Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗрме ҫыннисем ӗҫленӗ обӳекта ӑнсӑртран лексен пирӗн отделенин ачи, мӑкшӑ, маларах ӗҫленӗ урккӑсем хӑйсен «юлташӗсем» валли «сухпаек» текен апатлӑ, чейлӗ, сигаретлӑ пакет (НЗ) ӑҫта пытарма пултарни ҫинчен мана вӗрентсе тупса кӑтартнине те каларӑм.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Охраннӑй отделенин агенчӗн юнӗпе вараланнӑ пӳрнисене пӗрин хыҫҫӑн теприне тимлесе шӑлса тасатнӑ алшӑллине хӑвӑрт сирсе пӑрахрӗ.
V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хам ӗҫлекен отделенин начальникӗ мана курсанах сиввӗн пӑхса илессине эпӗ пӗлетӗп, ҫавӑнпа департамента кайман та пулӑттӑм.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Ҫак минутсенче иккӗмӗш отделенин пӗр салтакӗ, кӑмака ҫумне сарнӑ улӑм ҫинче салхуллӑн маччана пӑхса выртаканскер, авалхи кивӗ юрра хӑйне евӗр кӗвӗпе кӗтмен ҫӗртен юрласа ячӗ.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Стрелоксен отделенин командирӗ пулнӑ вӑхӑтра Андрей Лопухов ноябрӗн 7-мӗшӗнче улшӑннинчен те ытларах улшӑнчӗ.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
- 1