Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кингстонра Канадӑри чи авалхи спорт мухтавӗн залӗ вырнаҫнӑ — 1943 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче никӗсленӗ Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи хоккей мухтав залӗ.
Кингстон (Онтарио) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B8%D0%BE)
Мухтав тӗплӗ чӑваша, Мухтав ӑслӑ йӑваша!
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Мухтав тӗплӗ чӑваша, Мухтав ӑслӑ йӑваша!
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— «Мухтав турра», теме хушман халь, «мухтав Гитлера», темелле.— Сейчас нельзя говорить «Слава богу», надо сказать, «слава Гитлеру».
Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.
Конкурс темисем ҫапларах: «Тӑван енӗм чаплӑ ҫынсемпе пуян» (Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи паллӑ ҫынсем пирки), «Мухтава тивӗҫлӗ ҫынсене чыслар» (Чӑваш Республики шайӗнче паллӑ ҫынсем пирки), «Мухтав сана, ентешӗм» (район е ял шайӗнче паллӑ ҫынсем пирки).
«Упрар тӑван чӗлхемӗре» конкурс иртет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31237.html
Мухтав, сана, туррӑмӑр, Аркадий Павлыч, мухтав сана, туррӑмӑр!
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Паян сирӗн кӑкӑрсем ҫинче ялкӑшакан мухтав чечекӗсем часах сире мухтав ялавӗпе каялла килмелли никӗс пулса тӑччӑр.
XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Вӗсен мухтавӗ — манӑн мухтав!
XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Эпӗ Лукулл ҫинчен маннӑ пулсан, эсӗ ҫакна манса кайнӑ: Красс, Помпей, Лукулл виҫҫӗр пин салтакпа мана ҫӗнтерсен, ҫӗнтерӳ мухтавне (гладиатора ҫӗнтернинче мухтав пур пулсан) Лукулл, Помпей, Красс хушшинче уйӑрмалла пулать-ҫке.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
«Мухтав сана, рабочи, аслӑ халӑх! Мухтав сана Тӑван ҫӗршывӑн никама пӑхӑнасмарлӑхӗшӗн халӑха ҫапӑҫӑва хавхалантарнӑ парти!» — ҫак шухӑшпа эпӗ хамӑн ротӑна атакӑна ҫӗклерӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мӗншӗн-ха Гомерсемпе Шекспирсем юратупа мухтав ҫинчен, асапсем ҫинчен каланӑ, а пирӗн ӗмӗрти литература «Снобсемпе» «Чапа е мухтава тухас кӑмӑлӑн» пӗр вӗҫӗмсӗр повеҫӗ кӑна-ха?
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Мухтав, пирӗн большевиксен партине, мухтав Хӗрлӗ Ҫарпа Хӗрлӗ Флота!Слава нашей партии большевиков, слава Красной Армии и Красному Флоту!
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав, ӗмӗр-ӗмӗр чап та мухтав!
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Эпир Макакӑпа иксӗмӗр машинӑсем ҫине («Вырӑссем пруссене яланах тӑн кӗртнӗ! «Эпир тӗрӗслӗхпе ҫӗнтертӗмӗр!», «Мухтав пирӗн Ҫӗршыва! Мухтав!» текен) лозунгсем ҫырнӑ вӑхӑтра вӗсем Австри чикки урлӑ каҫнӑ-мӗн.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫын мухтава ӗҫпе тивӗҫлӗ пулман пулсан, вӑрланӑ ҫеҫ пулсан, унпа киленме пултараймасть; мухтав хӑйне тивӗҫлӗ ҫын чӗрине ҫеҫ вӗҫӗмсӗр хавхалантарса тӑрать.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Мухтав сана, пӳлӗхҫӗ, мухтав сана, пӳлӗхҫӗ!
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Уйрӑмах ӑна Христофор атте «мухтав» сӑмаха кашни каламассеренех сывлӑш ҫӑтса хӑвӑрт сӑхсӑхни, ыттисем те сӑхсӑхчӑр тенипе юриех хыттӑн виҫшер хут: «Аллилуя, аллилуя, аллилуя, мухтав сана, турӑ!» — тени хытӑ тарӑхтарчӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Мухтав сана, таса турӑ амӑшӗ… ах… мухтав сана…
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
«Мухтав турра, Захар никама та каласа кӑтартма пӗлмест; ӗненмеҫҫӗ те ӑна, мухтав турра!»— Слава Богу, что Захар не сумеет пересказать никому; да и не поверят; слава Богу!»
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мухтав турра, турра мухтав, — хушрӗ вӑл васкаварлӑн, — тепӗр кун-и, нумай пулсан иккӗ-и, манӑн вара Катьӑна шӑтӑка пытарасси кӑна юлатчӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951