Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

парӑнас (тĕпĕ: парӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑйпа никама та парӑнассӑм ҫук, парӑнас тенӗ ҫынна вара, кирлӗ пулсан, ҫӗр айӗнчен шыраса тупӑп, арӑмӗ умӗнчех ҫавӑтса кайӑп.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫук, кунашкал ӗҫ тухмӗ. Вӑл хӑратнипе парӑнас этем мар. Луччӑ хулари полицейскисене чӗнсе килес те ҫыхса пӑрахас».

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анукӑн пуп ирӗкне парӑнас шухӑш та пурччӗ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук, Якура иленсе, ӑна пуҫӗпех парӑнас вырӑнне унран сивӗнсе пычӗ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах мӑн хырӑмлӑ хуҫана ырласа алӑ ҫупни тата тем пулсан та парӑнас килменни чарса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богдановӑн ҫав-ҫавах парӑнас килмерӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ачасем парӑнас темерӗҫ, мула ҫӗнӗ коробкӑна пытарас терӗҫ.

Но ребята решили не унывать и приняли решение спрятать сокровища в новую коробку.

Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621

Никамӑн та парӑнас килмест — Таранов хӑйӗн калавне хӳтӗлеме хӑтланчӗ, анчах Саркай унӑн сӑмахне нумаях итлесе чӑрманмарӗ: «Ман сӑмах витӗмлӗ мар пулсан сирӗн сиенлӗ ҫӗрӗк шухӑшӑр ҫинчен правлени ларӑвӗнче сӳтсе явӑпӑр, унта «ҫӳлтисем» те пулӗҫ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Укаслу епле пулсан та ним кӗрешӳсӗр парӑнас мар тесе шу-хӑшларӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирек мӗнле хӗсӗрлеччӗр вӗсем мӗскӗн хӗре — ирӗккӗн парӑнас ҫук.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Парӑнас та…

Помоги переводом

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Ҫаплах парӑнас килмерӗ унӑн.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах Михха парӑнас шутлӑ этем мар.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах арӑмӗпе ачисем умӗнче труках парӑнас килмерӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫынна парӑнас ятне ҫуралман.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Парӑнас килмен мӑнаҫлӑхӗ тытса чарчӗ ӑна.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗҫне ҫитичченех ӗненсе, хуйха-суйха парӑнас килмерӗ унӑн.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир вырӑссене парӑнман, парӑнас та ҫук.

Помоги переводом

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Апла пулсассӑн парӑнас, Е ҫул ҫинчен халь пӑрӑнас?

Помоги переводом

XXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ҫак халӑх хӑйӗн вӑйне шанса тӑрать, вӑл пӗлет: ку таранччен никам ҫӗнтерейменнине халь, ҫирӗмпилӗк ҫул иртсен, пуҫсӑр нимӗҫе парӑнас ҫук ӗнтӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней