Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мишутка пирки, Грохач пирки, Саша пӑхма юлнӑ виҫӗ пӗчӗк ача пирки, ҫырмара юр ҫинче выртакан Вася Кравчук пирки, ҫав ҫырма патӗнче персе пӑрахнӑ ҫамрӑк Пащук пирки, виселица ҫинче ҫакӑнса тӑракан каччӑ пирки, пӗтӗм ял пирки, ялшӑн ҫапӑҫса, танксем умӗнче тытӑнса тӑрайманнипе чакса кайса, халӗ пӗр уйӑх хушши курӑнманнисем пирки макӑрасси килчӗ унӑн.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Аян пульӑсен айӗнчи вилӗм пирки каларӗ — вилӗм ахаль контузи евӗр ҫеҫ туйӑнчӗ; вӗҫӗмсӗр куҫакан такелажа юсани ҫинчен, шӑрӑхра палубӑна шывпа сапни пирки; вӑл вӗри торнадӑна сӑнласа кӑтартрӗ, ҫула май штильпе паллаштарчӗ; негр мӗлки пирки, карап ҫине кушаксемпе килекен инкек-синкек ҫинчен, ҫиле хирӗҫ пымалли искусство ҫинчен, сураншӑн кӗл усӑлли пирки, тинӗсри вут-хӗлхем пирки, мӗлке-карапсем ҫинчен.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вӑл левреткӑсем пирки мар, догсем пирки, мопссем пирки те мар, вӗшлесем пирки ытларах уйланнӑ иккен.Он, как оказывалось, думал о догах больше, чем о левретках, и о гончих упорнее, чем о мопсах.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Хӑйсен тына пӑрӑвӗ кӗҫӗр кӗтӳрен киле таврӑнманни пирки, ӑна шырама тухса йӑлт хӑшкӑлса пӗтни пирки, йӗрӗ шӑп та лӑп ҫакӑнта илсе ҫитерни пирки танлӑн та тивӗҫлӗн халаплама тапратрӗҫ — ман пирки шак хураҫҫӗ, эппин.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӗсем пир сумкӑра, ҫакӑнта, пленнӑйсенчен вунӑ утӑмра ҫеҫ выртнӑ, анчах красноармеецсем вӗсене, Саша ик-виҫӗ минут кая юлнӑ пирки, вӑл ҫителӗклӗ хытӑ чупман пирки, сӑрт ҫине вӑраххӑн хӑпарнӑ пирки, вӑл мӗн тумаллине тума пултарайман пирки илеймеҫҫӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн пӗтӗм ыйтӑвӗсем, иккӗленӗвӗсем, пӗтӗм канӑҫсӑр пурнӑҫӗ хуҫалӑхри чӑрмавсем пирки, уявсене, хӑнасене кӗтсе илесси пирки, килйышпа пухӑнса ӗҫесси, ача ҫуратасси, тӗне кӗртесси пирки, упӑшкин сӳрӗклӗхӗпе ыйхи пирки ҫеҫ пулнӑ пулӗччӗҫ!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫук иккен, хресчен ҫынни, ҫӗр ҫынни уй-хир тулли тырӑ пирки шухӑшланипе пӗрлех пӗр ывӑҫ тырӑ пирки те, пӗр пӗрчӗ тырӑ пирки те шутлать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫынсене кура Маринен те ӗмӗтленес килет, колхозри ӗҫсем пирки ҫеҫ мар, кок-сагызпа тулӑ, вирпе йӗтӗн пирки ҫеҫ мар, туллирех, кӑмӑллӑрах ҫемье пирки те ӗмӗтленес килет.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӗрарӑмсенчен аякра мар ларакан арҫынсем пуринчен ытла кӑҫал ясак мӗнле виҫерен тӳлесси пирки, хӑйсен лашисем, анисемпе хӑртнӑ вырӑнӗсем пирки, хӗлле сунар ӗҫӗ мӗнле пулни пирки сӑмах-юмах вакларӗҫ.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Эпӗ хӗрарӑм-тус пирки, арӑм е юратнӑ ҫын пирки мар, тус пирки — ҫак сӑмахӑн сивӗ пӗлтерӗшӗпе — шухӑшлама тытӑнсан умӑма яланах Джиоконда сӑнӗ тухса тӑрать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тата вӑл нӗр чарӑнмасӑр тӗрме, каттӑркӑ ӗҫӗ пирки сӳпӗлтетет, эсир ун пирки евитлесен мӗн тата епле каламалли пирки пире пурне те талӑкра ҫирӗм сехет тӑнлантарчӗ ахӑр.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫакӑн пирки уйланнӑ авӑкра манра хирӗҫ тӑрупа ыйту мӗлтлетрӗҫ: «Э мӗн, енчен те апат ҫисе тухсан калпака тӑхӑнатӑп, пурне те сумлӑн тав тӑватӑп, унтан ытти хатӗр «вилкӑсем» кирлӗ маррине мӑнаҫлӑн та вӑрттӑн евитлетӗп те тухатӑп, «Эспаньола» ҫине таврӑнатӑп; унтан вара ҫак ӑнсӑртлӑх мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех «ӑнсӑртлӑх» пулса юлать, ун пирки малаш пурнӑҫра аса илсех тӑрӑп, «пулма пултарни», «пулмалли пирки ӑнланса ҫитерейменни» тӗлӗшпе темӗн тӗрлӗ тӗшмӗртсе пурӑнӑп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Каялла разъезда Мӗтри хыҫҫӑн чӗнмесӗр утнӑҫемӗн Сӑпани Ванькка паҫӑр мунчара калани пирки те, халь ыйтни пирки те, Сидор умӗнче пулса иртнӗ тӗлпулу пирки те татах та татах шухӑшласа пычӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Конкурс темисем ҫапларах: «Тӑван енӗм чаплӑ ҫынсемпе пуян» (Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи паллӑ ҫынсем пирки), «Мухтава тивӗҫлӗ ҫынсене чыслар» (Чӑваш Республики шайӗнче паллӑ ҫынсем пирки), «Мухтав сана, ентешӗм» (район е ял шайӗнче паллӑ ҫынсем пирки).
«Упрар тӑван чӗлхемӗре» конкурс иртет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31237.html
«Кунта калаҫу регионсен хушшинчи бренд маршручӗ пирки сӑмах пырать, руна аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗ пирки наци проектне те кӗртсе хӑварма май тен килӗ. Туризм тата индустри, тараватлӑ регион наци проектне пурнӑҫа кӗртсе пыма меллӗрех пуласси те куҫ кӗретех. Туристсен маршрутне ҫӗнӗрен тӗплӗн пӑхса тухса йышӑнасси пирки сӑмахламалла, бренд витӗмлӗхне те тӗпе хумалла», — тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.
Чӑваш Ен «Руна ҫул-йӗрӗ» регионсен хушшинчи маршрут центрӗ пулма пултарать // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://chuv.cap.ru/news/2021/10/26/chava ... nchi-marsh
Тен, пирӗнпе пӗрле ҫыр хӗррине ерсе пынӑ пулӗччӗ вӑл, дельфинсене вырӑсла калаҫма епле вӗрентесси пирки, Антонов хирург кӗнеки пирки е «Техника — ҫамрӑксене», «Наукӑпа пурнӑҫ» журналсемпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтусем пирки павранӑ пулӑттӑмӑр ҫеҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑл, шурӑ пӗлӗт евӗрлӗскер, класран пит ӗлккенӗн шуса тухса кайнӑ чух эпӗ ӑна хыҫран пӑхса тӑтӑм та, тӗрлӗ задачӑсем пирки, тӗрӗслев ӗҫне камран кам ҫырса илни пирки тата ытти ӑпӑр-тапӑр пирки пӗрре те шухӑшлас килмерӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑл кукамӑшӗ пирки, манӑн Наталья аппа пирки тата хӑйӗн Ленӑпа Светлана йӑмӑкӗсем пирки ытла та пӑшӑрханчӗ.Он очень волновался за бабушку, за мою сестру Наталью, за сестричек Лену и Светлану.
«Анне, яр мана!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫавӑнпа вӑл Артона малалла шырас пирки те, мировой патне каяс пирки те, ытти майсем тупас пирки те урӑх шарламарӗ.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Чӑнах та вӑл вӑхӑтра ҫитеймест-ши, вӗсен пирки вара, ҫук, вӗсен пирки мар, ун пирки, тупӑсем пеме пӑрахӗҫ-ши, ункӑри нимӗҫсем хӑйсене хирӗҫ пыракан ҫарӗсемпе пирӗн фронта татса пӗрлешӗҫ-ши?
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.