Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пирӗн мӗн паллашмалли ара?
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫырулӑх туяниччен ҫак чӗлхесем халӑхшӑн кулленхи пурнӑҫра пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли хатӗр кӑна пулнӑ пулсассӑн, ҫырулӑх тунӑ хыҫҫӑн вӗсем чӑн-чӑн литература чӗлхи, этемлӗхӗн ку чухнехи культурине паллашмалли хатӗр пулса тӑчӗҫ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Хрестук пӗр-пӗринпе ҫапла паллашмалли йӑлана пӗлмерӗ, аптӑраса тӑчӗ, майра:
Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
IТ специалисчӗн профессийӗпе паллашмалли чи лайӑх вӑхӑт вӑл 7—9-мӗш классем тесе шутлаҫҫӗ, маларах пуҫласан та лайӑхрах.
Роботсемпе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%80%d0%b ... %d0%b0cce/
Виҫӗ куна тӑсӑлнӑ слетра пӗлмелли, курмалли, паллашмалли чӑннипех те нумай пулчӗ.
Шыравҫӑсем – слетра // Иван Филиппов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%88%d1%8 ... %80%d0%b0/
Темле пулсан та, ҫак вӑхӑт сирӗнтен кашнийӗншӗнех хӑвӑршӑн ҫӗннине уҫмалли, ҫӗнӗ пӗлӳпе ӑсталӑха тата хӑнӑхӑва ӑша хывмалли, тантӑшсемпе тата педагогсемпе хутшӑнса паллашмалли ытарми тапхӑр шутланать.
Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/01/pozdra ... aeva-s-dne
— Паллашмалли хӑйне майлӑ япала! — кулса ячӗ хӗрача, хӑйӗн ҫумӗнчи вӑтаннипе хӗрелсе кайнӑ ҫамрӑк ҫын ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Мӗн ҫӗнӗрен паллашмалли пур ӗнтӗ унӑн, уйрӑмах ҫамрӑк ҫынсемпе?Куда уж ей пускаться в новые знакомства, да еще с молодыми людьми?
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ача сачӗ вӑл – кирек мӗнле ачашӑн та пурнӑҫпа паллашмалли пӗрремӗш картлашка, унта вӑл хӑйне ыттисен хушшинче тытма вӗренет, ушкӑнри хутшӑну культурине ӑша хывать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Дискуссинче тухса калаҫакансем, экспертсем IX экономика форумӗ регионсем, экспертсем пӗр-пӗрин паха опычӗсемпе паллашмалли, пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантармалли ҫул-йӗре палӑртмалли, регионсен социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине ҫӗклемелли принципсене пурнӑҫа кӗртмелли, кредитсене ҫӑмӑлрах илмелли майсем туса памалли тӗп площадка пулса тӑнине палӑртрӗҫ.
Чӑваш Ен - ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫламалли вырӑн // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
Иккӗшӗ те халӑх йӑлисене пӑхӑнса ӗҫленӗрен вӗсен пӗр-пӗрин опычӗпе паллашмалли пурах.
Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
- 1