Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри, хамӑр аттемӗрсенӗн Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ; эсир Ӑна тытса патӑр, Ӑна ирӗке кӑларма шутланӑ Пилат умӗнче эсир Унран тунтӑр.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Эсӗ хӑвӑнпа тупӑшаканпа пуҫлӑх патне кайнӑ чухне ҫул ҫинче чухнех унран хӑтӑлма тӑрӑш, вӑл сана тӳре патне илсе ан пытӑр, тӳре сана асаплантаракан аллине ан патӑр, асаплантараканӗ вара сана тӗрмене ан хуптӑр.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халӑх хушшинчен пӗри Иисуса каланӑ: Вӗрентекен! манӑн тӑванӑма каласамччӗ, хамӑра юлнӑ пурлӑха мана та уйӑрса патӑр, тенӗ.13. Некто из народа сказал Ему: Учитель! скажи брату моему, чтобы он разделил со мною наследство.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иоанн вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: камӑн икӗ кӗпе пур, вӑл пӗрне тумтир ҫуккине патӑр; камӑн ҫимелли пур, вӑл та ҫаплах тутӑр, тенӗ.11. Он сказал им в ответ: у кого две одежды, тот дай неимущему, и у кого есть пища, делай то же.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: «эй Аттем пилленисем, килӗр, тӗнчене пултарнӑ чухнех сирӗн валли хатӗрлесе хунӑ Патшалӑха кӗрӗр: 35. Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитертӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтертӗр; ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх патӑр; 36. ҫарамас чухне Мана тумлантартӑр; чирлӗ чухне Мана пырса пӑхрӑр; тӗрмере ларнӑ чухне Ман патӑма пытӑр» тейӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Тата ҫапла каланӑ пулнӑ: «хӑй арӑмне уйӑрса яракан ӑна уйрӑлу хучӗ патӑр» тенӗ.31. Сказано также, что если кто разведется с женою своею, пусть даст ей разводную.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ халӗ Ҫӳлти Турра хама вӗҫне ҫитиччен тӗреклӗ тӑма вӑй-хал патӑр тесе кӗлтӑвӑп, терӗм.6. Итак ныне я помолюсь Всевышнему, чтобы Он укрепил меня до конца.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑнпа та, Тӗрекли хӑвна каҫартӑр, Ҫӳлти Турӑ канлӗх тата асаплӑхра ҫӑмӑллӑх патӑр тесессӗн, хӑвӑн йывӑр хуйхуна манӑҫла, иртми хурлӑхна сирсе яр, терӗм.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Сире пурсӑра та Хӑйне хисеплекен, Хӑйӗн ирӗкне пӗтӗм чун-чӗререн тӑрӑшса пурӑнӑҫа килтерекен чӗре патӑр!3. Да даст всем вам сердце, чтобы чтить Его и исполнять волю Его всем сердцем и усердною душею!
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ сире ырӑлӑх патӑр, Хӑйӗн шанчӑклӑ чурисемпе Авраампа, Исаакпа тата Иаковпа хывнӑ Хӑйӗн халалне асӑнсах тӑтӑр!
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсен ҫӗрӗнчен сирӗн патӑра мӗнле те пулин усал шухӑшлӑ ҫынсем тарса пынӑ пулсассӑн, вӗсене эсир аслӑ священника Симона тытса парӑр — вӑл вӗсене хӑйсен саккунӗпе хаса патӑр» тенӗ ҫав ҫырура.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
70. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Ионафан ун патне — килӗшӳ тӑвас тата вӑл тыткӑна илнисене каялла патӑр тесе — аслӑ ҫынсене янӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тӗлӗк курнӑ пророк хӑйӗн тӗлӗкне тӗлӗк пекех каласа патӑр; Ман сӑмахӑма илтекенӗ вара Ман сӑмахӑма тӗрӗс калатӑр.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Енчӗкрен ылтӑн тӑкаҫҫӗ, кӗмӗле тарасапа виҫеҫҫӗ, кӗмӗлрен турӑ ӑсталаса патӑр тесе, кӗмӗлҫӗне тара тытаҫҫӗ; вара ҫавӑ турра пуҫҫапаҫҫӗ, ун умӗнче ҫӗре ӳкеҫҫӗ; 7. ӑна хулпуҫҫи ҫине хураҫҫӗ, йӑтса ҫӳреҫҫӗ, ӑна хӑйӗн вырӑнне лартаҫҫӗ; вӑл тӑрать, вырӑнӗнчен хускалмасть; кӑшкӑрсах чӗнеҫҫӗ ӑна — вӑл чӗнмест, инкекрен ҫӑлаймасть.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пур пулсан, каласа патӑр, пӗлтертӗр, Эпӗ этем йӑхне пултарнӑранпа пулса иртнине Мана йӗркипе каласа кӑтарттӑр е пуласси-килесси ҫинчен пӗлтерччӗр.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Халӗ те Турра тем тӗрлӗ мухтавлӑр: Вӑл пур ҫӗрте те хӑватлӑ ӗҫсем тӑвать, пире хамӑр ҫуралнӑранпах кунҫул кӑтартать, Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе пире ырӑ сунса пӑхса усрать: 25. Вӑл пире чун хавасне патӑр, пирӗн вӑхӑтра Израильре авалхи пек тӑнӑҫлӑх пултӑр; 26. пирӗншӗн яланах ырӑ кӑмӑллӑ пултӑр, пире халӗ те сыхласа хӑвартӑр!
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кунҫулу тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана юратса пурӑн, хӑвна ҫӑлӑнӑҫ патӑр тесе Ӑна тархасла.18. Во всю жизнь люби Господа и взывай к Нему о спасении твоем.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мана тӳрӗ ҫын хаса патӑр: ку вӑл — ырӑлӑх; мана ҫавӑ питлетӗр: манӑн пуҫӑма ҫылӑхлӑ ҫын ҫӑвӗ ан сӗрӗнтӗр; манӑн кӗллӗмсем — вӗсен усал ӗҫӗсене хирӗҫ.
Пс 140 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Патша ҫын янӑ та унӑн тӑллине хывтарнӑ, халӑхсене тытса тӑраканӗ ӑна ирӗке кӑларнӑ; 21. ӑна хӑйӗн килӗ-ҫуртӗнче асли туса хунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине пӑхса тӑраканӗ тунӑ: 22. патша улпучӗсене хӑй кӑмӑлне кайнӑ пек ӑс патӑр, аслӑ ҫыннисене ӑслӑлӑха вӗренттӗр тенӗ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне вӑй-хал парса тӑтӑр, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне тӑнӑҫлӑ пурӑнма пиллӗх патӑр.11. Господь даст силу народу Своему, Господь благословит народ Свой миром.
Пс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.