Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурне те савӑнтарӗ вӑл паян ҫуркунне парнипе.
56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Мӗнпур урам ылтӑнпа ҫӑвӑннӑ — тараватлӑ уйӑх парнипе.
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Туррӑн ҫак чаплӑ парнипе – сӑмахӑн хӑватлӑ вӑйӗпе ҫынсен ырлӑхӗшӗн усӑ курмалла.Этот божественный дар — великую силу слова нужно использовать во благо людей.
Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/01/14/news-3457492
Ҫул ҫӳрев пуххин парнипе офиса чӗнсех чысларӑмӑр.Призом в виде туристического набора наградили пригласив прямо в офис.
Сирӗнпе ҫыхӑну тытма эпир хавас // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2020.12.11
Мирон Григорьевич табака ним иккӗленмесӗрех илчӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ Мохов парнипе усӑ курса, вӑл та пирус чӗркерӗ.Мирон Григорьевич взял не колеблясь, тоже свернул цигарку за счет щедротного моховского подарка.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
56. Ҫапла вӗсем, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне, ҫӑлӑнӑҫ парнипе мухтав парни кӳрсе, савӑнса, парне вырӑнне ҫӗнетнин уявне сакӑр кун хушши уявланӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кам пӗлет, хӗрхенмӗ-и Вӑл, пиллӗхне — Ҫӳлхуҫа Туррӑра ҫӑкӑр парнипе ҫу, эрех кӳрсе тӑрассине — туртса илмесӗр хӑвармӗ-и?
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иерусалима килсессӗн, эпӗ Елиашив тунӑ начар ӗҫ ҫинчен, Товияна Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче пӳлӗм пани ҫинчен, пӗлтӗм, 8. ҫакӑ мана питех те тарӑхтарчӗ, эпӗ вара Товия япалисене пурне те пӳлӗмрен кӑларса ывӑтрӑм, 9. пӳлӗмсене тасатма каларӑм, унта каллех Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене, тырӑ-пулӑ парнипе латӑна кӗртсе хума хушрӑм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Унтан Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑна ҫӗнетнӗ, ун ҫинче канӑҫлӑх парнипе мухтав парни кӳнӗ, вара иудейсене Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, ӗҫлесе тӑма чӗнсе каланӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫав ҫын чухӑн пулсассӑн, юрлӑ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, хӑйне тасатмашкӑн ӳкӗнӗҫ парни силлентерсе кӳме пӗр така илсе пытӑр, тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса илсе пытӑр тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пытӑр; 22. тата икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — алли мӗн тупнӑ, ҫавна — илсе пытӑр, ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗри ҫылӑх парни валли, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли пулӗ; 23. ҫакна вӑл хӑй тасалмалли саккӑрмӗш кунӗнче священник патне, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна, Ҫӳлхуҫа умне, илсе пытӑр; 24. священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн такипе пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 25. ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе килнӗ такана пусса пӑрахӗ, священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 26. священник хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтарӗ, 27. сулахай ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине сылтӑм аллин пӳрнине пуҫа-пуҫа Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 28. ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 29. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫакна вӑл ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатас тесе тӑвӗ; 30. вара тасалакан ҫыннӑн алли тупнӑ улатӑпасенчен пӗрне е ҫамрӑк кӑвакарчӑнсенчен пӗрне парне кӳрӗ; 31. тасалаканӑн алли тупнӑ вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне тырӑ-пулӑ парнипе пӗрле пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ; вара священник тасалакан ҫынна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫана кӳмелли канӑҫлӑх парнийӗн йӗрки акӑ ҫакӑ: 12. кам та кам ҫав парнене Турра тав туса кӳрет, тав парнипе пӗрле вӑл йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрсе тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусем, йывӑҫ ҫӑвӗ витернӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ тата йывӑҫ ҫӑвӗпе ҫӑрнӑ ҫӑкӑрсем кӳтӗр; 13. тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни панӑ чухне пашалусемсӗр пуҫне вӑл тата йӳҫӗлле ҫӑкӑр илсе пытӑр; 14. вӑл хӑй кӳрекен мӗнпур парнинчен хӑшне те пулин пӗрне Ҫӳлхуҫана кӳтӗр: ку канӑҫлӑх парни юнӗпе сирпӗтекен священника тивӗҫлӗ; 15. тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парнийӗн ашне парне кӳнӗ кунах ҫисе ямалла, ӑна ирччен хӑвармалла мар.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Парне вырӑнӗ ҫинче эсӗ акӑ ҫакна кӳрӗн: [яланхи парне валли] куллен-кун вӗҫӗмех [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи икӗ путек кӳрӗн; 39. пӗр путеккине ирхине кӳр, тепӗр путеккине каҫхине кӳр, 40. путек пуҫне чӗрӗк гин чухлӗ чи паха йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне тата парне ҫине юхтармашкӑн чӗрӗк гин эрех илсе кил; 41. тепӗр путеккине каҫхине кӳр: ирхинехи пекех, ҫӑнӑх парнипе тата парне ҫине юхтармаллипе пӗрле кӳр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1