Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

нихҫан сăмах пирĕн базăра пур.
нихҫан (тĕпĕ: нихҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ часах ҫак икӗ аслӑ ҫын хӑйсен произведенийӗсене ӑнлантарса паракансене нихҫан та курманнине тата вӗсем ҫинчен нихҫан та илтменнине пӗлтӗм.

Я скоро заметил, что оба великих мужа никогда не видели и ничего не слышали о своих толкователях.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпир нихҫан та харкашман, нихҫан та нимӗн те пулман пек пултӑр.

Как будто этого не было.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Унта йӗри-таврах халӑх вӗсемпе пӗрле, Рувим, сире те лайӑхрах пулать, сывлама та, ирӗк пулать, эпир ӗмӗтленнӗ телей ҫӗнтерӳ илсе килекен тӑван ҫӗршывра пулать, эсир ӑна хӑвӑр Палестинӑра нихҫан та, нихҫан та шыраса тупас ҫук…

Там кругом народ будет с ними, Рувим, и вам лучше будет, и дышать, и свобода, и счастье, о котором мы мечтали, будет на родине, с которой вы никогда и никогда не отыщете его в своей Палестине…

III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Урӑх нихҫан та… нихҫан та кун пек намӑс курмалла тумӑпӑр!

Никогда больше… не допустим больше такого позора!

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Большевиксем нихҫан та ҫапӑҫусӑр парӑнмаҫҫӗ, вӗсем нихҫан та ҫӗнтерӳ шанчӑкне ҫухатмаҫҫӗ.

Большевики никогда не сдаются без боя, никогда не теряют надежды на победу.

19. Ҫунакан самолёт ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пирӗн ҫӗршывра вӗсем хӑйсем халиччен нихҫан та, нихҫан та курман хаярлӑхпа тӗл пулчӗҫ.

В нашей стране они встретили такое сопротивление, какого никогда и нигде не встречали.

7. Инҫетри тыла // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫлӗхе туса пыма, ыттисен пурнӑҫне сыхламашкӑн унӑн пурнӑҫӗ кирлӗ пулсан, вӑл хӑйне нихҫан та хӗрхенсе тӑмасть, юлташне нихҫан та сутмасть, ӑна тӑшман аллине тытса памасть.

А если требуется для выполнения долга перед Родиной, для сохранения многих жизней, он никогда не пожалеет своей жизни, никогда не продаст и не выдаст товарища.

Присяга // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Санӑн йӑлтӑр куҫна тек кураймӑп эпӗ, эсӗ ачашлӑн йӑл кулнине урӑх нихҫан та кураймӑп, юратнӑ пиччемҫӗм, санӑн янравлӑ сассуна тек нихҫан та илтеймӗп.

Я больше не увижу твоих сияющих глаз, никогда не увижу твоей нежной улыбки, никогда не услышу твоего звонкого голоса, мой любимый брат.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Манӑн ун пек ят нихҫан та пулманнине пӗтӗм Миргород повечӗ пӗлет, ун пек ят манӑн нихҫан пулас та ҫук.

Тогда как известно всему Миргородскому повету, что сим гнусным животным я никогда отнюдь не именовался и впредь именоваться не намерен.

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

— Ҫук, нихҫан та, нихҫан та пӑрахмӑп!.. — кӑшкӑрса ячӗ фракиец.

— О, никогда! никогда не покину! — воскликнул фракиец.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫакӑ йӑлтах нихҫан та халиччен кун пек савӑнӑҫлӑ та хитре пулман пек, Костьӑшӑн нихҫан та ку тери лайӑх пулман пек туйӑнать.

Никогда это не казалось таким радостным и красивым, никогда так хорошо и радостно еще не было Косте.

Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пусмӑрти ҫынсем нихҫан та канӑҫлӑх тупаймӗҫ тесе, ҫуккисем нихҫан та ҫӑкӑр илеймӗҫ тесе, этемлӗх икӗ лагере — кашкӑрсемпе путексем ҫине, ҫӑткӑнсемпе ӗҫченсем ҫине пайланса тӑмалла тесе аслӑ турӑсемех ҫырса хӑварнӑ-ши вара?

Возможно ли, чтобы в заветах великих богов было начертано, что угнетенные никогда не будут знать покоя, что неимущие всегда будут лишены хлеба, что земля всегда должна быть разделена на два лагеря — волков и ягнят, пожирающих и пожираемых?

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Каҫхи апат уншӑн пурнӑҫра нихҫан пулман пек тутлӑ туйӑнчӗ, вӑл какая васкамасӑр чӑмларӗ, ҫӑкӑрне малтан вакларӗ, — кун пек нихҫан та хӑтланманччӗ вӑл, — йӳҫӗтнӗ пӑрӑҫ ҫирӗ, каллех фляжкӑран сыпа-сыпа илчӗ.

Этот ужин, казалось ему, был самым вкусным в его жизни, и он жевал нарочно медленнее, разрезая хлеб на маленькие кусочки, чего никогда ранее не делал, закусывал моченым перцем и снова запивал ракией.

40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хӗр-тарҫӑсен пӳлӗмне нихҫан та, нихҫан та кӗместӗп, ун ҫывӑхӗнчен иртсе те каяс мар тесе тӑрӑшатӑп; виҫӗ ҫултан хам тӗллӗн пурӑнма тытӑнатӑп та кирек епле пулсан та авланатӑп.

Никогда, никогда не буду ходить в девичью, даже буду стараться не проходить мимо; а через три года выйду из-под опеки и женюсь непременно.

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан урама сиксе тухрӑм, Антон Семенович чӳречи ҫине пӑхрӑм та тупа тунӑ пек каларӑм: нихҫан та, нихҫан та, никамӑнне те нимӗн те илместӗп!

Потом выскочил на улицу, поглядел на окошко Антона Семеновича и сказал, как клятву: никогда, никогда ни у кого ничего не возьму!

36 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Ҫакна ҫисе пӑх, эсӗ нихҫан та, нихҫан та канихвет ҫисе курман пулӗ-ха!

— Съешь это — ты, наверное, никогда-никогда не пробовал конфет!

Тӗлӗнмелле американец // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вӗсем нихҫан та пӗрле выляман пекех ҫухалса кайрӗҫ: Сергей Стеклов ҫакӑн пек хӗрелнине, ҫӳҫӗ-пуҫӗ ҫакнашкал, арпашса кайнине эпӗ нихҫан та курманччӗ-ха.

Они так растерялись, словно ни разу вместе не играли; никогда еще я не видал Сергея Стеклова таким красным и взлохмаченным.

23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Эпир горн чӗннӗ тӑрӑх пухӑнаттӑмӑр, хамӑр пухусене нихҫан та кая юлса пымастӑмӑр, ҫав пухусенче нихҫан та пӗр минутран ытла калаҫмастӑмӑр: утмӑл минут хушшинче утмӑл шухӑш ҫинчен каласа пама пулать, тетчӗ Антон Семенович.

Мы собирались по зову горна, никогда не опаздывали на свои собрания и никогда не говорили на этих собраниях больше одной минуты: за шестьдесят секунд можно высказать шестьдесят мыслей, говаривал Антон Семенович.

8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Апла вӑл хӑйӗн ашшӗне нихҫан та, нихҫан та курман! — пӗтӗм ял илттӗр тенӗ пек хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ Эттай.

— Так это выходит, что он никогда, никогда не видел своего отца! — выкрикнул Эттай, да так громко, словно хотел, чтобы его услыхал весь поселок.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Нихҫан та, Петроград рабочийӗсем нихҫан та улталаман, командир юлташ.

— Никогда. Петроградские рабочие никогда не подводили, товарищ командир.

XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней