Поиск
Шырав ĕçĕ:
Виҫҫӗмӗш кунне тин тӗтре витӗр ун тавра салтак пуҫӗсем хускални курӑннӑ пек пулчӗ, пӗр чарӑнми янӑракан хӑлхара такамсем мӑкӑртатни илтӗнчӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Кредит» тесе мӑкӑртатни ҫеҫ илтӗнчӗ ӑна.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Турунов хушать пулсан, мӗн тӑвас-ха ман, — хыҫра илтӗнсе юлчӗ Ваҫка-Васка ҫиллӗн мӑкӑртатни.
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— «Образованисӗр хресчене»… — илтӗнет чаршав хыҫӗнчен Анюк ҫилӗллӗн мӑкӑртатни.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫак вӑхӑтра тулта, ҫенӗкре, малтан тем шӑкӑлт-шӑкӑлт туни, унтан пӑвӑнчӑк саспа такам таҫта курӑнман аслати уҫӑмсӑр, хавшак кӗмсӗртетнӗ пек мӑкӑртатни, аялти-ҫӳлтине асӑнсах ятлаҫни илтӗнсе кайрӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Тулта ҫынсем мӑкӑртатни илтӗнсе каять.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Васкаса мӑкӑртатни, юрланӑ пек кӗл туни, вӗсене юри-мари хӑтланнӑ пек, улталанӑ пек туйӑнать.)Торопливое бормотание, пение молитвы им кажется чем-то ненастоящим.
Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Урайӗнчи михӗсем ҫинче тӑвӑрланса ларакан аран-аран вырнаҫкаланӑ ҫынсен ушкӑнӗнчен мӑкӑртатни, вӑрҫкалани тата хӗстерекен кӳршисене чышкаланисем те илтӗнкелеҫҫӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ун пирки секретарь евитленӗренпе ҫирӗм минута яхӑн иртрӗ, анчах кабинетӑн ҫӳллӗ шурӑ алӑкӗнчен йышӑну пӳлӗмне ҫав-ҫавах шӑппӑн та пӗр саслӑн мӑкӑртатни ҫеҫ тухать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Малтан шӑппӑн, унтан шавлӑн мӑкӑртатни йӗрӗнчӗк-усал сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене куҫрӗ.Сначала тихое, потом громкое бормотанье вылилось сложным арсеналом отвратительных бранных фраз.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Го Цюань-хай куҫне хӗсни тата лавҫӑ мӑкӑртатни ӑна пӗтӗмӗшпех йӗркерен кӑларса пӑрахрӗҫ.Подмигивание Го Цюань-хая и бормотание возчика совсем сбили его с толку.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шалта кровать чӗриклетни, хӗрарӑм хӑравҫӑллӑн мӑкӑртатни илтӗнчӗ.— В доме послышался скрип кровати и испуганный женский шепот.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫав вӑхӑтра кукамай пӳлӗмӗн алӑкне шалтлаттарса хупни, пусма тӑрӑх хӑпаракан Гаша мӑкӑртатни илтӗнчӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пур енчен те тутлӑн анаслани, айӗнчи ҫыхӑсене тӳрлетсе чаштӑртаттарни, тутисене чаплаттарни, кӗхлеткелени, ыйхӑллӑн мӑкӑртатни — ҫирӗп ҫынна та ураран ӳкерекен ыйхӑ кӗвви — илтӗнсе тӑрать.
V // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Кровать ҫинче мӑкӑртатни илтӗнет.
Чир // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Темле ним ҫыхӑнусӑр мӑкӑртатни ҫеҫ илтӗнсе кайнӑ.
LXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫав ирхи шӑв-шавра кӑлӑклани, нӑриклетни, кранклатни, вӗрни, ҫухӑрни тата ҫак тӗрлӗ-мерлӗ сасӑсене тӑрӑхласа мӑкӑртатни — пурте илтӗнет.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тепӗр пӳлӗмӗнче такам тӗлӗкре мӑкӑртатни, нӑшлаттарса ҫывӑрни тата хӑрлаттарнӑ сасӑ илтӗнет.За дощатой перегородкой кто-то сонно бормотал, слышались посапывание и храп.
40 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑрттӑн мӑкӑртатни те лӑпланнӑ пек туйӑннӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Вара пурин куҫӗ умне те сӑмахпа асӑнман, анчах чӗрене кӗрсе юлнӑ сӑнсем тухса тӑраҫҫӗ: тӗксӗм те ансӑр пусмасем, чан ҫапакан манахӑн хытанка кӗлетки, унӑн чирлӗ сӑн-пичӗ, вӑл ҫиллессӗн кӑшкӑркалани, пурнӑҫ шӑпи пирки вӗчӗрхенсе мӑкӑртатни…
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.