Поиск
Шырав ĕçĕ:
мӑнаҫлисене (тĕпĕ: мӑнаҫли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр сӑмахпа каласан, тӗнче тӑрӑх яланах пӗлсе ҫӳренӗ: хӑйсене те, ҫынсене те лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ хӑйсем пеккисем вӗсемпе хаваслансах калаҫнӑ, хисепленӗ, мӑнаҫлисене тӗл пулсан вара вӗсем хӑйсем те пӑрӑнма тӑрӑшнӑ, улпутсенчен хӑш-пӗр чух усаллине те курма тивнӗ, анчах ун пекки сайра хутра ҫеҫ пулкаланӑ.
VII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
34. Халӗ эпӗ, Навуходоносор, Тӳпе Патшине мухтатӑп, аслӑлатӑп: Унӑн пӗтӗм ӗҫӗ тӳрӗ, Унӑн ҫулӗ-йӗрӗ тӗрӗс, Вӑл мӑнаҫлисене йӑвашлатма пултарать.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эсӗ мӑнаҫлисене пусартӑн, Хӑвӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнакансене ылхантӑн.21. Ты укротил гордых, проклятых, уклоняющихся от заповедей Твоих.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй тӗнче Тӳри, ҫӗкленсем, мӑнаҫлисене тивӗҫлипе тавӑр.
Пс 93 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1