Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

почтальон сăмах пирĕн базăра пур.
почтальон (тĕпĕ: почтальон) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сирӗн почтальон йӗркеллӗ ӗҫлемест пулас, — терӗ вӑл почта начальникне.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кашни каҫах, ӗҫрен таврӑнсан, вӑл ҫенӗх алӑкӗ ҫумӗнчи почта ещӗкне пӑхнӑ, ҫырусем кӗтнӗ, вӗсем пулмасан вара почтальон патне тухса утнӑ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна почтальон пырса кӗрсе чӑрмантарнӑ пуль.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Бригада ҫурчӗ патнелле васкаса почтальон килни курӑнчӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Калаҫса пынӑ май вӗсем почтальон килне ҫитнине сисмен те.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Почтальон иккен.

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл малти пӳлӗмрен васкаса иртрӗ, унта урай тулли хаҫатсемпе журналсем выртаҫҫӗ-мӗн, — вӑл килте пулман икӗ эрне хушшинче почтальон хӑй ӗҫне тӗп-тӗрӗс туса пынӑ, — унтан Завьялов каялла таврӑнчӗ, хаҫатсене пӗр ҫӗре пухрӗ те сапаланакан купана сӗтел ҫине пӑрахрӗ.

Помоги переводом

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ольга Морозова почтальон ҫулӗ Йӳҫ Шӑхаль ялнелле выртать.

Помоги переводом

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d0%bf%d0%b ... %bc%d0%ba/

Шурутри почта уйрӑмӗнче хальхи вӑхӑтра 5 почтальон тата эпӗ тӑрӑшатпӑр.

Помоги переводом

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d0%bf%d0%b ... %bc%d0%ba/

Ҫак вӑхӑтра ун почтальон килчӗ те хаҫатсем, ҫырусем валеҫсе пачӗ, унтан ҫынсене шартах сиктерсе хӗрарӑм кӑшкӑрса ячӗ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Урай варрине каллех Ҫӗпритун почтальон тухрӗ, каллех аттисене, чӗркуҫҫисене ҫапса илчӗ, анчах хальхинче аллипе ҫӗртен тытса, хӑрах ура ҫинче ҫаврӑнмарӗ, ҫавӑнпа сывлӑшӗ пӳлӗнмерӗ те — вӑрах ташларӗ, кам умне те пулсан ура пырса тапмаллине мансах урайне кӗрӗслеттерчӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫамрӑксен ушкӑнӗ ташлама чарӑнчӗ кӑна, купӑсҫӑ умне Ҫӗпритун почтальон вӗҫнӗ пек тухрӗ, кӑшт пӗшкӗнчӗ те аттисене, чӗркуҫҫисене, кӑкӑрне ҫат-ҫат ҫапса, илемлӗ кӗвӗ кӑларса тӑчӗ, унтан ҫӗрте кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнма тытӑнчӗ, анчах иккӗ-виҫҫӗ ҫаврӑнсанах ҫӗкленчӗ те, пашкаса, чӗрине тытса, кулкаласа: «Эх, ватӑлтӑм ҫав, ма хӑть хӗрӗхре ҫеҫ мар-ши», — текелесе, хӑй вырӑнне кайса тӑчӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

…Ялта, кирек хӑш енчен пӑхсан та, хуларинчен урӑхларах пурнӑҫ ҫав: Таранов ҫурмалла ҫурӑлса каясла хыпкаланчӗ пулин те хулпуҫҫи урлӑ хулӑн сумка ҫакнӑ хӗрарӑм почтальон урамра кӑнтӑр ҫитеспе тин курӑнчӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Почтальон сумки йывӑр пек туйӑннӑ-и ӑна е урӑхларах шухӑш хавхалантарнӑ — вӑл утарпа сад пахчине куҫ хывнӑ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйӗн ӗмӗрӗнче ку ҫын ҫан-ҫурӑмне ал ӗҫӗпех лӳчӗркемен: ҫамрӑкрах чухне Хусахматри больницӑпа вӑтам шкулта завхозра вӑй хунӑ, ватлӑх укҫи илме пуҫласан пӗр хушӑ почтальон сумкине ҫакса ҫӳренӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑнкӑрав сасси янраса кайсан тӳрех алӑк уҫма васкарӗ, анчах ку Инесса мар, почтальон иккен.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иринӑпа Таня та почтальон пуласшӑн маррине пӗлтерчӗҫ.

Ирина и Таня тоже сказали, что почтальонами быть не хотят.

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

Апат хыҫҫӑн ҫамрӑксем канмарӗҫ, почтальон илсе килнӗ ҫӗнӗ хаҫатсене пӑхса тухрӗҫ те каллех ӗҫлеме тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чӑнах та, почтальон ӑна пӗр сӑмахсӑр симӗсрех кӑна конверт тыттарчӗ, хӑй Укахви тав тума ӗлкӗричченех пӳртрен васкаса тухса кайрӗ.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Почтальон вӑрттӑн кулса пӑхса иличченех Укахви хӑйне ҫыру пуррине туйрӗ.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней