Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

муниципалитетсен (тĕпĕ: муниципалитет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Объектсене ӗҫе кӗртмелли сроксене татма юрамасть тата строительство блокне, подряд организацисене, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене тата вӗренӳ блокне хутшӑнтарассипе общество хушшинчи ӗҫ йӗркеленет.

Не допускается срыв сроков ввода объектов и организуется на регулярной основе межведомственная работа с участием строительного блока, подрядных организаций, глав муниципалитетов и образовательного блока.

Пушкӑрт кивӗ шкулсене тӗп юсав ирттерессипе лидера тухнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... hn-3658678

Кун ҫинчен тунтикун пӗрремӗш вице-премьер — финанс министрӗ Михаил Ноздряков ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура фонд директорӗ Светлана Баранова пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Культура министерстви тата муниципалитетсен умӗнче тӗллев тӑрать: кӑҫалпа ҫитес ҫулхи тапхӑрта кашни муниципаллӑ пӗрлӗхрех сахалтан та ҫӗнӗ ӑрури пӗр библиотека ӗҫлесе каяссине тивӗҫтермелле.

Перед Министерством культуры и муниципалитетами поставлена задача в этом и в следующем году добиться, чтобы в каждом муниципальном образовании функционировала как минимум одна библиотека нового поколения.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Республика Правительствин тӗллевӗ – муниципалитетсен хушшинче пассажирсене илсе ҫӳрес ыйтусене муниципалитетсемпе пӗрле, хальхи хӑвӑртлӑхсене чакармасӑр, татса парасси.

Задача Правительства республики – совместно с муниципалитетами, не сбавляя набранного темпа, решать вопросы межмуниципальных пассажирских перевозок.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫавна май муниципалитетсен халӑх пурӑнакан тӗп вырӑнсен тата ҫум территорисен социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн вӑрах вӑхӑтлӑх планӗсене йӗркелессине тивӗҫтермелле.

Соответственно, муниципалитетам необходимо обеспечить формирование долгосрочных планов социально-экономического развития опорных населенных пунктов и прилегающих территорий.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Муниципалитетсен ҫак кирлӗ ӗҫе хутшӑнмалла ҫеҫ мар, ӑна пӗрлехи вӑйпа, бизнеса, общество пӗрлешӗвӗсене тата хастар чунлӑ ҫынсене явӑҫтарса пурнӑҫламалла тесе шутлатӑп.

Считаю, что муниципалитетам надо не просто включиться в эту работу, а объединить вокруг нее всех – бизнес, общественные объединения, неравнодушных людей.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Асӑннӑ ыйтӑва татса пама муниципалитетсен чи малтанах ҫӗр ресурсӗсем ҫинчен калакан даннӑйсене ҫӗнетмелли ӗҫе вӗҫлемелле, тӗрлӗ класлӑ тата категориллӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума кирлӗ документсене йӗркелесе ҫитермелле тата туса хатӗрлемелле.

Для решения данной задачи муниципалитетам прежде всего надо завершить работу по актуализации данных о земельных ресурсах, сформировать и подготовить необходимые документы для возможного строительства жилья различного класса и категорий.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Олег Николаев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, муниципалитетсен хӑйсен ӗҫ укҫи тӳлессипе ҫыхӑннӑ норма-право акчӗсене ҫак йышӑнупа ҫураҫтармалли тата ӳсекен шалу валли кирлӗ укҫана бюджетниксем патне вӑхӑтра ҫитермелли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Помоги переводом

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Ӗҫ укҫин ӳсӗмӗ патшалӑх тата муниципалитетсен тытӑмӗнчи 70,5 пин бюджетника пырса тивӗ.

Помоги переводом

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Перевозчиксем кӑмӑлламаннине кура вӗсем темиҫе ҫул «пушӑ», апла тӑк муниципалитетсен хушшинчи ҫав маршрутсене пӗтерни халӑха транспортпа тивӗҫтерессине япӑх витӗм кӳмӗ.

Помоги переводом

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Кун йӗркинчи тепӗр ыйту — пассажирсене муниципалитетсен хушшинчи маршрутсемпе илсе ҫӳрессине планламалли документа улшӑнусем кӗртесси.

Помоги переводом

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Олег Алексеевич ҫак канашлура палӑртнӑ кӑмӑлсӑр тӗслӗхсем айсбергӑн курӑнакан пайӗ кӑна пулнине те тавҫӑрать, ҫавна май ҫак эрнере муниципалитетсен пӗтӗмлетӗвӗсене пухса, вӗсене хак парса тивӗҫлӗ йышӑну тума хатӗррине ҫирӗплетрӗ.

Помоги переводом

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Ҫавна май вӑл муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене ҫав объектсенчи чӑрмавсем пирки чан ҫапмашкӑн ҫулталӑк вӗҫӗччен кӗтме юраманни ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Помоги переводом

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тунтикун ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура республикӑн адреслӑ инвестици программи тавра тӗплӗ калаҫу пулчӗ.

Помоги переводом

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Пӗр сӑмахпа каласан, муниципалитетсен тата республика шайӗнче те мӗнпур ӗҫсене ҫийӗнчех тӗрӗслев ирттерме май пулӗ.

Помоги переводом

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев объектсене тӗпрен ҫӗнетсе юсанӑ чухне палӑртса хунӑ ӗҫсене республика тата муниципалитетсен шайӗнче пӗр тан тӗрӗслевсем туса ирттермелли ҫӗнӗлӗхе ырланӑ.

Помоги переводом

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура вӑл пӗтӗмӗшле илсен ку енӗпе ӗҫсем япӑх маррине ҫирӗплетрӗ, ҫапах ҫулталӑкӑн юлнӑ юлашки кунӗсемпе федераци тытӑмӗсемпе тумалли килӗшӳсене алӑ пусассине вӗҫлемешкӗн туллин усӑ урмалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Помоги переводом

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Ҫакӑн ҫинчен ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тунтикун ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура вице-премьер — экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Паллах, хӑш муниципалитетсен халӑхӗ ырӑрах пулнине укҫа виҫине кура палӑртма хӗн, ҫапах ачасене пулӑшас ӗҫе мӗнле йӗркеленине курма пулать.

Помоги переводом

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Цеха муниципалитетсен пӗр пӳлӗмне вырнаҫтарма палӑртнӑ.

Цех планируется разместить в одном из муниципальных помещений.

Пушкӑртстан хӗрарӑмӗ СВО боецӗсем валли ҫар форми кӑларас енӗпе "Швейный патриот" проект йӗркеленӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3486554

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней