Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

паттӑрлӑхӑн (тĕпĕ: паттӑрлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир ҫирӗплӗхӗн, паттӑрлӑхӑн тата Тӑван ҫӗршыва хӗрӳллӗн юратнин чӗрӗ тӗслӗхӗ!

Вы живой пример стойкости, мужества и горячей любви к своей Родине!

Пушкӑртра 101 ҫулхи ветерана Валентина Потапована саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... an-3662124

Вӗсем фашизмпа неонацизма хирӗҫ ҫапӑҫӑва тухса Тӑван ҫӗршыва тата мирлӗ ҫынсене хӳтӗлеме ҫӗкленчӗҫ, чун ҫирӗплӗхӗпе хӑюлӑхӑн тата паттӑрлӑхӑн ырӑ тӗслӗхӗ шутланса ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫларӗҫ, чи кирли вара – Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине тата хӗрӳллӗн юратнине ӗненмелле кӑтартса пачӗҫ.

Они встали на защиту Отечества и мирных жителей в борьбе с фашизмом и неонацизмом, с доблестью и честью исполнили воинский долг, став примером стойкости духа, мужества и храбрости, а самое главное – достойного служения и любви к Родине.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/21/ole ... tnika-otec

Паттӑрлӑхӑн тӗллевӗ пур.

— Нет героизма вне цели.

18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Паттӑрлӑхӑн та чикки пур.

Для героизма есть тоже предел.

8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Икӗ ҫар ҫынни ҫара пуҫӗсене тайса, тахҫанччен тупӑк умӗнче тӑчӗҫ, вӑл тупӑкра нихҫан асран кайми ҫын выртать, ун ятне эпир аннерен мала хурса асӑнатпӑр, ун ячӗ малашлӑха витӗр курса тӑнин, паттӑрлӑхӑн, ырӑ кӑмӑл символӗ пулса тӑрать…

Двое военных долго стояли у гроба наклонив неприкрытые головы, в этом гробу лежал незабываемый человек, его имя мы называем раньше матерей, его имя являлось символом прозорливости, героизма, доброй воли…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вилӗм эпир шухӑшланӑ пек кӑткӑс мар, паттӑрлӑхӑн та ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатса тӑракан мухтавӗ ҫук.

Смерть проще, чем ты думал, и у героев нет лучезарного ореола.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Этемлӗх историйӗнчи чи юнлӑ вӑрҫӑн хаяр ҫулӗсенче кӑтартнӑ паттӑрлӑхӑн сӳнми ҫути вуншар-вуншар ҫул иртсен те пирӗн чунсене ҫутатса, вӑй парса тӑнине пурнӑҫ хӑй ҫирӗплетрӗ.

Помоги переводом

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней