Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Турӑ ҫуртне тума укҫа пуҫтарма тухрӑмӑр-ҫке, — ҫинҫе сассипе юрланӑ пек калама тытӑнчӗ Манехва, — Приходри халӑх чиркӗве хӑвӑртрах туса пӗтересшӗн, пурте укҫана турӑ мухтавӗшӗн пысӑк хаваспа параҫҫӗ…
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата Чӑваш Ен мухтавӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!Желаю всем здоровья, благополучия и новых успехов во славу Чувашии!
Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/24/gla ... et-s-dnem-
Эпир истори страницисене улӑштарса ҫырма никама та ирӗк памастпӑр тата хамӑрӑн хаклӑ ветерансене – Ҫӗршывӑмӑр чысӗпе мухтавӗшӗн хӑйсене шеллемен чӑн-чӑн патриотсене – тивӗҫ пулма тӑрӑшатпӑр.
Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/05/09/news-3845767
Аннемӗр Россия мухтавӗшӗн ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ пулӑр!
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Луций Корнелий Телейлӗ Сулла сывлӑхӗпе мухтавӗшӗн ӗҫер! — кӑшкӑрчӗ Квинт Росций уҫӑ та янравлӑ сассипе..
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем пире ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тума, Тӑван ҫӗр-шыв мухтавӗшӗн тата ҫӗнӗ геройла ӗҫсем тума чӗнеҫҫӗ…»Их подвиги зовут нас на новые победы, на новые героические дела во славу Родины».
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Юратнӑ тӑван ҫӗршывӑмпа унӑн Сывлӑш Флочӗн мухтавӗшӗн вӑя хӗрхенмесӗр ӗҫлеме сӑмах паратӑп!Обещаю, не щадя сил, работать во славу любимой Родины и ее замечательного Воздушного Флота!
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Тӑван ҫӗршыв мухтавӗшӗн хастарлӑн тӑрӑшнӑ герой-летчике хисеплесе Василево салине Чкалов ятне панӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Тата Пыпин патне янӑ ҫырура: «Хӑвӑрт ҫухалакан мухтавшӑн мар, хӑвӑн ҫӗршывӑн мухтавӗшӗн тата ҫынсен телейӗшӗн кӗрешнинчен хаклӑраххи мӗн пулма пултарать?» — тесе ҫырнӑ.
Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Тӗтӗрер вырӑс пӑшалӗн мухтавӗшӗн.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унтан, Шурочка сӗннипе, самаях ӳркенсе, Ромашов менелникҫӗ ячӗпе ӗҫрӗҫ; ӗҫрӗҫ ҫакӑнта ларакан дамӑсемшӗн те ҫакӑнти мӗнпур ҫынсемшӗн, тата мӗнпур-мӗнпур хӗрарӑмшӑн пӗрлех, тата тӑван полк ялавӗсен мухтавӗшӗн, тата никам ҫӗнейми вырӑс ҫарӗшӗн…
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
9. Ҫавӑнпа Турӑ Ӑна вӗҫӗмсӗр асла кӑларнӑ, Ӑна пур ятран та чаплӑ ят панӑ: 10. ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те Иисус ятне асӑнса пуҫҫапчӑр, 11. Атте Турӑ мухтавӗшӗн Иисус Христоса пур чун та Ҫӳлхуҫа тесе калатӑр тенӗ.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗненекен ушкӑнсем те ӑна ҫав ырӑ ӗҫе тунӑ ҫӗрте пире пулӑшса ҫӳреме суйланӑ, эпир ҫав ырӑ ӗҫе Ҫӳлхуҫа мухтавӗшӗн тата хамӑр сире пулӑшма хатӗррипе тӑватпӑр.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ман ҫинче — Ҫӳлхуҫа Турӑ Сывлӑшӗ: мӗскӗнсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма, тыткӑнрисене ирӗке тухасси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, хупса хунисене тӗрме алӑкӗ уҫӑласси ҫинчен, 2. Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ ҫитессе, Туррӑмӑрӑн тавӑру кунӗ ҫитессе пӗлтерме, пур кулянакана та йӑпатма ячӗ, 3. Сион ҫинче хуйхӑрса пурӑнакансене пулӑшма: вӗсене кӗл вырӑнне пуҫкӑшӑль, куҫҫуль вырӑнне савӑнӑҫ ҫӑвӗ, хурлӑх вырӑнне мухтав тумӗ парнелеме ячӗ; вӗсене вара чӑнлӑхпа вӑйлисем, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавӗшӗн лартнӑ йывӑҫсем тейӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Йӗплӗ тӗмсем вырӑнне кипарис ӳссе ларӗ, вӗлтӗрен вырӑнне мирт йывӑҫӗ ӳсӗ; ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа мухтавӗшӗн пулӗ, нихӑҫан арканми ӗмӗрлӗх паллӑшӑн пулӗ.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй Туррӑмӑр, Ҫӑлаканӑмӑр, Хӑвӑн яту мухтавӗшӗн пулӑшсам пире; пире Хӑвӑн ятушӑн хӑтарсам, пирӗн ҫылӑхсене каҫарсам.
Пс 78 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1