Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

паллах сăмах пирĕн базăра пур.
паллах (тĕпĕ: паллах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах, ҫав аскӑнлӑха — витӗнтернӗ; паллах, — вӑл кичем, мӗншӗн тесен вӑл та «халӑхшӑн».

Конечно, он прикрыт, и, разумеется,— он скучен, он ведь тоже «для народа».

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Паллах, паллах.

— А ну да, конечно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Паллах ара, паллах, — тӑна кӗнӗ пек пулчӗ завуч.

— Да-да, конечно! — словно опомнилась завуч.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Паллах, паллах, Сима! — сиксе ӳкрӗ Амед.

— Конечно, конечно, Сима! — встрепенулся Амед.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах, паллах, Тамара.

Конечно, конечно, Тамара.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ну, паллах, эпӗ ҫав мӗскӗн сыснана хапха патне хӑваласа пытӑм.

Ну, конечно, погнал я эту несчастную свинью.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Паллах, машинӑсем тата туртӑм вӑйӗ туянма вӗсене нумай вӑхӑтлӑха кивҫен параҫҫӗ.

Им, конечно, дают долгосрочные кредиты на покупку машин и тягла.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Иккӗмӗш кулакӗпе мӗн тумалли паллах: ҫӗр те ҫиччӗмӗш статья пар та ӑна — ӗҫӗ те пӗтрӗ.

Со вторым кулаком дело ясное: сто седьмую статью ему — и крышка.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Паллах, генералӑн! — терӗ халӑх хушшинчи сасӑ.

— Вестимо, генеральская! — говорит голос из толпы.

Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.

Паллах, ку кулӑшла та ухмахла.

Конечно, это смешно и глупо.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

«Паллах, кунта кичемлӗх текен вараланчӑк шӑпӑр шӑлса пуҫтарнӑ ҫак ирсӗрсем хӑйсен пророкӗсенчен те мӑшкӑлласа кулма пултараҫҫӗ, — ҫапла илтнӗччӗ эпӗ асатте-слонсенчен.

«Конечно, эта сволочь, сметенная сюда грязной метлой скуки, способна издеваться и над пророками своими,— как слышал я от стариков слонов.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Апла пулсан, паллах, тӗллевӗ тӑкак тӗшне тӑрать…

Тогда конечно — цель оправдывает средства…

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Паллах — илсе килетӗп!

— Конечно — принесу!

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

— Ку вӑл сирӗн кӑмӑлӑра каять пулсан, эсир ҫынсене тӗрмене хупса лартма юрататӑр пулсан, — паллах ӗнтӗ!

— Если это вам нравится, синьор, если вы любите сажать людей в тюрьму, то — конечно!

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн: — Эпир санпа ҫакӑнтан фонтан патне ҫитиччен каллӗ-маллӗ виҫӗ хут чупса килӗпӗр, — терӗ, сӑмахне малалла тӑсса, — пӗр канмасӑр, паллах

И, подумав, предложила: — Мы пробежим с тобою отсюда до фонтана трижды туда и обратно, не отдыхая, конечно…

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Амӑшӗпе Нина хушшинчи кӗвӗҫӳ малтанлӑха, паллах, ним чухлӗ те палӑрса каймарӗ — хӗрӗ хӑйне сӑпайлӑ тыткалатчӗ, ҫут тӗнчене куҫхупаххи витӗр ҫеҫ пӑхатчӗ те арҫынсем умӗнче ирексӗртерех кӑна ҫӑвар уҫатчӗ, анчах амӑшӗн куҫӗсем ҫӑткӑнрах та ҫӑткӑнрах пӑхма тытӑнчӗҫ, сассине хаярлатнӑҫем хаярлатакан пулчӗ.

Разумеется, сначала не заметно было и тени соперничества между матерью и Ниной, — дочь вела себя скромно, бережно, смотрела на мир сквозь ресницы и пред мужчинами неохотно открывала рот; а глаза матери горели всё жадней, и всё призывней звучал ее голос.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Лешӗ, паллах, куҫне мӑнтӑр питҫӑмарти ӑшне путарса, каҫса кайсах кулнӑ пулас.

Он, разумеется, хохотал, спрятав умные глазки в красный жир своих щек.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Унӑн пурнӑҫне хӗрарӑмсенчен пурте кӑмӑллатчӗҫ теме ҫук, арҫынсем те, паллах, пурте мар, анчах та — ырӑ чӗреллӗскер — вӑл авланнисене тивместчӗ кӑна та мар, вӗсене час-часах арӑмӗсемпе мирлештеретчӗ, — вӑл ҫапла калатчӗ: — Хӗрарӑма пӑрахрӗ пулсан, эппин, вӑл юратма пӗлмест… — тетчӗ.

Не все женщины были довольны ее жизнью, и мужчины, конечно, не все, но, имея честное сердце, она не только не трогала женатых, а даже часто умела помирить их с женами, — она говорила: — Кто разлюбил женщину — значит, он не умеет любить…

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Фонтан, паллах, ӗлӗк мӗнле пулнӑ, ҫаплипех юлнӑ; вӑхӑт шунӑҫем саралса пырса, вӑл ютран килнӗ ҫынсене хӑйӗн илемӗпе малашне те пайтах тӗлӗнтерӗ, — мрамортан туса лартнӑ ачасем ватӑлмаҫҫӗ, вӑййисенче те ывӑнмаҫҫӗ.

Фонтан, конечно, остался доныне таким, как был всегда; всё более желтея от времени, он долго будет удивлять иностранцев забавной своей красотою, — мраморные дети не стареют и не устают в играх.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Пире материк патне юхтарса ҫитернӗ-мӗн, Амальфи леш енне — ют вырӑн, анчах, паллах, хамӑр ҫынсем — вӗсем те пулӑҫсем, кун пек ҫил-тӑвӑл вӗсене тӗлӗнтерсе пӑрахмасть, анчах кӑмӑлӗсене тата ырӑрах тӑвать: хӑрушлӑхра пурӑнакан ҫынсем яланах ырӑ кӑмӑллӑ!

Нас принесло к материку, за Амальфи — чужое место, но, конечно, свои люди — тоже рыбаки, такие случаи их не удивляют, но делают добрыми: люди, которые ведут опасную жизнь, всегда добры!

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней