Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анне кутамккуна панулми ху йӑтмалӑх ҫеҫ хур, нумай хурсан хӑвна хӗн пулать терӗ те, манӑн вара нумайрах хурас килчӗ, нумай панулми пулсан укҫи те нумай пулать.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
«Испаньола» каютинче те начар мар-ҫке: хӗҫпӑшалсем нумай, вӑрҫӑ хатӗрӗсем нумай, ӗҫме-ҫиме нумай, чаплӑ эрехсем те нумай.
XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ӑшӑ нумай пулсан, пурӑнакан, ҫӳрекен те нумай; ӑшӑ пит нумай пулсан, пурӑнакан, ҫӳрекен те пит нумай.Много тепла — много движенья; очень много тепла — и очень много движенья.
Ӑшӑ — хӗвелте // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Эпӗ нумай ҫул ҫӳрерӗм, нумай куртӑм, нумай пурӑнтӑм, аса илмеллисем чылай, — терӗ вӑл, Горевӑна нумай лайӑх япаласем ҫинчен каласа кӑтартма хатӗрленнӗ пек.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӗллехи ҫӑлтӑрсемлӗ каҫа вӑл нумай, нумай хут курнӑ, анчах паянхи пекки пулман-ха, Верблюд-гора тата унӑн тӗксӗм мӗлки ҫине ҫӗрле нумай, нумай хут пӑхнӑ вӑл, анчах сӑрт-тусен паянхи пек тӗлӗнмелле илемлӗхне курман пек туйӑнать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах эпӗ, тӗрӗссипе каласан, санпа нумай ҫулсем иртсессӗн тин тӗл пуласса, хам ирӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнса курасса, нумай ӗҫлессе, нумай юратасса, нумай юрласса, тӗнче тӑрӑх ҫӳрессе шаннӑччӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
«Ҫак статьян 2-мӗш пайӗн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ ҫынсене нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра хваттер евӗр паракан пурӑнмалли пӳлӗмсен пӗтӗмӗшле шучӗ нумай хваттерлӗ ҫав ҫуртри хваттерсен пӗтӗмӗшле шучӗн 25 процентӗнчен ытла пулма пултараймасть, 10 пин ҫынран сахалрах халӑх пурӑнакан вырӑнсене, ҫавӑн пекех нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи хваттерсен шучӗ вуннӑран сахалрах нумай хваттерлӗ ҫуртсене шутламасӑр.»;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №22 от 07 марта 2019 г.
Кама нумай панӑ, унран ыйтасса та нумай ыйтӗҫ; кама нумай шанса панӑ, унран шырасса та нумай шыраса илӗҫ.И от всякого, кому дано много, много и потребуется, и кому много вверено, с того больше взыщут.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ нумай ачаллӑ ҫемьесен «Нумай ачаллӑ Чӑваш Ен» форумне, ачасемпе ҫамрӑксен «Медиавзлет» регионсен хушшинчи медиапроектсен фестивальне, «Ялта чи лайӑххисем» пултарулӑх ӗҫӗсен конкурсне, тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен «Ачалӑх ҫӑлтӑрӗсем» пултарулӑх фестивальне тата ытти нумай мероприятие хутшӑнчӗҫ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Вӑл нумай курнӑ, нумай пӗлет, унран эпӗ те нумай вӗрентӗм.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Кунта та ҫаплах ӗнтӗ вӑл: нумай алӑ, нумай пуҫ, нумай ӑс кирлӗ.
«Ытлашши ҫӑвар» ятлӑ кино ӳкерес килет // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... eres-kilet
Тӗлӗнмелле япала: Прохор Палыч хулана пырса кӗнӗ те, вӑл ӑна темле ют хула пек, хӑй нумай ҫулсем хушши тӑван йӑва вырӑнне шутласа пурӑннӑ, хӑй нумай организацисемпе учрежденисене ҫирӗплетнӗ, хӑйне нумай ҫулсем хушши асӑнмалла туса хӑварнӑ хула пек мар туйӑннӑ.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Ҫав ҫулсенче пулса иртнӗ нумай ӗҫсене аса илме, вӑрҫӑра пӗтнӗ нумай юлташсене хӗрхенсе илме, нумай ӗҫсемшӗн савӑнма пулать, анчах та эпӗ малтанхи ҫулсенченех астӑвакан ҫак йывӑҫсене питӗ юрататӑп.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Санӑн курас пултарулӑху виҫӗ хут ӳснӗ, эсӗ виҫӗ хут лайӑхрах илтетӗн, эсӗ — юмахри пек нумай куҫлӑ, нумай хӑлхаллӑ, нумай алӑллӑ ҫын, эсӗ паттӑр: эс пурне те пӗлетӗн, эс пурне те пултаратӑн!
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анне мана ҫавӑн пек кая юлса таврӑннӑшӑн ятлама тытӑнчӗ, анчах эпӗ ӑна: халӗ вӑхӑт ытлашши нумай иртмен-ха, терӗм, мӗншӗн тесен халӗ кӗр, кӗркунне яланах ир тӗттӗмленет, ҫуллахи вӑхӑтра пулнӑ пулсан, никам та вӑхӑт нумай иртнӗ темен пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ҫулла кунсем чылай вӑрӑмрах, ку вӑхӑтра ҫутӑ пулнӑ пулӗччӗ-ха, пурне те халӗ вӑхӑт нумай иртмен пек туйӑнӗччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Циклонсемпе кӗрешсе нумай вӑхӑт, нумай горючи тата нумай вӑй пӗтертӗмӗр, анчах эпир кунта пуринчен малтан вӗҫетпӗр.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ку шухӑш малтанлӑха кулӑшла туйӑннӑ, анчах Райтсем вӑл шухӑш патне ҫитиччен нумай ӗҫленӗ, нумай шутланӑ, нумай тӗплӗ сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн пырса тухнӑ.
11. Пӗрремӗш планер // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Ку вӑйӑра чупкалама нумай лекет, тӳсӗмлӗх нумай кирлӗ, тата пӳскене (мечӗке) хӑваласа пыракан йывӑр туяпа ҫавӑркалама нумай вӑй кирлӗ.
4. Хут ҫӗленсем, бейсбол, шинни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
— Тӑшман хупӑрласа илнӗ Севастопольре, паллах, ҫын нумай, ҫавӑнпа ӗнтӗ чапа е мухтава тухас кӑмӑл та нумай, урӑхларах каласан, аристократсем те нумай кашни аристократе аристократ маррин пуҫӗ ҫинче минутсерен вилӗм ҫакӑнса тӑрать пулин те ҫавах вӑл.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Маттур командир Гусев та, Корчагин та хӑйсен батальонӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ, вӗсем уншӑн нумай вӑй хунӑ тата нумай вӑхӑт ирттернӗ, ҫавӑнпа халь вӗсем хӑйсене шанса панӑ чаҫшӗн пӗрре те пӑшӑрханман.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.