Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр темле партизан, нимӗҫ офицерӗн формине тӑхӑннӑскер, Ровно хулинче нимӗҫсен сехрисене хӑпартса ҫӳрет имӗш: тӑр кӑнтӑр кунӗнчех, урам хушшинчех, нимӗҫсен пысӑк пуҫлӑхӗсене вӗлере-вӗлере хӑварать, нимӗҫсен генералне вӑрласа тухса кайнӑ.
Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Нимӗҫ пропаганди Ленинград нимӗҫсен аллинче ӗнтӗ, Сталинград та нимӗҫ ҫарӗсем хӗснине чӑтса тӑрас ҫук, Хӗрлӗ Ҫара ҫапса аркатнӑ, тесе ӗнентеретчӗ.
Тупа // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
— Фатых, эсӗ пӗлетӗн-ха, нимӗҫ агенчӗсем хӗтӗртнипе Крым тутарӗсенчен чылайӑшӗ нимӗҫсем тунӑ тӑшманла отрядсене кӗнӗ, вӗсем нимӗҫсен ҫарӗсемпе пӗрле Хӗрлӗ Ҫара хирӗҫ, партизансене хирӗҫ ҫапӑҫаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пур ҫӗрте те, ӳксе вилнӗ лашасем пек, ҫунса ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ нимӗҫ танкӗсем йӑваланса выртнӑ; нимӗҫ тупписем хӑйсен кӗпҫисене пленныйсем аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ пек ҫӗкленӗ; вилнӗ нимӗҫсем кукӑрӑлкаласа хытса выртнӑ, вараланчӑк хӗрлӗ ҫӳҫӗсем ҫӗр ҫумне шӑнса ларнӑ ӗнтӗ, лапчӑтса хунӑ каскӑсенче пӑр шӑнса ларнӑ.
10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Хресченсенчен пухӑннӑ отрядсем, пытанса ларса пулеметсемпе персе, нимӗҫсен батальонӗсене аркатнӑ, ялта ҫӗр выртма чарӑннӑ нимӗҫ разъезчӗсем ирхинеччен нимӗн сас-хурасӑрах ҫухалнӑ, нимӗҫсенчен туртса илнӗ винтовкӑсемпе хӗҫпӑшалланнӑ хресченсем партизанла ҫапӑҫма кайнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Шӑнса хытнӑ юр ҫине юхакан юн вӑл — Олёна Костюкӑн уринчен юхман, вӑл — нимӗҫсен чышкисене пула, нимӗҫсен атти айӗнче, нимӗҫ хурахӗсен пусмӑрӗ айӗнче пӗтӗм ял юн юхтарни пулнӑ.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Нимӗҫ «мессерӗсем» хушӑран-хушӑ пирӗн колоннӑсем ҫинчен аялтанах пулеметсемпе шатӑртаттарса иртеҫҫӗ пулсан та, нимӗҫ артиллерийӗ ҫине-ҫинех перет пулсан та, пирӗн салтаксем хушшине урӑх тум тӑхӑннӑ власовецсемпе бандеровецсем ытларах та ытларах килсе ере пуҫларӗҫ пулсан та, пынӑ ҫӗртех-и унта е самантлӑха котелоксем умне апата ларнӑ вӑхӑтсенче-и — салтаксем тем те пакӑлтатаҫҫӗ, шӳтлеҫҫӗ, ассӑн та сывлакалаҫҫӗ, сӑмах май тенӗ пек, нимӗҫсен пулас хӑрушӑ хӗҫпӑшалӗ ҫинчен калаҫкалаҫҫӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Хӑш чухне пехота иртсе кайнӑ, вара салтаксем калаҫни ҫав тери ҫывӑхра илтӗннӗ — алла тӑсас пулсан нимӗҫе ярса тытассӑн, нимӗҫ пит-куҫне пырса перӗнессӗн, нимӗҫ ҫӑварӗнчи сигарет кӑварӗпе алла пӗҫерттерессӗн туйӑннӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вӑл пӗр самантрах ҫакна тавҫӑрса илнӗ: халь вӗсене виҫӗ нимӗҫ ҫеҫ курнӑ чухне унӑн хӑй енчен ҫапӑҫӑва хутшӑнма нимӗнле сӑлтав та ҫук, ҫывӑхри ращана ҫитсе кӗрсен вара — тен унта нимӗҫсем вуҫах та ҫук пуль, — ку виҫӗ нимӗҫ кая юлса тревога ҫӗклес пулсан та, разведчиксен хӑтӑлма шанчӑк пур, Травкин ҫавӑн пекех тарма та шутламан.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Травкин, нимӗҫсен траншеисемпе йӗплӗ пралук картисем ҫине тинкерсе пӑхса, ҫӗр пичӗ ҫинчи пысӑк мар лупашка-тӗмескесене, нимӗҫ пулемёчӗсем ӑҫталла пенине тата нимӗҫсем сайра-хутран ҫыхӑну ҫулӗсем тӑрӑх ӑҫталла иртсе ҫӳренисене хӑй пуҫӗнче ҫырса ҫирӗплетсе хума тӑрӑшнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
— …Ҫапла, ҫӑмӑлах пулмасть пулас нимӗҫсене фронтра, — терӗ Ерофей Кузьмич, сивӗсенче тата ҫил-тӑмансенче машинӑсемпе куҫса ҫӳресси йывӑрри ҫинчен, нимӗҫ ҫарӗ ӑшӑ тумтирпе мӗнле тумланни ҫинчен, пирӗн красноармеецсем сивве нимӗҫсенчен ытларах хӑнӑхса ҫитни ҫинчен хӑй шухӑшӗсене каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Танксем урамсем тӑрӑх тупӑсемпе пулеметсенчен персе, мӗнле нимӗҫ таврашӗ пур — ҫавсене пурне те таптаса тухнӑ, нимӗҫ гарнизонӗсен юлашкийӗсем тӗрлӗ ҫӗрелле тарса пӗтсен вара, танкистсем тата танксем ҫинче ларса пынӑ мотопехота боеприпас склачӗсене тивертсе янӑ, кӗперсене сывлӑшалла сиктернӗ, станцисенчи стрелкӑсене, рельсӑсене ҫӗмӗрсе хӑварнӑ, чакса килекен нимӗҫсен поезчӗсене питӗрсе лартнӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫсен улттӑмӗш армине Сталинград патӗнче ҫавӑрса илсен, Гвоздевсен корпусӗ чакса пыракан нимӗҫсен фронтне татса кӗрсе кайнӑ та, хӑйсен мӗнпур танкӗсемпе ҫеҫен хирсем тӑрӑх нимӗҫ тылӗсене ҫӗмӗрсе ҫӳреме тытӑннӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл вӑтам шкулта та, мединститутра та нимӗҫ чӗлхине вӗреннӗ, ҫавӑнпа та эпир ӑна хӑш-пӗр чухне тыткӑна илнӗ нимӗҫсемпе калаҫтараттӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Мускавран А. Размадзе доцента (математика), Питӗртен — С. Авалиани доцента (истори) чӗнсе илнӗ, вӗсемсӗр пуҫне Ш. Нуцубидзе (истори), Г. Ахвледиани (чӗлхе пӗлӗвӗ), А. Шанидзе (филологи) ҫумсем пулса тӑнӑ, Е. Такайшвилипе (археологи), Ю. Абуладзе (перс чӗлхи) — ӑслӑх ертӳҫисен вырӑнне йышӑннӑ, Европа чӗлхисене Е. Орбелиани (хрантсус), В. Гамбашидзе (акӑлчан), И. Кипшидзе (нимӗҫ) вӗрентнӗ, Грузире пурӑннӑ Артур Лейст нимӗҫ ҫыравҫине те вӗрентӳ ӗҫне явӑҫтарма шутланӑ.
Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97
1941 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче нимӗҫсем Юголсавине тапӑнса кӗнӗ чухне хулана юханшыв урлӑ каҫнӑ нимӗҫ пехота подразделенийӗ ҫапӑҫусӑрах йышӑннӑ, кӗҫех вӗсем каялла чакнӑ та хулана вермахтӑн 132-мӗш пехота дивизийӗн пайӗсем йышӑннӑ.
Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80
Каппель — нимӗҫ ҫынни, вӑл хӑйӗн хушаматне нимӗҫсен «каппе» (ҫӗлӗк) сӑмахӗнчен тунӑ теме пулать.
Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.
Пирӗн территорин пӗр пайне ҫапах та нимӗҫсен фашистла войскисем тытса илни ҫинчен калас пулсан, ӑна вара пуринчен малтан ҫакӑнпа ӑнлантарса памалла: фашистла Германин ССР Союзне хирӗҫ пыракан вӑрҫи нимӗҫ войскисемшӗн лайӑх условисенче тата совет войскисемшӗн лайӑх мар условисенче пуҫланчӗ.
Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.
Е нимӗҫ вӗлернӗ, Е пӗтнӗ тарса, Е нимӗҫ пӗтернӗ Вутпа ҫунтарса.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Пуринчен ытла Герман Тихомирнов Кавана хутне кӗнӗ: нимӗҫ чӗлхине вӗрентекен ҫынна нимӗҫ империалисчӗсемпе хутӑштарма кирлӗ мар тесе ӑнлантарнӑ.
Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.