Поиск
Шырав ĕçĕ:
Владимир Яковлев медицина ӗҫченӗсене «Единая Россия» партин парнисемпе те чысларӗ.
Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep
Вӗсен парнисемпе библиотекӑна ҫӳрекенсем хапӑлласах паллашӗҫ.С их подарками охотно будут знакомиться посетители библиотеки.
Кӗнекесем парнелерӗҫ // Е.Савельева. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d0% ... 5%d1%80ec/
Шкул библиотекине те хӑйсен парнисемпе пуянлатрӗҫ.
Юрий Артемьевпа тӗлпулу иртрӗ // Лидия Антонова. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d1%8e%d1% ... 82%d1%80e/
Шӑматкун романтика парнисемпе пуян.
15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Джесси чӗмсӗррӗн ларать, тӗкӗр умӗнчен чавсисемпе тӗревленнӗ; питне ал тупанӗсемпе ҫавӑрса тытнӑ та — хӑйне кӗнеке вуланӑ чухнехилле тӗсесе сӑнать; ҫапла нумай вӑхӑт иртрӗ, эпир каласа кӑтартнӑ истори кӑларса тӑратнӑ мӗн пур шухӑш ҫак авӑкра унӑн тӗксӗм ҫӳҫлӗ вӗри пуҫӗнче арпашӑнса йӗркеленсе ҫитрӗ, — хӑйӗн парнисемпе, ыйтӑвӗ-хистевӗпе.
ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пама пултарайманни ӑна пуринчен ытла хурлантарнӑ, мӗншӗн тесен, парне кӳни кашнинчех ӗҫкӗпе иртнӗ, парнисемпе кучченеҫӗсем жрецсен аллине кӗнӗ.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫавӑнпах вӗсене илӗртӳллӗ ювелир парнисемпе танлаштарас туйӑм ҫуралать.
Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10
Анчах Гобсон капитанӑн хаклӑ парнисемпе шантарсах каланӑ сӑмахӗсем дикарьсене хӑй енне ҫавӑрнӑ, вара ҫулпуҫӗсем Ҫӗнӗ Зеланди Англин протекторачӗ пулса тӑнине те йышӑннӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Чатӑрне шал енчен ылттӑн ҫӗвӗ-тӗресемпе те хаклӑ чулсемпе — Иерусалим хӗрарӑмӗсемпе пикисен юрату парнисемпе — илемлетнӗ пӗтӗмпех.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
10. Саккӑрмӗш кунне вӑл айӑпсӑр [пӗр ҫулхи] икӗ така, айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑш илсе пырӗ, тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пырӗ; 11. тасатакан священник тасалакан ҫынна ҫав парнисемпе Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 12. унтан священник пӗр такине илӗ те ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе пырӗ тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 13. такине вӑл ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене пусакан ҫӗрте, сӑваплӑ ҫӗрте, пусӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ӳкӗнӗҫ парни, ҫылӑх парни пекех, священника тивӗҫлӗ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 14. унтан священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 15. священник пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине юхтарӗ; 16. священник сылтӑм аллин пӳрнине сулахай ывӑҫӗнчи ҫу ҫине пуҫа-пуҫа пӳрни ҫинчи йывӑҫ ҫӑвӗпе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 17. ывӑҫӗнче юлнӑ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 18. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫапла священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Моисей Ааронпа унӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене, Елеазарпа Ифамара, каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра кӳнӗ парнесенчен юлнӑ тырӑ-пулӑ парнине, тутлӑлла пӗҫернине, илӗр те ӑна парне вырӑнӗ патӗнче ҫийӗр: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 13. ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ санӑн паю, санӑн ывӑлусенӗн пайӗ пулать: [Ҫӳлхуҫамӑр] мана ҫапла хушнӑ; 14. силлентерсе кӳрекен ӑмӑрӗпе ҫӗклентерсе кӳрекен хулне эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсем те таса вырӑнта ҫийӗр: Израиль ывӑлӗсем кӳрекен канӑҫлӑх парнисенчен ҫакӑ — сана панӑ пай, санӑн ывӑлусене панӑ пай; 15. ҫӗклентерсе кӳрекен хулӗпе силлентерсе кӳрекен ӑмӑрне вӗсен ҫу парнисемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче силлентерсе кӳмелле; Ҫӳлхуҫамӑр [Моисее] хушнӑ пек, ҫакӑ ӗмӗрлӗхе санӑн паю тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусен [тата санӑн хӗрӳсен] пайӗ пултӑр, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1