Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

палламарӗ (тĕпĕ: палла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана е палламарӗ, е калаҫасшӑн пулмарӗ.

Помоги переводом

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Анчах хӑй палламарӗ пулас мана.

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Палламарӗ пиччӗшне.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Те палларӗ мана, те палламарӗ — каллех ман прораб кам пулни пирки ыйтать.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗрарӑм палламарӗ ӑна.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

…Яла кӗрсен, ӑна, вӑрӑм кунчаллӑ сӑран атӑ, ҫӗнех мар хура шӑлавар тата хӗвелпе чылаях тӗссӗрлене пуҫланӑ хӑмӑр тӗслӗ ҫӳхе пиншак тӑхӑннӑ ҫынна, никам та палламарӗ пулас — хирӗҫ пулакансем пӗри те чӗнни пулмарӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Укаслӑва та, Ишмука та, Атлая та, Тимофей-хусаха та палламарӗ вӑл.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ытти тӗкӗрҫӗсем пурте Ҫавал тӑрӑхӗнчи чӑвашсем иккен, Иливан вӗсене пӗрне те палламарӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл мана палламарӗ, эпӗ ӑна палларӑм…

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй сассине хӑй палламарӗ таркӑн: ытла та мӗскӗннӗн илтӗнчӗҫ ун сӑмахӗсем.

И не узнал своего голоса: уж очень жалобно прозвучали его слова…

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл тата кӑвакарсарах кайнӑ, лӳппертерех пулса кайнӑ, ирӗлсе пӗтнӗ пек туйӑнать; вӑл мана палламарӗ, ним чӗнмесӗр аяккалла ҫавӑрӑнчӗ те куҫӗсене хупрӗ.

Он стал ещё более серым, вялым, тающим; он не узнал меня, отвернулся молча и закрыл глаза.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Анчах Гарик палламарӗ вӗсене.

Но Гарик не узнал его.

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Анчах вӑл мана палламарӗ пулас!

Но она, кажется, даже не узнала меня!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Эпӗ кунта выртакан Космодемьянский патне килнӗччӗ, — астутартӑм эпӗ, вӑл мана палламарӗ пуль тесе.

— Да я к больному Космодемьянскому, — напомнила я, думая, что он меня не узнал.

Xуйxӑ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Тӑртанса кайнӑ, пӑтранчӑк куҫӗсемпе вӑл хӑй йӗри-тавра йӑтӑнса выртакан аслӑ тӗнче ҫине ӑнланмасӑр пӑхрӗ, унччен пӗлнӗ ҫынсене те палламарӗ, сӑнӗпе ҫав тери ӳсӗр е хӗне кайнӑ чиртен тин ҫеҫ сывалакан ҫын пек курӑнса ҫӳрерӗ.

Ошалелыми припухлыми глазами непонимающе глядел на разостланный вокруг него мир, знакомых не узнавал, глядел, как сильно пьяный или только что оправившийся от изнурительной болезни.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах старик, ача ҫине пӑхса илчӗ те, палламарӗ курӑнать.

Но дедушка посмотрел на мальчика, как видно не узнавая.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— хӑйне хирӗҫ утакана ҫӗр проценчӗпех ҫирӗппӗн палламарӗ пулин те, ҫапах ача чухне пӗрле выляса ӳснӗ Тамарах пулӗ ку тесе Зоя та хирӗҫ утрӗ.

– Зоя не была в этом уверена на сто процентов, но ей хотелось, чтобы эта женщина оказалась её подругой детства.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней