмпех ҫавӑн пек тӑвӑр; 23. Ҫав Пророка итлемесен, кирек хӑш чунӑн та халӑх хушшинчен пӗтмелле пулӗ» тенӗ.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Мӗн курма кайрӑр эсир? пророк курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ.26. Что же смотреть ходили вы? пророка ли? Да, говорю вам, и больше пророка.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тепӗрисем: вӑл Илия, тенӗ; хӑшӗсем тата: вӑл пророк, унчченхи пророксем евӗрлӗскерех, тенӗ.15. Другие говорили: это Илия, а иные говорили: это пророк, или как один из пророков.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫакӑ вӑл пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пророк урлӑ калани пурӑнӑҫа килтӗр тесе пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ: 23. «акӑ Хӗр йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ» тенӗ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла ҫырса хӑварни пур: куҫарса каякансене Иеремия пророк хӑйсемпе пӗрле вут-ҫулӑм илсе кайма хушнӑ, 2. куҫарса каякансене саккун парса, пророк вӗсем Ҫӳлхуҫа хушнине ан манччӑр, суя турӑсен ылтӑн-кӗмӗл кӗлеткисене, вӗсен эрешӗсене курса хӑйсен ӑсне ан арпаштарччӑр тенӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Амос Амасияна хуравласа каланӑ: эпӗ пророк та мар, пророк ывӑлӗ те мар; эпӗ кӗтӳҫӗччӗ тата смоква татса ҫӳреттӗм.14. И отвечал Амос и сказал Амасии: я не пророк и не сын пророка; я был пастух и собирал сикоморы.
Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсир вара назорейсене эрех ӗҫтереттӗр, пророксене: «пророк пек ан калаҫӑр» тесе чараттӑр.12. А вы назореев поили вином и пророкам приказывали, говоря: «не пророчествуйте».
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пророк урлӑ Ҫӳлхуҫа Израиле Египетран илсе тухрӗ, пророк урлах Вӑл ӑна сыхларӗ.13. Чрез пророка вывел Господь Израиля из Египта, и чрез пророка Он охранял его.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хамӑн хаярлӑхӑма хӳме ҫине, ӑна сӗрекенсем ҫине ярса пусарӑп, вара сире калӑп: хӳме те ҫук, ӑна сӗрекенсем те ҫук, 16. Израиль пророкӗсем те ҫук, вӗсем Иерусалима пророк ятӗнчен малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтерсе тӑратчӗҫ, канӑҫлӑх ҫук ҫӗртенех: «канӑҫлӑх куратпӑр» тетчӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремия пророк Навуходоносор патша Иерусалимран Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ аслӑ ҫынсен йӑлкӑмӗ патне, священниксем патне, пророксемпе мӗнпур халӑх патне Иерусалимран янӑ ҫыру ҫакӑ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иеремия пророк вара Анания пророка каланӑ: итле, Анания, сана Ҫӳлхуҫа яман, эсӗ ҫак халӑха суя шанчӑк паратӑн.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑн хыҫҫӑн Анания пророк Иеремия пророк мӑйӗнчи сӳсмене хывса илсе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.10. Тогда пророк Анания взял ярмо с выи Иеремии пророка и сокрушил его.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пӗр-пӗр пророк тӑнӑҫлӑх пуласса пӗлтерсе хунӑ пулсассӑн, вӑл калани вырӑна килнӗ пулсассӑн ҫеҫ ӑна чӑнах та Ҫӳлхуҫа янӑ пророк тесе хисепленӗ.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа юратнӑ Самуил — Ҫӳлхуҫа пророкӗ — патшалӑх никӗсленӗ, хӑйӗн халӑхӗ валли, ҫу сӗрсе, патша суйласа лартнӑ; 17. халӑха вӑл Ҫӳлхуҫа саккунӗ тӑрӑх сут туса тӑнӑ, ун урлӑ Ҫӳлхуҫа Иакова кӑмӑлланӑ; 18. ӗненес тӗлӗшпе вӑл чӑн пророк пулнӑ, ӑна мӗн курӑнни унӑн сӑмахӗнче тӳрре тухнӑ.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.