Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унта пырса перӗнет, кунта килсе тӗкӗнет, карти-хурине ҫӳп-ҫапран шӑлса тасатать, ту пуҫӗнчен шӑпӑрлӑх касса анать, пахчара чакаланать — колхоз ӗҫне ӑна пит чӗнсех кайман.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Каҫхи сулхӑн ҫил хутран-ситрен хыттӑн ҫитсе перӗнет, хуп ҫурӑкӗнчен хӗсӗнсе кӗрет, вӑр-вӑр-вӑр туса калаҫать.
XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ларса пыракансен питне шухӑ ҫил перӗнет, ҫапать, малалла пӑхма та памасть.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Юмахри вуткайӑк пек вӑл: пуҫӗпе Атӑла перӗнет, ик ҫуначӗ — пӗри Етӗрне енне, тепри Сӗнтӗрвӑрри енне — сарӑлнӑ.
Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.
Чӗлли пура хӗррине пырса перӗнет те чарӑнать.
Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Пӗр йывӑҫ вуллинчен е тӗмӗрен пӑрӑнать кӑна, теприне пырса перӗнет е тӑрӑнать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Саппунӗ хӑйӗн ҫӗрех перӗнет, ахаль те тӑсланкӑ кӗлеткине татах та вӑрӑмрах кӑтартать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Енчӗпек Янтула арҫын вырӑнне те хумасть пулмалла иҫмасса, ӑна пыра-пыра аллинчен тытать (ӗнер, пушӑ вӑхӑтра, кула-кулах хутар тыттарсӑ лартрӗ), сӗртӗне-сӗртене иртсе каять е кӑкӑрӗпе перӗнет.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Патак вӗҫӗ темӗнле майсӑр пулса ҫӗре перӗнет.
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл кашни хускалмассеренех Шахрун ҫине уҫӑ варкӑш перӗнет, тулти таса сывлӑш шӑрши кӗрет.
Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пуҫӗ ҫаврӑнса кайсан ҫеҫ Михапар хӑй ӑҫталла утнине манса каять те стена ҫумне пат пырса перӗнет.Только когда закружится голова, Мигабар теряет ориентир и больно стукается о стенку.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Илемлӗ туйӑм лӑпкӑн-лӑпкӑн Чуна ачашшӑн перӗнет, Ӑна вӑл ӑшшӑн сӗртӗнет — Ҫемҫе сӑмах калать пек шӑппӑн.
IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Йывӑр, вилӗ ыйхӑ ҫывхарать, унӑн варкӑшӗ куҫ хупанкисенчен перӗнет, шухӑшсене арпаштарать, ӳт-кӗлеткен мӗн пур пайне курӑнми сулӑмпа кӗрет, кӗрет…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Япала тейӗн — вӗсене хыпашлаҫҫӗ; Гент тумтирне, унӑн ӳт тӗсне курнипе ҫухӑрашаҫҫӗ, пырӗсенчен темӗнле сасӑ кӑлараҫҫӗ; негрсенчен кашниех сунарҫа тумӗнчен е аллинчен перӗнет те тараватлӑ ахӑлтатупа айккинелле сиккелет; пуҫӗсене хул пуҫҫисен хушшине чикеҫҫӗ, тринкки-тринкки сиккелесе кӳршисене чӗпӗте-чӗпӗте илеҫҫӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сулахай аллинчех — хӑйне евӗрлӗ лапчӑк пирус, ӑна ҫӑвара ылтӑн вӗҫӗпе чикеҫҫӗ; унӑн тӗтӗмӗ мана питрен пыра-пыра перӗнет те лайӑх писев пек техӗмлӗ шӑршӑ сапалать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл Футрозсен хӑна пӳлӗмне кӗрет, мӗн пур эрешпе мӗлкесене, мӗн пур япалана, сӗтел-пукан мӗнле вырнаҫнине питӗ тӗрӗс те уҫӑмлӑ курать, вӗсен хушшинчи анлӑша цифрӑсемпе йӑнӑшсӑр ҫыраять, лакпа пархӑта шухӑшӗпе перӗнет.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Станци ӑна хӗрлӗ-сарӑ хӑна пӳлӗмӗнчи ҫынсемпе ҫыхӑнтарнӑ вӑхӑтра Давенант кӑштах чунӗпе канчӗ — вӑл каллех унӑн пурнӑҫӗнчен туртса уйӑрнӑ селӗм ҫуртран перӗнет.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӗллеме пуҫласан кашнинчех Рой ҫамки ҫинчи ҫӳҫне аллипе ҫемҫен куҫарать, янахне малалла тӑсса хурать те — пӑшал авринчен хӑйне ҫеҫ тивӗҫлӗ уйрӑм, вӑрттӑн-ҫепӗҫ хусканупа ҫирӗппӗн перӗнет.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Камин сехечӗн калакӗ хулӑн тембрӑн пӗр сасӑллӑ курӑнми хӗлӗхне тикӗссӗн перӗнет.Маятник каминных часов мерно касался невидимой однотонной струны низкого тембра.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӗр-пӗр юмахри пек вилӗ чуна алӑпа перӗнет те, лешӗ чӗрӗлсе те тӑрать.Может, как в сказке, стоит ей коснуться рукой мёртвого, и он оживёт?
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.