Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

параттӑм (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш чухне эпӗ ӑна хампа пӗрле уҫӑлса ҫӳреме илсе тухаттӑм, тӗрлӗрен теттесем илсе параттӑм.

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ вӗсене билетсем параттӑм.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Эпӗ чупса тухса вӗсене ҫӑкӑр параттӑм.

Помоги переводом

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Хваттерӗ те лайӑхчӗ, укҫи те ҫитетчӗ, эпӗ аннене те кашни уйӑхрах ярса параттӑм.

Помоги переводом

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сана хаклӑ ҫи-пуҫ мӗнпе туянса параттӑм терӗн?

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ асаттесен шанчӑклӑ, тӗрӗсленӗ мелне пӑхӑнарах параттӑм — ҫӗр улми ытларах лартаттӑм.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тахҫанах хама систермелле пулнӑ — пӗр-ик кунта ҫурса параттӑм.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫумӑр ҫусан, Пӑртас тӑвайккине ылхана-ылхана лава хыҫалтан тӗкеттӗм, чӗлхесӗр янавара, ҫынна ӳкӗтленӗ пек, сӑмахпа ӳкӗтлеттӗм, канма ларсан хама кӑнтӑрлахи апат тума панӑ ҫӑкӑр чӗллине пӗр ҫӑвар ҫыртса илеттӗм те ыттине Прожектора параттӑм.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Вуласа тухнӑ кӗнекен содержанине каҫсерен, урок хатӗрлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн, ачасене каласа параттӑм.

Помоги переводом

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ҫак хурсене, кукаҫи хушнӑ пек, алтӑрпа хӑйӑр, валашкапа шыв лартса параттӑм, анне хывӑхпа, ҫӗрулмипе пӑтратса ҫитеретчӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анука тӗлӗнмелле юмах каласа панӑ пек каласа параттӑм.

Помоги переводом

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эп ӑна сӗтеклӗ хурхух тунисем тата-тата пырса параттӑм, ҫемҫе курӑк ҫулҫисем алӑ вӗҫҫӗн ҫитереттӗм.

И Яндул тогда нарывал ей сочного осота и другой мягкой травы и кормил прямо с рук.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӑкӑртатса, мӑшлатса, Аптӑраса ларать вӑл: «Мӗнле вара ку паян? — Хӑй ӑшӗнче ыйтать вӑл, — Халичченех ҫынсене Юмӑҫ пӑхса параттӑм, Суя сӑмах суяйса Улталаса яраттӑм.

Помоги переводом

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хам ӑшӑра эпӗ кун пиркит хӗпӗртерӗм, мӗншӗн тесен Илюхӑн вӑрӑм та лапӑрчӑк чӗрнисенчен хӑрарах параттӑм.

Может быть, к лучшему: мы все побаивались длинных и грязных Илюхиных ногтей, еще вцепится, глаза выдерет.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ нихҫан та вӗсен калаҫӑвне хутшӑнмастӑм, хамран мӗн ыйтнисене кӑна каласа параттӑм.

Я никогда не позволял себе вмешиваться в разговор и только отвечал на задаваемые мне вопросы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем манпа калаҫса ҫав тери хавхаланатчӗҫ, мана вӗсем тӗрлӗ ыйтусем паратчӗҫ, эпӗ вара хам пултарнӑ таран вӗсем мӗн ыйтнине ӑнлантарса параттӑм.

Им доставляло большое удовольствие разговаривать со мной; они задавали мне вопросы, на которые я отвечал как умел.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ король ҫуртӗнче пурӑнаканнисене хӗпӗртесе култарма кашни кунах йӳтӗм тупса параттӑм.

Каждый день я давал повод для веселого смеха при дворе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл манран Европа ҫинчен, унти халӑхсем, вӗсен йӑлисем, тӗнӗсем, законсем ҫинчен, тытӑм йӗркисем, ҫутӗҫ ҫинчен тӗплӗ ыйта-ыйта пӗлетчӗ, эпӗ вара хам пултарнӑ таран пурин ҫинчен те пит тӗплӗ кала-кала параттӑм.

Он подробно расспрашивал меня о Европе, тамошних нравах, религии, знакомых, просвещении, и я по мере сил давал ему обо всем самые подробные сведения.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑш чухне эпӗ ҫӗр ҫине тӑсӑлса выртаттӑм та пилӗк-ултӑ лилипута хамӑн ывӑҫ тупанӗ ҫинче ташлама ирӗк параттӑм.

Иногда я ложился на землю и позволял пятерым или шестерым лилипутам плясать на моей руке.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Юлташсене эпӗ хамӑра кӗтекен йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа параттӑм.

Я рассказывал товарищам о трудностях, которые нас ожидают.

Репетици // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней