Поиск
Шырав ĕçĕ:
Улма питлӗ сар хӗрсем, Чие питлӗ чиперсем, Улма парӗҫ-ши пире, Чие парӗҫ-и сире Ай, мар, кирлех мар, Улми-ҫырли темӗн мар.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Озеровпа Уралец хура питлӗ вилӗ наводчике бруствер хыҫнелле йӑтса кӑларнӑ вӑхӑтра, виҫҫӗмӗш артиллерисчӗ, — ку та яш ача, анчах шултра йышшискер, вараланнӑ питлӗскер тата шывланакан куҫлӑскер, — замокпа аппаланнӑ хушӑра ударнӑй механизм виткӗҫӗ ҫӗмрӗккине асӑрхарӗ.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Патша Ливан ҫурчӗн кӑнтӑр енчи кӗҫӗн алӑкӗсем витӗр тухнӑ чух сарӑ сӑран тумлӑ, лутрарах пӳллӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, ӑмӑртарах тӗттӗм-хӗрлӗ питлӗ, хура ҫӑра сухаллӑ, вӑкӑр мӑйлӑ та лапсӑркка хура куҫ харши айӗпе сиввӗн пӑхакан темле ҫын картласа хунӑ унӑн ҫулне.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пулнӑ кунта ҫаплах Нафансен ывӑлӗ Азария та, — хыткан, чирлӗрех питлӗ, куҫӗсем тавра тӗттӗм ункӑсен пуснӑ, вӗчӗх, тӑрнаккай ҫын; ыр кӑмӑллӑ, сапаланчӑкрах Иосафат та, историограф; Ахелар та, Соломон килӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ; Завуф та, патша тусӗ текен ятпа ҫӳрекенскер; Соломонӑн аслӑ хӗрне — Тафафие — качча илнӗ Бен-Авинадав та; Бен-Гевер та, Васанри Аргови облаҫӗн начальникӗ, — йӗри-тавра стенасем тытса ҫавӑрнӑ, пӑхӑр сӑлӑпсемпе питӗрӗнекен хапхаллӑ утмӑл хула пӑхӑнса тӑнӑ ӑна; Ваана та, Хушай ывӑлӗ, сӑнна тахҫан вӑтӑр парасанг таран ывӑтма пултараслӑхпа чапа тухнӑскер, тата нумай-нумай ытти те.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Тӑхта, кӑштах пӳлем-ха! — Шатра питлӗ, куҫӗсем тӗрӗсех мар Демка Ушаков, пӗр вӑхӑтра юлташлӑх членӗ пулнӑскер, ура ҫине тӑчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Аппӑшӗ вара ҫамрӑках мар, пӗр вӑтӑр ҫула пуснӑ, анчах лешӗ пекех ҫӳллӗ, яштак, хура куҫхаршиллӗ, хӗрлӗ питлӗ, пӗр сӑмахпа каласан, хӗр мар ку, мармелад темелле, ҫав тери шухӑ хӑй, шавлама юратать, ялан малоросс романсӗсем юрлать те ахӑлтатса кулать.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Клирос патӗнче ҫурӑм хыҫне кутамка ҫакнӑ, тертлӗ питлӗ пӗчӗкҫӗ карчӑк тӑрать.Около клироса стоит маленькая старушонка с озабоченным лицом и с котомкой на спине.
Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.
Анчах сасартӑк таҫтан ун умне пӑхӑр питлӗ, хырӑннӑ ҫын тухса тӑрать.Но вдруг откуда-то перед нею встает бритый человек с медным лицом.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫын мӗнпур тискер кайӑксене хӑратрӗ, тигрсем клетка ӑшнелле, таҫта шалалла лӑпкӑн чупса кӗрсе каяҫҫӗ, унӑн ӗнтӗ, тарланӑскерӗн, паянлӑха чӗрӗ юлнипе ҫырлахнӑскерӗн, шурса кайнӑ тутисем кулаҫҫӗ, хӑй, тутисем чӗтреннине пытарас тесе, пӑхӑр питлӗ ушкӑна, турра пуҫҫапнӑ пек, пуҫ таять.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Урам алӑкӗ патӗнчи урапа ҫинче хӗрлӗ питлӗ арҫын пысӑк ҫара урисене сарса пӑрахса ҫывӑрать, ҫӑра хытӑ сухалне ҫӳлелле каҫӑртнӑ — сухалӗ витӗр шурӑ шӑлӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, — арҫын куҫне хупса, чӑтма ҫук тӑрӑхласа, такамран кулнӑ пек туйӑнать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Пурте илӗртет ӑна: акӑ, ырӑ ҫӗр ҫинче юханшывсем пек хумханакан чечексем, хӑмӑр-кӑвак чулсем хушшинчи калтасем, олив йывӑҫҫин эрешлӗ ҫулҫисем ӑшӗнчи ҫутӑ симӗс чӗнтӗр пек виноград садӗнчи кайӑксем, тӗксӗм тинӗс тӗпӗнчи пулӑсем тата хулан тӑвӑр та аташса каймалла урамӗсенчи тӗрлӗрен юлхавсем: шпагӑпа чӗрсе-тӑрмаласа пӗтернӗ питлӗ самӑр нимӗҫ, яланах мизантроп рольне выляма хӑнӑхнӑ актера аса илтерекен акӑлчан, кӑлӑхах ҫав тери акӑлчан пек пулма тӑрӑшакан американец тата шӑнкӑрма пек шавлӑ ҫӑмӑлттай француз, — ҫаксем пурте илӗртеҫҫӗ Пепене.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Кашни ир пирӗн подвалӑн пӑлтӑралла тухакан чӳречинчен пӗчӗкҫеҫҫӗ, ҫуткам хӗрлӗ питлӗ, кӑн-кӑвак та хавас куҫлӑ сӑн-сӑпат пырса пӑхатчӗ; вӑл янӑравлӑ, ачаш сассипе: — Арестантсем! Кӗлентӗр парӑр-ха! — тесе кӑшкӑратчӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Ку сасса эпӗ тахҫан илтнӗ пек туйӑнчӗ мана, ҫакӑ ҫӳлӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ ӳт-пӗве те, тӑрӑхларах питлӗ, кӑвак куҫлӑ сӑн-сӑпата та курнӑ пек.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫӗрле, унаса хунӑ юлашки ҫӑкӑрсене кӑмакана хывсан, эпир, ҫӑкӑр икӗ питлӗ пуласран хӑраса, тӳрех ҫывӑрма выртмарӑмӑр, вӑл манран: — Ну-ка, Стенька ҫинчен вула-ха, — тесе ыйтрӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ӗҫлеме юрататчӗ вӑл, хавхаланса ӗҫлетчӗ, кӑмака начар пӗҫерсе кӑларсан е чуста ерипен хӑпарать пулсан, ҫиленмеллипех ҫиленетчӗ те чӗрӗрех ҫӑнӑх сутӑн илнӗшӗн хуҫана ятлатчӗ; ҫӑкӑрсем кӑмакаран ҫап-ҫавракан, хӑпартланса, кирлӗ чухлӗ ҫеҫ хӗрелнӗ, ҫӳхе те ҫыртсан кӑшт ҫатӑртатакан питлӗ пиҫсе тухсан, вӑл ача пек савӑнатчӗ, кӑмӑллӑччӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Малтан, ывӑс ҫинчен ывӑтса тӑракан кумккаланнӑ чӗрӗ чустана кӗреҫе ҫине аран вырнаҫтарса ӗлкӗрнине курсан, — эпӗ ҫав кумккасем пӗр-пӗрин ҫине купаланса каясран хӑраттӑмччӗ; анчах, виҫӗ хутчен те ҫӗр ҫирӗм каравайран — ҫӳлӗ хӑпартланса тӑракан хӗрлӗ-ҫутӑ питлӗ ҫӑкӑрсенчен — пӗри те «йӗкӗреш» пулманнине курсан, эпӗ вӑл хӑй ӗҫӗнче «артист» иккенне чӑн-чӑнах ӑнланса ҫитрӗм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пекарня хуҫи ӑна ҫӑкӑра икӗ питлӗ тунӑшӑн е ирхине кӑларса ӗлкӗрейменшӗн ятлас-тӑвас пулсан, вӑл урсах каятчӗ вара, хуҫа ҫине ҫӑвар уҫтарми кӑшкӑратчӗ, кун чухне вӑл яланах хӑйӗн музыкӑра талант пурри ҫинчен каласа хӑваратчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пӗркеленнӗ питлӗ, тирекен янахлӑ унтер Пришибеев аллисене пӗҫӗ тӑрӑх ласт тӑсать, вара йывӑррӑн тухакан урмӑшнӑ сассипе кашни сӑмахне команда панӑ пек татса калать.
Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.
Вӑл вӑхӑтра эпӗ пӗр касӑлса ҫӗвӗленнӗ питлӗ пана юрататтӑм.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вӑл хӑй ача чухнехине, ҫуралнӑ ялне, амӑшне — хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ӑшӑ чакӑр куҫлӑ самӑр хӗрарӑма, хӗрлӗ сухаллӑ, хаяр сӑн-питлӗ ҫӳлӗ ашшӗне аса илме ӗлкӗрчӗ; хӑй каччӑ пулнине тата вӑрӑм ҫивӗтлӗ, самӑр та кӑпӑш ӳтлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хура куҫлӑ арӑмне, Анфисӑна, унтан каллех хӑйне — хӳхӗм гварди салтакӗ пулнине аса илчӗ; унтан, пайтах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, ӗҫпе пӗкӗрӗлнӗ, кӑвакарнӑ ашшӗне, ҫӗр ҫумнелле пусӑрӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ амӑшне курчӗ; ҫапла вӑл хӑй салтакран таврӑнсан ял-йышпа епле курнӑҫнине те аса илчӗ: ашшӗ пӗтӗм ял умӗнче хӑйӗн Кӗркурийӗпе, мӑйӑхлӑ, сывлӑхлӑ, маттур та хӳхӗм салтакпа, епле мухтанатчӗ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.