Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку сӗтел умӗнче чи йышлӑ ушкӑн ларать: ҫыхса тунӑ ҫӗнӗ архалук тӑхӑнса янӑ ҫамрӑк та уссисӗр офицер чейнике вӗретнӗ шыв тултарать (архалукне хӗрарӑм халатӗнчен тунӑ, пулас, вӑл); пӳлӗм кӗтессисенче, унта та кунта, тата тепӗр тӑватӑ офицер лараҫҫӗ, леш офицер пекех, пурте ҫамрӑкскерсем хӑйсем: вӗсенчен пӗри, пуҫ айне темӗнле кӗрӗк хунӑ та, диван ҫинче ҫывӑрать; тепри, сӗтел умӗнче тӑраканни, сӗтел хушшинче ларакан алӑсӑр офицере така ашӗ касса парать.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Офицер повозкин чарӑнса тӑма тӳр килчӗ, ҫул ҫинче ҫӑра пӗлет евӗр тусан ҫӗкленчӗ, офицерӗн куҫӗсене, хӑлхисене кӗре-кӗре тулчӗ вӑл, тарланӑ пичӗ ҫине ларма тытӑнчӗ, офицер вара, тусан кӗресрен, куҫӗсене хӗссе, пит-куҫне чалӑштаркаласа, чирлисемпе аманнисене пӗр пӑлханмасӑр, сиввӗнрех пӑхса ирттере-ирттере ячӗ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл ӑна хӑй медаль мӗнле илни ҫинчен каласа пачӗ, генерал мӗнле калаҫнине тата хӑй ҫине акӑлчан офицерӗ темле катемпи майлӑрах пӑхса тӑнине шӳтлӗн хуҫкаланса туса кӑтартрӗ, унтан Натальйӑна, унпа темскер каварлашнӑ пек, чеен куҫ хӗсрӗ те кӗҫех анӑ хӑйне те, Дарйӑна, георги медалӗпе наградӑланӑскерне, офицер арӑмӗ пулнине кура офицер чинне парасси тата ватӑ казаксенчен пуҫтарнӑ сотня командирӗ тӑвасси ҫинчен Дуняшкӑна ним суйман пек ӗнентерме тытӑнчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Господин офицер… сехет, господин офицер!.. — еврей халӗ кӑна ҫитсе тӑнӑ офицерсем еннелле хӑйӗн хӗрлӗрех илемлӗ питне ҫавӑрчӗ те куҫӗсене хӑвӑрт мӑчлаттарса уҫса хупрӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
15:00 сехетре сире пурсӑра та «ГИПЕРТЕКСТ» литература премийӗн хӑтлавӗнче тата Сергей Ефимов поэтпа, офицерпа, «Литература хаҫачӗн» харӑсах икӗ преми лауреачӗпе йӗркеленӗ пултарулӑх тӗлпулӑвӗнче (Офицер сӑввисем) кӗтетпӗр.
Юпан 7-мӗшӗнче «Литература хаҫачӗн» пултарулӑх бригадипе тӗлпулу иртӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36189.html
— Сана пит килӗшет, Миша, офицер форми: cavaler galant! — тин ҫеҫ хирӗҫ пулнӑ офицера Миша честь панине курнӑ хыҫҫӑн каларӗ Соня.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тухнӑ чух Регард паллӑ мар офицерпа тӗл пулчӗ, пуҫ тайӑмпа ҫырлахса алӑкран тухрӗ, офицер вара юлнӑ ҫынсен йышне лекрӗ.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вокзал умне ҫитсе тӑрсанах, Шевчукпа Будник, офицера шухӑшласа тӑма памасӑр, унӑн чемоданӗсене, вӗсемпе пӗрлех хӑйсен «чемоданне» те ярса тытнӑ та: — Ан чӑрманӑр, пан офицер, хамӑрах пулӑшӑпӑр, — тесе вокзал ӑшнелле кӗрсе кайнӑ.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Генерал сӗтел патӗнче тӑракан офицер ҫине пӑхса илчӗ; офицер генерал ҫине пӑхрӗ.Генерал глянул на стоявшего у стола высокого офицера; офицер глянул на генерала.
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ку ӗҫ татах та тарӑна кӗрсе кайрӗ, мӗншӗн тесен Кожанов кадровӑй офицерччӗ, чылайранпа ӗнтӗ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпах, вӑл капитанччӗ, эпӗ ӗнтӗ ҫамрӑк офицер кӑна.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Санитарӑн аллисем офицер пуҫӗ тавра ҫаврӑнса илеймесӗрех чарӑнса ларчӗҫ, офицерӗ вара, ҫыххине тӳрлетме тесе аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗскер, ҫӑлӑнӑҫ тархасласа ыйтнӑ пек, епле ҫӗкленӗ ҫаплах хытса кайрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хыҫалти ларкӑчӗ ҫинчен тӑлмачӑ сиксе аннӑ, тимӗр кӳминчен офицер тухнӑ, Ульяна ҫав офицер Решетиловскри комендант иккенне палласа илнӗ.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
— Ырӑ пике, арестлейӗ ҫынпа ют ҫӗршыв чӗлхипе калаҫма юрамасть, — тесе пулчӗ ун сӑмахне офицер, анчах Джули, офицер сӑмахне итлемесӗр, ҫаплах акӑлчанла каласа ятлаҫрӗ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Халь ӗнтӗ вӑл салтак шашки ҫине офицер темлякне тӑхӑнтартнӑ, папахӗ ҫине офицер кокардине ҫыпӑҫтарнӑ, погонӗ ҫине те сарлака ылтӑн лента ҫӗлесе хунӑ.
VIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Володя хӑйне хӑй именерех, йӑваш та ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын пек тыткаланӑран-и тен, Влангпа вӑл ялан офицерпе калаҫнӑ пек калаҫнӑ, ӑна вӑл, пӗчӗк ачана хӑваланӑ пек, унта-кунта чуптарса хӑшкӑлтарман, е вӑл чипер сӑн-сӑпатлӑ пулнӑран ытарайманни ӑна Вланга, ҫапла чӗннӗ ӑна салтаксем, Вланга тенӗ, темшӗн-ҫке-ха вӗсем ун хушаматне хӗрарӑм хушамачӗ пек вӗҫлесе каланӑ, анчах та вӑл хӑйӗн кӑмӑллӑ та пысӑк, ухмахла пӑхакан куҫӗсене ҫӗнӗ офицер ҫинчен илмен, унӑн мӗн-мӗн тӑвас кӑмӑлӗ пуррине малтанах сиссе пӗлсе тӑнӑ, пӗрмаях темӗнле юратупа хавхаланса ҫӳренӗ вӑл, паллах ӗнтӗ, офицерсем ҫакна сиснӗ те унтан кулма тытӑннӑ.
18 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Батарейӑри аслӑ офицер, капитан, хӗрлӗрех ҫӳҫ-пуҫлӑ ҫӳллех мар арҫын, ҫамки ҫинерехри ҫӳҫӗ, ун вирелле тӑрать, тӑнлавӗсем яп-яка, вӑл артиллери ӗҫӗнчи мӗн авалран пыракан йӑласене вӗренсе ӳснӗ офицер, дамӑсен кавалерӗ тата ученый та пулас.
18 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑйсен полкӗнчех тӑнӑ хӑрах алӑсӑр офицер ӑна, ҫак икӗ кун хушшинче пирӗн унта офицерсем кӑна 17-ӗн катӑлчӗҫ тесен, вӑл шурсах кайрӗ, сасси те пӗтсех ларчӗ ун.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗтӗмӗшпе илсен, Козельцов, хӑй лайӑх офицер тата чӑн-чӑн фронтовик пулнӑ май, штабри офицерсене юратман, вӗсем ҫине вӑл тарӑхса пурӑннӑ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Диван ҫинче ҫывӑракан ҫамрӑк офицер ури вӗҫӗнче хулӑн туталлӑ ҫамрӑк докторпа нимӗҫ сӑнарлӑ артиллерист укҫа шутласа лараҫҫӗ, ҫывӑракан офицер ури ҫинех хӑпарса ларнӑ, тейӗн вӗсене.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Полка кайма тухнӑ офицер, — Козельцов поручик, ыттисем пек мар, уйрӑммӑнах расна офицер пулнӑ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.