Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мӑйран (тĕпĕ: мӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш-пӗр ҫӗрте арӑмсен мӑйран ҫакмалли ҫӑтӑ капӑрсем (мӑй ҫыххисем) пулман, ҫавӑнпа вӗсем сурпанӗсене мӑй тавра тачӑ ҫавӑрман.

Помоги переводом

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Светлана ун патнелле пӗшкӗнчӗ те ӑна мӑйран ыталаса илчӗ, макӑрса ячӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара вӑл мӑйран уртӑнчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мӑйран пуссан та алӑ пусмастӑп!

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем хушшинче мӑйран кружка ҫакнӑ чиркӳ валли укҫа пуханҫи туса ҫӳрекен шарлаттансемпе шулӗксем те сахал мар.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайран вӗсемпе ҫыхӑнса илӗпӗр, мӗн те пулин суйсан ман ҫынсем сан пата килне пырса мӑйран сӗрсе хӑварӗҫ, — тет асли.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫӗкленесшӗн хӑй — ҫӗкленеймест, мӑйран кантра касать.

Помоги переводом

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кантуртан тухсан, Раман анатри склад еннелле ҫул тытрӗ, арӑмне аякранах асӑрхарӗ: фуфайкӑпа беретка тӑхӑннӑ Анюта, упӑшкине курса, эстакада пусми тӑрӑх чупса анчӗ те Рамана мӑйран пырса ҫакӑнчӗ.

Помоги переводом

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ, ура ҫине аран-аран мекӗрленсе тӑчӗ Хӗлӗх, тайкаланнипе мӑйран ҫакӑнса таракан юман тукмаккине каллӗ-маллӗ сулкалантарать.

Помоги переводом

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мастерскойра тукмак пуҫне якатрӗ, мӑйран ҫакма ҫакӑ майлаттарчӗ — ҫӑраҫҫипе питӗрсе илмеллех турӗ.

Помоги переводом

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Тӗрӗсси тӗрӗсех-ха, — тин килӗшрӗ унпа секретарь, — кулленхи палӑртнӑ-палӑртман ӗҫ чӑнах мӑйран пӑвать пире.

Помоги переводом

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ халӗ ӑна ун чухне юрату ҫырӑвӗсене каялла персе панӑ хӗр мӑйран ыталаса чуптӑвать…

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хайхи инке, упӑшки кирлӗ ӗҫпе лавккана чупсан, мана ик хӑлхаран сысна ҫурине ярса тытнӑ пек ҫавӑрса илчӗ те, ваҫка, хыттӑн-хыттӑн виҫӗ хутчен чаплаттарса чуп-турӗ, аллисемпе мӑйран явса тытрӗ, вӗлер те вӗҫертмест ытамӗнчен.

Помоги переводом

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл ман ҫине чуна витермелле сӑнаса пӑхрӗ те мӑйран ыталаса илчӗ.

Он серьезно посмотрел на меня и обвил мою шею руками.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Мӑйран кассан та… — ҫирӗппӗн каласа хучӗ хӗр.

Помоги переводом

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫав вӑхӑтра такам мана ыталанӑ пек мӑйран уртӑнчӗ.

Помоги переводом

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Юнашар ларакан хӗрсем пӗр-пӗрин ҫумне тата тачӑрах ҫыпҫӑнчӗҫ те сасартӑк пӗрне-пӗри мӑйран ыталаса илчӗҫ.

Помоги переводом

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Унӑн, хулара пурӑнаканскерӗн, унтах темӗн чухлӗ пулӗ — мӑйран ҫакӑнакансемех…»

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Мӑйран аманса, контузи туянса таврӑннӑ ҫулсем!

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Нимӗн те ӑнланмастӑп, хутте мӑйран ҫӗҫӗпе кас, ӑнланма пултараймастӑп, — терӗ Тихонов ҫамки ҫине пӑрҫаланса тухнӑ тарне шӑлса.

Помоги переводом

Правилине ӑнланаймарӑм // Сӳпенке Илли. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 12 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней