Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ хапхана, калиткене хам питӗртӗм, Марина Васильевна тухса кайсанах, — тет Мишша.
Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Пӳрт кантӑкӗсене хӑмапа ҫапса лартрӑм, алӑксене питӗртӗм.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн каютӑна тӳрех питӗртӗм те алӑк ҫумне тӑрса итлеме пуҫларӑм.После этого я немедленно запер каюту ключом и стал у двери, прислушиваясь.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн мулата кӑларса ятӑм та алӑка питӗртӗм, мӗн илтнине уйлама лартӑм.С этим я отослал мулата и запер дверь, размышляя о слышанном.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ещӗке питӗртӗм те ҫӑраҫҫине чӳречерен пахчаналла ывӑтрӑм, хам урама чупса тухрӑм.Запер ящик, ключ через окно выбросил в сад и выбежал на улицу.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Эп витене лайӑхах питӗртӗм, яланхи пекех.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
— Пӗтӗмпех эп, пӗтӗмпех эп питӗртӗм, Пӗтӗм алӑксене эпӗ питӗртӗм, — ҫаплах юрлать вӑл.
Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
— Пӗтӗмпех эп, пӗтӗмпех эп питӗртӗм, Пӗтӗм алӑксене эпӗ питӗртӗм, — тесе юрласа пырать.
Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Хамӑн кимме эпӗ малтан хам хуҫа ҫурчӗ ҫывӑхӗнчи пысӑк пӗвене ярса тӗрӗслесе пӑхрӑм, унӑн шӑтӑк-ҫурӑкӗсене ҫу сӗрсе питӗртӗм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унтан хамӑн ҫурт алӑкне ҫирӗп питӗртӗм, портшеза сӗтел ҫине лартрӑм, пукан ҫине ӑна хирӗҫ лартӑм.Затем я накрепко запер дверь, поставил портшез на стол, а сам сел на стул против него.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ сӑмса тутрине тӗплӗ сапласа питӗртӗм, анчах ҫавӑнтан кайран ун пек хӑрушӑ вӑйӑсенче ун ҫирӗплӗхӗ ҫине шанми пултӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑвӑртрах ачасене систертӗм, вӗсен пӳлӗмне ҫӑрапа питӗртӗм, ҫӑра уҫҫине пытартӑм, унтан ҫенӗк алӑкне уҫрӑм.Я быстро предупредила ребят, заперла их в комнате, ключ спрятала и открыла дверь в сени.
Пароль «Якорь» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Унтан Ватасалма ялне пырса кӗтӗм, лашапа лава паллакан ҫын картишне тӑратрӑм, алӑка питӗртӗм те пурте йӗркеллӗ-ха тесе шухӑшларӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫапла, питӗртӗм те лартрӑм.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Турӑ курать, ҫав тери кулянма тытӑнтӑм та, хуллен ҫӳле хӑпарса, вӗсене ҫӑраҫҫипе питӗртӗм!И, господь свидетель, до того растревожилась, что потихоньку пробралась наверх и заперла их на ключ!
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ терраса еннелле кушак пек сасӑсӑр сикрӗм те алӑка шӑппӑн питӗртӗм, мӗншӗн тесен пусма тӑрӑх такам хӑпарать.Кошкой отпрыгнул я к террасе и бесшумно повернул ключ, потому что по лестнице кто-то поднимался.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпӗ унта пур шӑтӑксене питӗртӗм те сӑсарсене ҫавӑнта куҫартӑм.
Сӑсар — пыл вӑрри // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 120-122 с.
Эпӗ тӑтӑм та алӑка питӗртӗм, унтан, пируспа шӑрпӑк илсе, туртма пуҫларӑм.Я встал, запер дверь и, достав папироски и спичку, стал курить.
XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Эпӗ ун хыҫҫӑн алӑка питӗртӗм, вара хам пӗчченех тӑрса юлнине тата ӗҫе пуҫӑнма вӑхӑт ҫитнине туйса илсен, мана хӑрушӑ туйӑнса кайрӗ.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Нумай шухӑшласа тӑмарӑм — хамӑн номере ҫӑрапа питӗртӗм те хупахалла тухса утрӑм.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
- 1
- 2